YouVersion Logo
Search Icon

Сирах 49

49
1Халӑх асӗнче Иосия — фимиам пек, мирӑ шӑратаканӗ ӑстайлӑн тунӑ фимиам пек: 2кирек кам чӗлхи ҫине килсессӗн те унӑн ячӗ пыл пек тутлӑ пулӗ, ӗҫкӗ-ҫикӗре янӑракан юрӑ-кӗвӗ пек кӑмӑллӑ пулӗ. 3Вӑл халӑха ӑнӑҫлӑн Турӑ енне ҫавӑрнӑ, йӗркесӗр пурӑнӑҫӑн ирсӗрлӗхне пӗтернӗ; 4Турӑран хӑпас халӑха тӳрӗ ҫулпа илсе кайнӑ, саккуна уяман ҫынсен вӑхӑтӗнче саккунсӑрлӑх йӗрӗнчӗкне кӑкланӑ. 5Давидсӑр, Езекиясӑр, Иосиясӑр пуҫне пурте ҫылӑха кӗрсе пӗтнӗ: 6пурте Ҫӳлти Турӑ саккунне пӑрахнӑ; Иудея вара патшаран татӑлнӑ, 7мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен мӑйракине ыттисене панӑ, хӑйсен чапне ют халӑха панӑ. 8Сӑваплӑ хулана тӗппипе ҫунтарса янӑ, унӑн урамӗсене ҫаратса тухнӑ — йӑлтах Иеремия малтанах каласа хунӑ пек пулса иртнӗ. 9Турӑ ӑна амӑш варӗнче чухнех пророк пулма суйласа илнӗ, усала кӑклама-пӗтерме-тӗп тума тата сиплеме-тӳрлетме янӑ ӑна, Израиль халӑхӗ вара ӑна мӑшкӑлланӑ, хурлӑх кӑтартнӑ. 10Турӑ Иезекииле Хӑйӗн мухтавлӑхне — херувимсен урапипе пыракан мухтавлӑхне — кӑтартнӑ; 11вӑл тӑшмансем ҫитессе ҫумӑр сӑнарӗ урлӑ систернӗ, пурӑнӑҫ ҫулне тӳрлетекенсене ырӑлӑх пулассине пӗлтернӗ. 12Вуникӗ пророк — вӗсен шӑммисем выртакан вырӑн чечекленсе лартӑр! — Иакова лӑплантарнӑ, вӗсене, шанчӑк парса, хӑтарса пынӑ. 13Зоровавеле пирӗн еплерех мухтамалла-ши? Вӑл — сылтӑм алӑри куҫлӑ ҫӗрӗ пек; 14Иоседек ывӑлӗ Иисус та ҫавӑн евӗрлех: Ҫӳлхуҫанӑн ӗмӗрлӗх мухтавӗ ячӗпе вӗсем иккӗшӗ хӑйсен пурӑнӑҫӗнче Ҫурт туса лартнӑ, Унӑн сӑваплӑ Ҫуртне ҫӗнӗрен ҫӗкленӗ. 15Неемия та — халӑх асӗнче, вӑл пире ишӗлнӗ хӳмесене тӑратса панӑ, хапхасемпе сӑлӑпсем лартса панӑ, пирӗн юхӑнса выртакан ҫурт-йӗрсене сипленӗ. 16Турӑ пултарнисенчен ҫӗр ҫинче Еноха ҫитекенни никам та пулман: ӑна ҫӗр ҫинчен тӳпене илнӗ; 17Иосиф пек ҫын та тӗнчере пулман: вӑл — тӑванӗсен пуҫлӑхӗ, халӑх шанчӑкӗ; унӑн шӑммисене те чыс кӑтартнӑ. 18Этемсем хушшинче Симпа Сиф мухтава тухнӑ, анчах Турӑ пултарнӑ пурӑнан чун хушшинче чи ҫӳлте тӑраканни — Адам.

Currently Selected:

Сирах 49: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in