1
Лука ҫырнӑ Евангели 6:38
БИБЛИ
CHB
парӑр, хӑвӑра та парӗҫ: тулли виҫепе виҫсе, силлесе, пусса, тӳпеми тултарсах чӗркӗр ҫине хывӗҫ; ҫапла ӗнтӗ мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ, тенӗ.
Compare
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 6:38
2
Лука ҫырнӑ Евангели 6:45
Ырӑ ҫын хӑйӗн чӗринче ырри нумайран ыррине кӑларать, усал ҫын хӑйӗн чӗринче усал нумайран усаллине кӑларать, мӗншӗн тесессӗн этем чӗлхи-ҫӑварӗ чӗри туллирен калаҫать.
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 6:45
3
Лука ҫырнӑ Евангели 6:35
Эсир вара хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, вӗсене ырӑ тӑвӑр, каялла илессе шанмасӑрах кивҫен парӑр; вара сире пысӑк сӑвап пулӗ, эсир Ҫӳлти Туррӑн ывӑлӗсем пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Вӑл пархатарсӑррисемшӗн те, усаллисемшӗн те ырӑ.
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 6:35
4
Лука ҫырнӑ Евангели 6:36
Ҫапла ӗнтӗ Аҫӑр епле ырӑ кӑмӑллӑ, эсир те ҫавӑн пек ырӑ кӑмӑллӑ пулӑр.
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 6:36
5
Лука ҫырнӑ Евангели 6:37
Ан айӑплӑр, хӑвӑра та айӑпламӗҫ; ан хурлӑр, хӑвӑра та хурламӗҫ; каҫарӑр, хӑвӑра та каҫарӗҫ
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 6:37
6
Лука ҫырнӑ Евангели 6:27-28
Сире, итлесе тӑракансене, калатӑп: хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра кураймансене ырӑлӑх тӑвӑр, хӑвӑра ылханакансене ырӑ сунӑр, хӑвӑра кӳрентерекенсемшӗн кӗлтӑвӑр.
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 6:27-28
7
Лука ҫырнӑ Евангели 6:31
Хӑвӑршӑн ҫынна мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн ҫавнах тӑвӑр.
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 6:31
8
Лука ҫырнӑ Евангели 6:29-30
Хӑвна питӳнтен пӗр енчен ҫупса яракана эсӗ тепӗр енне те ҫавӑрса пар; санран ҫиелти тумтирне туртса илекене кӗпӳне илме те ан чар. Хӑвӑнтан ыйтакана кирек кама та пар, хӑвӑнне илнӗ ҫынран каялла ан шыра.
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 6:29-30
9
Лука ҫырнӑ Евангели 6:43
Лайӑх йывӑҫ начар ҫимӗҫ тумасть; начар йывӑҫ та лайӑх ҫимӗҫ тумасть.
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 6:43
10
Лука ҫырнӑ Евангели 6:44
Кирек епле йывӑҫа та ҫимӗҫӗнчен пӗлеҫҫӗ. Кӳкен йывӑҫҫи ҫинчен смоква татмаҫҫӗ, йӗплӗ тӗм ҫинчен иҫӗм ҫырли пуҫтармаҫҫӗ.
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 6:44