YouVersion Logo
Search Icon

Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 13

13
1Эпӗ ӗнтӗ сирӗн пата виҫҫӗмӗш хут пыратӑп. Икӗ е виҫӗ кӳнтелен ҫирӗплетсе каласассӑн кирек мӗнле сӑмах та тӗплӗ пулӗ. 2Эпӗ сире унччен те каланӑччӗ, халӗ те, — тепӗр хут тӗл пулас умӗн, — иккӗмӗш хут пынӑ чухнехи пекех унччен ҫылӑха кӗнисене хытарсах калатӑп: пырсассӑн хӗрхенсе тӑмӑп. 3Эсир ман урлӑ Христос каланине кӑтартакан паллӑ шыратӑр. Эсир Христос хӑватне курман мар, Вӑл сирӗн хушшӑрта Хӑйӗн хӑватне кӑтартать. 4Ӑна халсӑр этем халлӗн пӑталанӑ пулин те, Вӑл Турӑ хӑвачӗпе чӗрӗ; эпир те Унпа пӗрле халсӑр, анчах эпир Турӑ хӑвачӗпе Унпа пӗрле сирӗн хушшӑрта чӗрӗ пулӑпӑр.
5Эсир хӑвӑра хӑвӑр сӑнаса пӑхӑр — ӗненетӗр-и эсир? хӑвӑра хӑвӑр тӗрӗслӗр. Эсир Иисус Христос хӑвӑр ӑшӑрта иккенне пӗлместӗр-им? Хӑвӑра сӑнани кӑлӑхах пулман пулсассӑн, пӗлмеллех. 6Пирӗн вара ҫакӑ кӑлӑхах пулмарӗ, эсир ӑна пӗлессе эпӗ шанса тӑратӑп. 7Эсир нимӗн усал та тумӑсӑрччӗ тесе эпир Турра кӗлтӑватпӑр. Эпир ҫакна тӗрӗслени-сӑнани витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑшӑн ырӑ сӑмах илтесшӗн тумастпӑр, сире эпир ҫав тӗрӗслеве чӑтайман пек туйӑнсассӑн та эсир ырӑ ҫеҫ тунӑ пултӑрччӗ. 8Эпир чӑнлӑха хирӗҫ пыма хӑватлӑ мар, чӑнлӑхшӑн тӑрӑшма хӑватлӑ. 9Эпир, хамӑр халсӑр пулса, эсир хӑватлӑ пулнишӗн савӑнатпӑр; ҫавӑнпа ӗнтӗ сире пур тӗлӗшпе те ырра кӑларасшӑн кӗлтӑватпӑр та. 10Хам пыриччен, аякран та пулин, ҫакна ҫырса ярас терӗм: сирӗн пата пырсассӑн Ҫӳлхуҫа панӑ ирӗкӗмпе хаяр пулмалла ан пултӑрччӗ манӑн, ҫав ирӗке мана ӗҫе пӑсма паман, ӗҫе туса ҫитермешкӗн панӑ.
11Эй тӑванӑмсем, ӗнтӗ савӑнса пурӑнӑр, ырӑланса пырӑр, чунӑра пусарӑр, пӗр шухӑшпа тӑрӑр, килӗштерсе пурӑнӑр — вара юратупа канӑҫлӑх Турри сирӗнпе пӗрле пулӗ. 12Пӗр-пӗрне таса кӑмӑлтан чуптуса ырӑ сунӑр. Сире сӑваплӑ ҫынсем пурте салам яраҫҫӗ.
13Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ, Атте Туррӑн савакан кӑмӑлӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр, сире пурсӑра та Таса Сывлӑш пӗрлештерсе тӑтӑр. Аминь.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in

Videos for Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 13