1
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 12:9
БИБЛИ
CHB
Анчах Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: «сана Эпӗ панӑ тивлет те ҫителӗклӗ, Манӑн хӑватӑм халсӑрлӑхра палӑрать» терӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ хамӑн халсӑрлӑхӑмпа хавассӑнах мухтанӑп, халсӑрланнӑ чухне мана Христос вӑй парать.
Compare
Explore Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 12:9
2
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 12:10
Ҫавӑнпа эпӗ Христосшӑн темӗнле асапа та тӳсме хавас: хамӑн халсӑрлӑхӑма та кӑмӑллатӑп, хурлӑхран та, йывӑрлӑхран та, инкек-синкекрен те, хӗсӗрленинчен те хӑрамастӑп, мӗншӗн тесессӗн асап курнӑ чухне эпӗ хӑватлӑ.
Explore Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 12:10
3
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 12:6-7
Мухтанас тесессӗн те эпӗ ӑссӑр пулмӑп, чӑннине калӑп; ҫапах та кам та пулин ман ҫинчен манра мӗн курнинчен е манран мӗн илтнинчен ытлашшине ан шухӑшлатӑр тесе, эпӗ чарӑнса тӑратӑп. Хама ытла нумай пӗлтернипе мухтанасран, хама асла хурасран мана асаплантарма ӳтӗм ӑшне сӑнӑ кӗртнӗ — шуйттан ангелӗ асап кӑтартать мана.
Explore Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 12:6-7