Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 1
1
1Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христос апостолӗ пулнӑ Павел тата Тимофей тӑван — Туррӑн Коринфри ӗненекен ушкӑнне тата пӗтӗм Ахаири пур сӑваплӑ ҫынна: 2хамӑрӑн Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.
3Турӑ, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗ, хӗрхенекен Атте, кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ, мухтавлӑ! 4Хӑй хамӑра лӑплантарнӑ пек, тӗрлӗ хурлӑх куракансене лӑплантарма пултарччӑр тесе, Вӑл пире пур тӗрлӗ хурлӑхра та лӑплантарать. 5Пире Христоса асаплантарнӑ пек асаплантарни ӳссех пынӑҫемӗн эпир Христос урлӑ илекен лӑпланӑҫ та ӳссех пырать. 6Эпир хурлӑх куратпӑр пулсассӑн, сире лӑплантарасшӑн, сире ҫӑласшӑн хурлӑх куратпӑр; эпир лӑпланни сире те — эпир те тӳсекен хӗн-хур пек йывӑрлӑхсене ҫирӗппӗн чӑтса ирттермешкӗн — лӑплантарӗ; 7эпир сире ҫирӗп шанса тӑратпӑр: эсир пирӗн хӗн-хура пирӗнпе пӗрле тӳссе пирӗнпе пӗрлех лӑпланӑҫ тупасса пӗлетпӗр эпир.
8Эй тӑванӑмсем, ҫавӑнпа эпир сире Асийӑра хамӑр хурлӑх курнине пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар; пире чӑтма ҫук йывӑр пулчӗ: хамӑр чӗрӗ юласса та сунманччӗ. 9Ӑшӑмӑрта ӗнтӗ вилетпӗр тесех шухӑшланӑччӗ: хамӑра шанасси юлмарӗ, эпир хамӑра мар, вилнисене чӗртсе тӑратакан Турра ҫеҫ шанса тӑтӑмӑр. 10-11Вӑл вара пире вилес патне ҫитнӗ ҫӗртен хӑтарчӗ, халӗ те хӑтарса тӑрать, эсир пирӗншӗн кӗлтунипе Вӑл пире ӳлӗмрен те хӑтарӗ тесе шанатпӑр; вара эпир нумайӑшӗ кӗлтунипе хӑтӑлнӑшӑн нумайӑшӗ Турра тав тӑвӗ.
12Эпир таса кӑмӑлпах ҫакӑншӑн мухтанма пултаратпӑр: эпир тӗнчере — уйрӑмах сирӗн патӑрта — пӗр чеелӗхсӗр, Турра юрӑхлӑ тӳрӗлӗхпе, этем ӑсӗпе мар, Турӑ тивлечӗ кӑтартнипе пурӑнатпӑр. 13-14Эпир сире ҫак хӑвӑр ӑнланма пултараканнине ҫеҫ ҫыратпӑр, урӑххине ҫырмастпӑр; эпӗ шанса тӑратӑп: эсир, пире ӑнланма пуҫланӑскерсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр кунӗнче пӗтӗмпех ӑнланса илетӗр, ун чухне эпир сирӗнпе мухтанма пултарнӑ пек, эсир пирӗнпе мухтанатӑр. 15Ҫапла шанса тӑрса, эпӗ малтан сирӗн пата пырасшӑнччӗ, сире тепӗр хут савӑнтарасшӑнччӗ. 16Сирӗн патӑртан Македоние каяс тенӗччӗ; Македонирен каллех сирӗн пата пырасшӑнччӗ; эсир вара мана Иудейӑна ӑсатса ярӑттӑрччӗ теттӗм. 17Ман шухӑшӑм ҫаплаччӗ ӗнтӗ, эпӗ ҫӑмӑл шухӑшлӑ пултӑм-и-мӗн? Е эпӗ, мӗн те пулин тума тытӑнсассӑн, ӳт кӗленӗ хыҫҫӑн кайса тытӑнатӑп-и, эпӗ «ҫапла» тени «апла мар» тени те пулать-и? 18Турӑ шанчӑклӑ пулнӑ пек, эпир те сире пӗрре ҫапла, тепре капла вӗрентмен. 19Эпӗ те, Силуан та, Тимофей те сире пӗлтернӗ Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос нихӑҫан та иккӗллӗ пулман, «ҫапла», «апла мар» тени пулман; Унӑн «ҫапла» тени ҫеҫ пулнӑ. 20Турӑ мӗн пама пулни пӗтӗмпе Христос урлӑ пурӑнӑҫланса пырать, ҫавӑнпа ӗнтӗ «ҫапла» пулнӑ, ҫавӑнпа та эпир Турра мухтаса Христос урлӑ «аминь» тетпӗр. 21Пире те, сире те Турӑ Христоспа пӗрлештерсе тӗреклӗлентерет, Вӑл пире те ҫу сӗрчӗ, 22Вӑл пирӗн ҫине Хӑйӗн паллине хучӗ, пулассине шантарса пирӗн чӗремӗр ӑшне Хӑйӗн Сывлӑшне ячӗ.
23Турӑ курса тӑрать: эпӗ Коринфа сире хӗрхеннипе халиччен пымасӑр тӑтӑм. 24Эпир сире ирӗксӗр ӗнентересшӗн мар, сире савӑнтарасшӑн тӑрӑшатпӑр; ӗненессе эсир ҫирӗп ӗненетӗр.
Currently Selected:
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 1: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.