1
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 1:3-4
БИБЛИ
CHB
Турӑ, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗ, хӗрхенекен Атте, кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ, мухтавлӑ! Хӑй хамӑра лӑплантарнӑ пек, тӗрлӗ хурлӑх куракансене лӑплантарма пултарччӑр тесе, Вӑл пире пур тӗрлӗ хурлӑхра та лӑплантарать.
Compare
Explore Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 1:3-4
2
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 1:5
Пире Христоса асаплантарнӑ пек асаплантарни ӳссех пынӑҫемӗн эпир Христос урлӑ илекен лӑпланӑҫ та ӳссех пырать.
Explore Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 1:5
3
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 1:9
Ӑшӑмӑрта ӗнтӗ вилетпӗр тесех шухӑшланӑччӗ: хамӑра шанасси юлмарӗ, эпир хамӑра мар, вилнисене чӗртсе тӑратакан Турра ҫеҫ шанса тӑтӑмӑр.
Explore Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 1:9
4
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 1:21-22
Пире те, сире те Турӑ Христоспа пӗрлештерсе тӗреклӗлентерет, Вӑл пире те ҫу сӗрчӗ, Вӑл пирӗн ҫине Хӑйӗн паллине хучӗ, пулассине шантарса пирӗн чӗремӗр ӑшне Хӑйӗн Сывлӑшне ячӗ.
Explore Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 1:21-22
5
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 1:6
Эпир хурлӑх куратпӑр пулсассӑн, сире лӑплантарасшӑн, сире ҫӑласшӑн хурлӑх куратпӑр; эпир лӑпланни сире те — эпир те тӳсекен хӗн-хур пек йывӑрлӑхсене ҫирӗппӗн чӑтса ирттермешкӗн — лӑплантарӗ
Explore Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 1:6