YouVersion Logo
Search Icon

Сирах 50

50
1Симон — Ония ывӑлӗ, аслӑ священник — хӑй пурӑнӑҫӗнче Турӑ Ҫуртне юсаса лартнӑ, хӑй кунҫулӗнче вӑл ӑна тӗреклӗлетнӗ; 2вӑл унӑн картишне ҫӗкленӗ, унӑн карти валли ҫӳллӗ никӗс тутарнӑ; 3ун вӑхӑтӗнче чул касса шыв тытакан вырӑн тунӑ, вӑл тинӗс пек тем сарлакӑш пулнӑ; 4халӑхшӑн тӑрӑшнӑ, ӑна тапӑнакансенчен хӳтӗленӗ, тӑшман ҫавӑрса илсессӗн сыхланма хулана ҫирӗплетнӗ. 5Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмрен тухнӑ чухне халӑх хушшинче вӑл епле чаплӑн курӑнса тӑнӑ! 6Вӑл пӗлӗтсем хушшинчи шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ пек, уяв кунӗнчи тулли уйӑх пек пулнӑ; 7Ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ тӗлӗнче ҫутатса тӑракан хӗвел пек, мӑнаҫлӑ пӗлӗтсем хушшинче ҫиҫекен асамат кӗперӗ пек пулнӑ; 8ҫурхи кун сарӑлса ларакан кӗлчечек пек, шыв хӗрринчи лили чечекӗ пек, ҫу кунӗнчи ливан турачӗ пек пулнӑ; 9тӗтӗркӗчри кӑварпа латӑн, 10хаклӑ йышши чулсемпе эрешленӗ, шӑратса хывнӑ ылтӑн савӑт пек пулнӑ; 11ҫырлаллӑ ҫу йывӑҫӗ пек, пӗлӗтсене перӗнекен кипарис пек пулнӑ. 12Вӑл чаплӑ тумтирне тӑхӑнса, пӗтӗм хӳхӗм эрешӗпе капӑрланса таса парне вырӑнӗ патне пынӑ чухне сӑваплӑ Ҫурт ӑшчиккине ҫап-ҫутӑ ҫутатса тӑнӑ. 13Парне вырӑнӗн вут-ҫулӑмӗ умӗнче тӑрса парнелӗхе кӳнӗ пайсене священниксен аллинчен илнӗ чухне 14ун тавра пуҫкӑшӑль пек ҫавӑрса илнӗ тӑванӗсем тӑнӑ, вӗсем Ливан ҫинчи кедр хунавӗсем евӗрлӗ пулнӑ, ӑна финик йывӑҫӗн турачӗсем пек хупӑрланӑ; 15ҫавӑнтах Ааронӑн пур ывӑлӗ те мӗнпур чапӗ халлӗн тӑнӑ, пӗтӗм Израиль халӑхӗ умӗнче вӗсем аллисенче Ҫӳлхуҫана кӳрекен парне тытса тӑнӑ. 16Парне вырӑнӗ умӗнче кӗлӗ вӗҫленнӗ чухне Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлти Турра парне кӳрес йӗркене чаплӑн вӗҫлемешкӗн 17вӑл аллине парне савӑчӗ енне тӑснӑ та унта иҫӗм ҫырли юнӗ янӑ, унӑн ырӑ шӑрши пӗтӗм тӗнчен Ҫӳлти Патшине кӑмӑллӑ пултӑр тесе, ӑна парне вырӑнӗн никӗсӗ умне юхтарнӑ. 18Ҫӳлти Турра хӑйсем ҫинчен аса илтермешкӗн Аарон ывӑлӗсем хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илнӗ, шӑратса-хывса тунӑ трупасем кӑшкӑртнӑ, янӑравлӑ сасӑсем илтӗнсе тӑнӑ. 19Ӗнтӗ хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫине, Пурне те Тытса Тӑракана, Ҫӳлти Турра, пуҫҫапмашкӑн пӗтӗм халӑх пӗр харӑс ҫӗре ӳкнӗ; 20псалом юрлакансем вара Ӑна янӑравлӑн мухтанӑ; сӑваплӑ Ҫурт талккӑшӗпе ытарайми юрӑ хӑватлӑн янӑранӑ, 21Ҫӳлхуҫана мухтаса юрланӑ вӑхӑтра пӗтӗм халӑх Ырӑлӑхлӑ Ҫӳлти Турра кӗлтуса тӑнӑ, кӗлӗ пӗтичченех ҫапла тунӑ вӗсем. 22Вара халӑха Ҫӳлхуҫа пиллӗхне хӑй чӗлхипе пӗлтермешкӗн, Унӑн ячӗпе мухтанмашкӑн Симон, хӑй тӑнӑ вырӑнтан анса, Израиль ывӑлӗсен пухӑвӗ ҫинелле аллисене ҫӗклесе тӑнӑ; 23Ҫӳлти Туррӑн пиллӗхне илмешкӗн халӑх тепӗр хут ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. 24Халӗ те Турра тем тӗрлӗ мухтавлӑр: Вӑл пур ҫӗрте те хӑватлӑ ӗҫсем тӑвать, пире хамӑр ҫуралнӑранпах кунҫул кӑтартать, Хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗпе пире ырӑ сунса пӑхса усрать: 25Вӑл пире чун хавасне патӑр, пирӗн вӑхӑтра Израильре авалхи пек тӑнӑҫлӑх пултӑр; 26пирӗншӗн яланах ырӑ кӑмӑллӑ пултӑр, пире халӗ те сыхласа хӑвартӑр! 27Манӑн чунӑм икӗ халӑхран йӗрӗнет, виҫҫӗмӗшӗ халӑх та мар: 28вӗсем — Сеир тӑвӗ ҫинче ларакансем, филистимсем тата Сиким ҫӗрӗнче пурӑнакан ӑссӑр халӑх. 29Ҫак кӗнекери ӑслӑлӑха, ӑстӑна вӗрентсе каланине эпӗ — Иисус, Сирах ывӑлӗн Елеазарӑн ывӑлӗ, Иерусалим ҫынни — ҫыртӑм, ӑслӑлӑха чӗремрен ҫумӑр ҫунӑ евӗр юхтартӑм. 30Ҫапла вӗрентнине уяса пурӑнаканӗ телейлӗ, ӑна чӗрине хывакан вара ӑсчах пулӗ; 31ҫапла пурӑнакан ҫын пурне те пултарӗ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫаран хӑрани — унӑн ҫулӗ.
Сирах ывӑлӗн Иисусӑн кӗлли

Currently Selected:

Сирах 50: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in