YouVersion Logo
Search Icon

Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 12

12
1Мухтанни маншӑн усӑллӑ мар та, ҫавах манӑн мухтанмах тивет: эпӗ хама Ҫӳлхуҫа мӗн кӑтартни, мӗн уҫса пани патне ҫитетӗп. 2Эпӗ пӗр Христос ҫыннине пӗлетӗп; вунтӑватӑ ҫул каялла ӑна (те ӳчӗпе, те ӳчӗсӗр — эпӗ пӗлместӗп, Турӑ пӗлет) виҫҫӗмӗш тӳпене ҫитиех илсе кайнӑ. 3Ҫакна пӗлетӗп: ҫав ҫынна (те ӳчӗпе, те ӳчӗсӗр — эпӗ пӗлместӗп, Турӑ пӗлет) 4рая илсе кайнӑ, вӑл унта этем каласа пама та пултарайман сӑмахсем илтнӗ. 5Ҫавӑн пек ҫынпа мухтанӑп; хам мухтанаймӑп, мухтансассӑн та халсӑрлӑхӑмпа ҫеҫ мухтанӑп. 6Мухтанас тесессӗн те эпӗ ӑссӑр пулмӑп, чӑннине калӑп; ҫапах та кам та пулин ман ҫинчен манра мӗн курнинчен е манран мӗн илтнинчен ытлашшине ан шухӑшлатӑр тесе, эпӗ чарӑнса тӑратӑп. 7Хама ытла нумай пӗлтернипе мухтанасран, хама асла хурасран мана асаплантарма ӳтӗм ӑшне сӑнӑ кӗртнӗ — шуйттан ангелӗ асап кӑтартать мана. 8Ӑна манран сиртӗрччӗ тесе эпӗ Ҫӳлхуҫана виҫӗ хутчен тархасларӑм. 9Анчах Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: «сана Эпӗ панӑ тивлет те ҫителӗклӗ, Манӑн хӑватӑм халсӑрлӑхра палӑрать» терӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ хамӑн халсӑрлӑхӑмпа хавассӑнах мухтанӑп, халсӑрланнӑ чухне мана Христос вӑй парать. 10Ҫавӑнпа эпӗ Христосшӑн темӗнле асапа та тӳсме хавас: хамӑн халсӑрлӑхӑма та кӑмӑллатӑп, хурлӑхран та, йывӑрлӑхран та, инкек-синкекрен те, хӗсӗрленинчен те хӑрамастӑп, мӗншӗн тесессӗн асап курнӑ чухне эпӗ хӑватлӑ.
11Эпӗ ӗнтӗ мухтанса ухмаха тухас патнех ҫитрӗм; ҫакна эсир мана ирӗксӗрех тутартӑр. Мана сирӗн мухтамаллаччӗ, хам нимӗне тӑмастӑп пулин те, «аслӑ апостолсенчен» эпӗ нимӗнрен те кая мар. 12Хам апостол иккенне эпӗ сире тӗрлӗ асап тӳссе тата паллӑсем, кӗтретсем, хӑватсем туса кӑтартрӑм. 13Ытти ӗненекен ушкӑнсемпе танлаштарсассӑн, сире мӗн ҫитмест-ха? Тен, эпӗ сире тӑккалантарманни-и? Каҫарӑрсам ун пек айӑпӑма. 14Акӑ эпӗ сирӗн пата виҫҫӗмӗш хут пыма та хатӗр, пырсассӑн сире тӑккалантармӑп: мана сирӗнни кирлӗ мар, хӑвӑр кирлӗ. Ачисен ашшӗ-амӑшӗ валли пурлӑх пуҫтармалла мар, ашшӗ-амӑшӗн ачисем валли пуҫтармалла. 15Эпӗ те хамӑн мӗн пуррине сирӗншӗн хаваспах тӑкаклама хатӗр, сирӗншӗн эпӗ хама та хӗрхенместӗп. Эпӗ сире ҫапла шутсӑр юратнӑ ҫӗртех эсир мана сахал юрататӑр. 16Сирӗн шутпа, эпӗ ӗнтӗ сирӗнтен хам илмен пулсассӑн та, чееленсе, сирӗнтен улталаса илнӗ пулать. 17Сирӗн пата янӑ ҫынсем урлӑ эпӗ мӗн те пулин илтӗм-ши вара? 18Эпӗ сирӗн пата Тита ятӑм, унпа пӗрле тата пӗр тӑвана ятӑм. Сирӗнтен Тит мӗн те пулин илчӗ-и? Эпир унпа иксӗмӗр те пӗр шухӑшпа ӗҫлесе тӑмарӑмӑр-и? Пӗр ҫулпах ҫӳремерӗмӗр-и?
19Вӗсем пирӗн умра хӑйсене тӳрре кӑларасшӑн ҫапла калаҫҫӗ тесе шухӑшламастӑр-и тата эсир? Эпир Турӑ умӗнче Христоса ӗненсе калатпӑр: савнӑ тӑванӑмсем, ҫакна сире ӑса кӗртесшӗн тӑватпӑр. 20Эпӗ хӑраса тӑратӑп: унта ҫитӗп те — эсир эпӗ курма ӗмӗтленнӗ ҫынсем пек мар иккен, эпӗ те сирӗншӗн — эсир курма ӗмӗтленнӗ ҫын пек мар иккен; эпӗ пынӑ ҫӗре сирӗн хушшӑрта тавлашу, ӑмсану, ҫилленӳ, вӑрҫӑ-харҫӑ, суя, элек, мӑнкӑмӑллӑх, йӗркесӗрлӗх ан пултӑрччӗ; 21сирӗн пата пырсассӑн Туррӑм умӗнче намӑсланас марччӗ; таса мар ӗҫ туса, аскӑнланса, намӑссӑрланса ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн халичченех ӳкӗнмесӗр пурӑнакансемшӗн манӑн хуйхӑрса макӑрмалла ан пултӑрччӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in