YouVersion Logo
Search Icon

Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 2

2
1Ҫапла вара эпӗ сирӗн пата пырса сире каллех кулянтарас мар тесе шутларӑм. 2Сире кулянтарсассӑн, мана хам кулянтарнисем савӑнтармасассӑн, кам савӑнтарӗ тата? 3Эпӗ сире ҫавӑн ҫинчен ҫыртӑм та: сирӗн пата пырсассӑн, хама савӑнтарас ҫынсем пирки кулянмалла пулас марччӗ терӗм; || эпӗ савӑнни сире пурсӑра та савӑнтарать пулӗ тесе, эпӗ сире пурне те шанса тӑратӑп. 4Эпӗ сирӗн пата питӗ хурланса, чунӑм тӑвӑрланса ҫитнипе темӗн чухлӗ куҫҫулӗ юхтарса ҫырса ятӑм, сире кулянтарас тесе мар, сире хам мӗн тери юратнине пӗлтересшӗн ҫыртӑм. 5Пӗри мана кулянтарчӗ пулсассӑн, вӑл мана ҫеҫ мар (ӳстерсе каламӑп), сире пурсӑра та мӗн чухлӗ те пулин кулянтарчӗ. 6Ӑна нумайӑшӗ айӑплани ҫителӗклӗ ӗнтӗ; 7халӗ ӗнтӗ сирӗн ӑна каҫарса чунне лӑплантарас пулать — ытлашши хуйхӑрса пусӑрӑнсах ан лартӑр; 8ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ сире ӑна юратӑр тетӗп. 9Эсир пур тӗлӗшпе те итлетӗр-ши тесе, эпӗ сире сӑнаса пӗлесшӗн ҫырса ятӑм та. 10Эсир каҫарнӑ ҫынна эпӗ те каҫаратӑп, эпӗ кама та пулин мӗншӗн те пулин каҫартӑм пулсассӑн, ӑна Христос умӗнче сирӗншӗн каҫарнӑ — 11пире шуйттан сиен ан тутӑр тенӗ, эпир шуйттан мӗнле сӑтӑрланине пӗлетпӗр.
12Эпӗ Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар калама Троадӑна пырсан, Ҫӳлхуҫа пулӑшнипе манӑн ӗҫӗм ӑнса пыратчӗ пулин те, 13чунӑм пусӑрӑнма пӗлмерӗ: эпӗ унта Тит тӑванӑма тупаймарӑм; вара вӗсемпе сывпуллашса Македоние кайрӑм. 14Тавах Турра! Ҫӗнтерӳллӗ пынӑ чухне Вӑл пире, Христоспа пӗрлешнӗскерсене, яланах Хӑй хыҫҫӑн илсе пырать, Хӑй ҫинчен пӗлтерекен ырӑ шӑрша пирӗн урлӑ пур ҫӗрте те сарать. 15Чӑнах та, Турӑ умӗнче эпир — Христосӑн ырӑ шӑршийӗ: вӑл ҫӑлӑнаканнисем хушшинче те, пӗтекеннисем хушшинче те: 16пӗрисемшӗн эпир — вилӗм кӳрекен вилӗм шӑрши, тепӗрисемшӗн — чӗрӗлӗх кӳрекен пурӑнӑҫ шӑрши. Кам ҫакӑн пек тума пултарӗ? 17Турӑ сӑмахне нумайӑшӗ пӑсать, эпир ӑна пӑсмастпӑр, ку — Турӑ сӑмахӗ тесе, эпир, Христоспа пӗрлешнӗскерсем, ӑна таса чун-чӗререн, Турӑ умӗнче вӗрентетпӗр.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in