Тит патне 1
1
1-3Турӑ чури Павел — Турӑ суйласа илнисене ҫирӗп ӗнентермешкӗн, чӑнлӑха пӗлтермешкӗн, Турра юрӑхлӑ пурӑнма вӗрентмешкӗн, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ килессе, Хӑйӗн сӑмахне нихӑҫан та улӑштарман Турӑ тӗнчене пултаричченех пама пулнӑ пурӑнӑҫ килессе шантармашкӑн Иисус Христос апостолӗ пулнӑскер (палӑртнӑ вӑхӑтра Турӑ Хӑйӗн Сӑмахне тӗнчене килтернӗ, ун ҫинчен каласа ҫӳреме Ҫӑлакан Туррӑмӑр мана шанса хушнӑ) — 4хампа пӗр тӗне тытнипе чӑн ывӑлӑм пулса тӑракан Тита: Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран, хамӑра Ҫӑлаканран, тивлет, ырӑлӑх, канӑҫлӑх пултӑр.
5Эпӗ сана Крит утравӗ ҫинче акӑ мӗн тума хӑвартӑм: санӑн туса пӗтермен ӗҫсене вӗҫлемелле, кашни хулана, эпӗ хушнӑ пек, пресвитер лартмалла: 6пресвитер таса пурӑнакан, пӗрре авланнӑ ҫын пулмалла, унӑн ачисем ӗненекенсем, аскӑн ят е чарусӑр ят илтмен ҫынсем пулччӑр. 7Епископ, ӗненекенсен ушкӑнне йӗркене кӳрсе тӑрас ҫын, пӗр айӑпсӑр пулмалла, вӑл чӑрсӑр, ҫиллемес, ӗҫкӗҫӗ, ҫапӑҫакан, мула хапсӑнакан ҫын пулмалла мар, 8иртен-ҫӳрене хапӑллакан, ырра юратакан, таса шухӑшлӑ, тӳрӗ, Турра юрӑхлӑ пурӑнакан, чаруллӑ, 9чӑн сӑмаха епле вӗрентнӗ, ҫапла уяса тӑракан ҫын пулмалла, унӑн тӗрӗс вӗрентсе ӳкӗтлеме те, хирӗҫ пыракансене питлеме те пултарас пулать: 10пӑхӑнманнисем те, вырӑнсӑр калаҫакансем те, ултавҫӑсем те нумай, уйрӑмах ҫавӑн пек ҫынсем ӳт кастарнисем хушшинче нумай, 11ун пеккисен ҫӑварне чармалла: намӑса пӗлмесӗр мулшӑн тӑрӑшнипе вӗсем кирлӗ мара вӗрентсе этеме килӗ-килӗпе пӑсса пӗтереҫҫӗ. 12Вӗсенӗн хӑйсенӗнех пӗр пророкӗ: «Крит ҫыннисем ялан суеҫтереҫҫӗ, вӗсем — усал тискер кайӑксем, харам пырсем» тенӗ. 13Ҫав сӑмах тӗрӗс. Ҫавӑнпа эсӗ вӗсене вирлӗ питле — вӗсем тӗрӗс ӗненсе тӑччӑр, 14иудейсен халапӗсене, чӑнлӑхран пӑрӑнакан ҫынсем хунӑ йӗркесене ан итлеччӗр. 15Таса ҫынсемшӗн пурте таса; ирсӗрленнисемшӗн, ӗненменнисемшӗн таси нимӗн те ҫук; вӗсенӗн ӑсӗ те, кӑмӑлӗ те ирсӗрленнӗ. 16Вӗсем: «Турра пӗлетпӗр» теҫҫӗ, анчах хӑйсем ирсӗр пирки, пӑхӑнман пирки, нимӗн ырри те тума пултарайман пирки ӗҫӗсемпе Унран уйрӑлаҫҫӗ.
Currently Selected:
Тит патне 1: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.