Тит патне 2
2
1Тӗрӗс вӗрентнипе мӗн пӗре килет, эсӗ ҫавна кала: 2ватӑ ҫынсем сыхӑ, йӗркеллӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ пулччӑр; ҫирӗп ӗненччӗр, хытӑ юратчӑр, тӳсӗмлӗ пулччӑр; 3ватӑ хӗрарӑмсем хӑйсене хӑйсем сӑваплӑ ҫынна килӗшӳллӗ пек тытчӑр, элекҫӗ ан пулччӑр, ӗҫке ан ярӑнччӑр, ырра вӗрентчӗр, 4вӗсем ҫамрӑк арӑмсене упӑшкине юратма, ачисене юратма, 5ӑслӑ-тӑнлӑ, таса пулма, килшӗн тӑрӑшма, ырӑ пулма, упӑшкине пӑхӑнса тӑма ӳкӗтлеччӗр; Турӑ Сӑмахне хурласси ан пултӑр. 6Яш ачасене те ҫаплах ӳкӗтле, вӗсем хӑйсене хӑйсем алӑра тытма пӗлччӗр. 7Кирек хӑҫан та санран курса ырӑ ӗҫ тума вӗренмелле пултӑр: вӗрентнӗ чухне таса кӑмӑлпа, йӗркеллӗ, тӳрӗ кала, 8сӑмаху ӑслӑ та тӗрӗс пултӑр — хирӗҫ тӑракан пирӗн ҫинчен нимӗн усал калама тупаймасӑр намӑса юлтӑр. 9Чурасене хӑйсен хуҫисене пӑхӑнса тӑма, вӗсене пур ӗҫре те юраса пурӑнма ӳкӗтле, вӗсем хирӗҫ ан тавлашчӑр, 10ан вӑрлаччӑр, пур тӗлӗшпе те шанчӑклӑ пулччӑр; Ҫӑлакан Туррӑмӑр вӗрентнине вӗсем кирек хӑҫан та илем кӳрсе тӑччӑр. 11Мӗншӗн тесессӗн Туррӑн пур ҫынна та ҫӑлакан тивлечӗ ҫитрӗ; 12вӑл пире, Турӑ ҫинчен йӑнӑш шухӑшлассине, ку тӗнчешӗн анчах пурӑнассине пӑрахтарса, ҫак ӗмӗрте таса тӑма, тӳрӗ пулма, Турра юрӑхлӑ пурӑнма вӗрентет, 13телейлӗ пулас ӗмӗте тытса, хамӑра Ҫӑлакан аслӑ Иисус Христос Туррӑмӑр мухтавлӑ килессине кӗтсе тӑма вӗрентет. 14Пире пур йӗркесӗрлӗхрен те хӑтарасшӑн, пире тасатса ырӑ ӗҫсем тума тӑрӑшакан Хӑйӗн суйласа илнӗ халӑхӗ тӑвасшӑн Христос Хӑйне Хӑй вилӗме панӑ.
15Ҫавна кала, ӳкӗтле, пӗтӗм хӑватупа питле — сана никам та тиркеме ан пултарайтӑр.
Currently Selected:
Тит патне 2: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.