YouVersion Logo
Search Icon

Тит патне 3

3
1Эсӗ вӗсене астутарсах тӑр: вӗсем аслӑ ҫынсене, пуҫлӑхсене итлесе-пӑхӑнса тӑччӑр, пур тӗрлӗ ырӑ ӗҫ тума хатӗр пулччӑр, 2никама та усал ан калаччӑр, вӑрҫчан ан пулччӑр, лӑпкӑ пулччӑр, пур ҫынпа та яланах йӑваш пулччӑр. 3Унччен эпир хамӑр та нимӗн те ӑнланмастӑмӑр, пӑхӑнмастӑмӑр, аташаттӑмӑр; ӳт кӗленине, киленсе пурӑнас шухӑша чурасем пек пӑхӑнса пурӑнаттӑмӑр, вӗчӗхеттӗмӗр, ӑмсанаттӑмӑр, эпир йӗрӗнмелле ҫынсемччӗ, пӗрне-пӗри кураймастӑмӑр. 4Хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑр тивлечӗ тата Вӑл этеме юратни ҫитсессӗн, 5Вӑл пире хамӑр тунӑ тӳрӗ ӗҫӗмӗрсене кура мар, Хӑйӗн хӗрхенекен кӑмӑлӗпе, пире шывпа ҫӗнӗрен ҫуратса, Таса Сывлӑшпа ҫӗнетсе ҫӑлчӗ; 6-7Хӑйӗн тивлечӗпе тӳрре тухчӑр, шанса тӑнӑран ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмелле пулччӑр тесе, Турӑ пире хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос урлӑ Таса Сывлӑшне ытлӑ-ҫитлӗ пачӗ. 8Ҫак сӑмах тӗрӗс; эсӗ ӑна уҫҫӑн каласах тӑр — Турра ӗненекен ҫынсем ырӑ ӗҫ тума тӑрӑшчӑр: этемшӗн ҫавӑ аван, ҫавӑ вӗсене усӑ кӳрет. 9Ӑссӑрланса тавлашса калаҫасран, йӑх-кӑк тишкересрен, саккун ҫинчен тавлашса вӑрҫасран пӑрӑн — вӑл усӑллӑ мар, пушӑ сӑмах анчах. 10Тӗне пӑсса вӗрентекене ӑса кӗртме пӗрре-иккӗ тӑрӑшса пӑх, унтан ӑна пӑрах; 11пӗлсех тӑр: ун пек ҫын ирсӗрленсе, ҫылӑха кӗрсе хӑйне хӑй айӑпа хӑварать.
12Эпӗ сан патна Артема е Тихика ярсассӑн, эсӗ ман патӑма Никополе ҫитме васка: эпӗ хӗле ҫавӑнта ирттерме пултӑм. 13Зина саккунҫӑна тата Аполлоса ӑсатнӑ чухне вӗсене мӗн кирлине пурне те ҫителӗклӗ парса яма тӑрӑш. 14Пирӗннисем те ырӑ ӗҫ тума, мӗн кирлине парса тӑма вӗренччӗр, усӑсӑр ан пулччӑр.
15Манпа пӗрле пурӑнакансем сана пурте салам яраҫҫӗ. Ӗненекенсене, пире юратакансене салам кала. Сире пурсӑра та тивлет пултӑр. Аминь.

Currently Selected:

Тит патне 3: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in

Videos for Тит патне 3