Коринф ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 16
16
1Сӑваплӑ ҫынсем валли пуҫтарассине эпӗ Галатири ӗненекен ушкӑнсене кӑтартса панӑ пек пуҫтарӑр: 2эрненӗн малтанхи кунӗнче пурсӑр та пурлӑхӑра кура уйӑрса хурӑр, ӑна хӑвӑр патӑртах усрӑр, эпӗ пырсан пуҫтармалла ан пултӑр. 3Пырсассӑн, вара эпӗ, хӑвӑр суйласа илнӗ ҫынсене ҫырусем парса, эсир панине Иерусалима леҫме ярӑп. 4Хамӑн та каймалла пулсассӑн, вӗсем манпа пӗрле пырӗҫ.
5Эпӗ сирӗн пата Македоние ҫӳресе тухсан пырӑп, эпӗ Македони урлӑ пыратӑп. 6Тен, сирӗн патӑрта кӑштах пурӑнӑп та, тен, хӗл те каҫӑп, эсир вара мана каяс ҫӗре ӑсатса ярӑр. 7Эпӗ сирӗнпе халӗ ҫула майӑн ҫеҫ курӑнӑҫасшӑн мар; Ҫӳлхуҫа пӳрсен сирӗн патӑрта кӑштах пурӑнма та ӗмӗтленетӗп. 8Эфесра эпӗ Аллӑмӗш кун уявӗччен пурӑнӑп, 9мӗншӗн тесессӗн ман валли пысӑк алӑк, сарлака алӑк уҫӑлнӑ, хирӗҫ тӑракан та нумай.
10Астӑвӑр, хӑвӑр патӑра Тимофей пырсассӑн, унӑн сирӗн патӑрта хӑраса пурӑнмалла ан пултӑр: вӑл та ман пекех Ҫӳлхуҫа ӗҫне тӑвать. 11Ҫавӑнпа ӑна никам та ан тиркетӗр, ӑна ман патӑма ӑшӑ кӑмӑлпа ӑсатса ярӑр, эпӗ ӑна тӑвансемпе пӗрле кӗтсе тӑратӑп. 12Аполлос тӑван ҫинчен мӗн калам тата: эпӗ ӑна сирӗн пата тӑвансемпе пӗрле кайма тимлерӗм, анчах вӑл халӗ ниепле те каясшӑн пулмарӗ, пыма май килсен пырӗ.
13Сыхланса пурӑнӑр, тӗне ҫирӗп тытса пурӑнӑр, хӑюллӑ, тӗреклӗ пулӑр. 14Кирек мӗне те пӗр-пӗрне юратса тӑвӑр.
15Эсир Стефан кил-йышне пӗлетӗр, Ахаире чи малтан вӗсем тӗне кӗнӗ, вӗсем яланах сӑваплӑ ҫынсемшӗн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Эй тӑванӑмсем, сире тата ҫакӑн ҫинчен ыйтатӑп: 16эсир ҫавӑн пеккисене, пулӑшса тӑракансене, тӑрӑшакансене пурне те хисеплӗр. 17Стефан, Фортунат тата Ахаик килнӗшӗн эпӗ савӑнтӑм: вӗсене курсассӑн сире курнӑ пекех пулчӗ. 18Вӗсем манӑн чунӑма та, сирӗн чунӑра та лӑплантарчӗҫ. Ҫавӑн пеккисене хисеплӗр.
19Асийӑри ӗненекен ушкӑнсем сире салам яраҫҫӗ; Акилӑпа Прискилла хӑйсен килне пухӑнакан ӗненекен ушкӑнпа пӗрле Ҫӳлхуҫана асӑнса сире чунтан салам яраҫҫӗ. 20Пур тӑван та сире салам ярать. Пӗр-пӗрне таса кӑмӑлпа чуптуса ырӑ сунӑр.
21Эпӗ, Павел, хам аллӑмпа салам ҫырса яратӑп. 22Иисус Христос Ҫӳлхуҫана юратман ҫынна анафема#16:22 Ӑна Ҫӳлхуҫа киличченех уйӑрса тӑмалла пултӑр. пултӑр. Мара́н-афа?#16:22 «Ҫӳлхуҫамӑр, кил!» е «Ҫӳлхуҫа килет!». 23Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр. 24Иисус Христоса ӗненни урлӑ эпӗ сире пурсӑра та юратса тӑратӑп. Аминь.
Currently Selected:
Коринф ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 16: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.