YouVersion Logo
Search Icon

Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 11

11
1Манӑн ӑссӑрлӑхӑма ытла айӑпа хумӑсӑрччӗ эсир! Ӗнтӗ чӑтӑрах мана! 2Эпӗ сирӗншӗн Турӑ пек тӑрӑшатӑп-ҫке: эпӗ сире пӗр Ар валли — Христос валли — ҫураҫрӑм, сире Ун умне таса хӗр пек туса тӑратас терӗм. 3Анчах та ҫӗлен Евӑна хӑйӗн чеелӗхӗпе илӗртсе улталанӑ пек, эсир те Христоса тӳрӗ кӑмӑлпа ӗненессине пӑрахса, хӑвӑр ӑсӑра пӑсасран хӑратӑп. 4Кам та пулин сире эпир вӗрентмен урӑх Иисус ҫинчен пырса вӗрентсессӗн, эсир хӑвӑр илмен урӑх сывлӑша йышӑнсассӑн, хӑвӑра пӗлтермен урӑх Ырӑ Хыпара йышӑнсассӑн — эсир ҫакна нимӗн те мар тӳсетӗр. 5Эпӗ хама ҫав «аслӑ апостолсенчен» нимӗнрен те кая мар тесе шухӑшлатӑп: 6эпӗ хитре калаҫма ӑста мар пулин те, пӗлӳ тӗлӗшӗнчен япӑх мар. Ҫакна эпир сире тем тӗрлӗ те кӑтартса панӑ. 7Хӑвӑра асла кӑларасшӑн Турӑ Евангелийӗне сире ахалех вӗрентсе хама кӗҫӗне хурса, эпӗ ҫылӑха кӗтӗм-и-мӗн? 8Сирӗншӗн ӗҫленӗ чухне мана ытти ӗненекен ушкӑнсем пулӑшса тӑчӗҫ, эпӗ вӗсене тӑккалантарса пурӑнтӑм; сирӗн патӑрта ҫитменнипе асапланаттӑм пулсан та, эпӗ никама та аптӑратмарӑм: 9манӑн ҫитменнине Македонирен килнӗ тӑвансем ҫитерчӗҫ; эпӗ сире унччен те чӑрмантарман, малашне те чӑрмантармӑп. 10Хам ӑшӑмри Христос чӑнлӑхне асӑнса калатӑп: пӗтӗм Ахаи ҫӗрӗнче манӑн ырӑ ятӑма никам та пӗтерес ҫук. 11Мӗншӗн эпӗ ҫапла тӑватӑп-ха? Сире юратманран-и-мӗн? Эпӗ сире юратнине Турӑ пӗлет! 12Эпӗ халиччен мӗнле пурӑнтӑм, малашне те ҫаплах пурӑнӑп: «эпир те сирӗн пекех ӗҫлесе тӑратпӑр» тесе мухтанмашкӑн сӑлтав шыракансене эпӗ ун пек сӑлтав тупма памӑп. 13Ҫав суя апостолсем, ултавлӑн ӗҫлекенсем, Христос апостолӗсем пек курӑнса ҫӳреҫҫӗ. 14Тӗлӗнме те кирлӗ мар: шуйттан хӑй те хӑш чухне ҫутӑ ангел евӗрлӗ курӑнать, 15ҫавӑнпа уншӑн ӗҫлекенсем те чӑнлӑхшӑн ӗҫлекенсем пек курӑнса ҫӳрени темех мар; вӗсене юлашкинчен ӗҫӗсене кура пулӗ.
16Тата калам: мана кам та пулин ӑссӑр тесе ан шутлатӑр; ҫапла шутлатӑр пулсассӑн вара мана ӑссӑр вырӑнне те пулин хапӑл тӑвӑр, манӑн та кӑштах мухтанасчӗ. 17Мухтанса калас сӑмахӑм Турӑран мар ӗнтӗ, эпӗ шӑпах ӑссӑр пек калӑп. 18Ҫак тӗнче ҫыннисем мухтанма юрать теҫҫӗ пулсассӑн, эпӗ те мухтанам. 19Эсир, ӑслӑ ҫынсем, ӑссӑрсене хапӑллатӑр: 20вӗсем мӗн тунине чӑтатӑр — хӑвӑра пусмӑрлакана, хӑвӑртан тӑранса пурӑнакана, хӑвӑртан ытлашши пуҫтаракана, хӑйне асла хуракана, питӗртен ҫупса яракана чӑтатӑр. 21Намӑс пулсан та калатӑп: пирӗн апла тума хал ҫитмерӗ. || Кам та кам мӗнпе те пулин мухтанма хӑять пулсассӑн, эпӗ те — ӑссӑрскер — ҫавӑнпа мухтанма хӑятӑп. 22Вӗсем еврей-и? Эпӗ те — ҫавах. Израиль ҫыннисем-и? Эпӗ те — ҫавах. Авраам йӑхӗнчисем-и? Эпӗ те — ҫавах. 23Христосшӑн ӗҫлекенсем-и? Ӑссӑрланса калатӑп: эпӗ Христосшӑн ытларах ӗҫлетӗп. Эпӗ вӗсенчен чылай нумайрах ӗҫлерӗм, темӗн чухлӗ суран тӳсрӗм, вӗсенчен нумайрах тӗрмере лартӑм, темиҫе хут вилес патнех ҫитрӗм. 24Иудейсем мана пилӗк хутчен хӗрӗхе пӗрре ҫитми ҫаптарчӗҫ, 25виҫӗ хутчен мана патакпа хӗнерӗҫ, пӗрре чулпа персе пӗтерчӗҫ, виҫӗ хутчен карап путнине курмалла пултӑм, пӗр кун та пӗр каҫ кӗрлекен тинӗсре пултӑм; 26темӗн чухлӗ ҫул ҫӳрерӗм, юханшыв хӗрринче хӑрушлӑха лекрӗм, вӑрӑ-хурахсенчен асап куртӑм, хамӑр халӑх ҫыннисенчен асап куртӑм, суя тӗнлисенчен асап куртӑм, хулара асап куртӑм, пушхирте асап куртӑм, тинӗс ҫинче асап куртӑм, суя тӑвансем хушшинче асап куртӑм; 27эпӗ тертленсе хал пӗтиччен ӗҫлесе пурӑннӑ, тӑтӑшах ҫӗр ҫывӑрман; ӗҫмесӗр, ҫимесӗр асапланнӑ, тӑтӑшах типӗ тытнӑ, сивве те тӳснӗ, ҫарамас та юлнӑ. 28Ытти ҫинчен каламастӑп та ӗнтӗ, ман патӑмра тата куллен халӑх — манӑн пур ӗненекен ушкӑншӑн та тӑрӑшмалла. 29Кам та пулин асаплансассӑн, эпӗ те унпа пӗрле асапланмастӑп-им? Кам та пулин такӑнсассӑн, эпӗ уншӑн хыпса ҫунмастӑп-им? 30Мухтанас тесессӗн, хамӑн халсӑрлӑхӑмпа мухтанам. 31Турӑ, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗ, — Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ пултӑр! — эпӗ суеҫтерменнине пӗлет. 32Арета патшанӑн Дамаскри халӑха пӑхса тӑракан пуҫлӑхӗ мана тытасшӑн Дамаск хулине хурал тӑратрӗ; мана вара кунтӑ ӑшне лартса чӳречерен кӑларса хӳме тӑрӑх антарса ячӗҫ те, эпӗ унӑн аллинчен хӑтӑлтӑм.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in