Сирах 48
48
1Унтан Илия пророк вут-ҫулӑм пек ҫитнӗ, унӑн сӑмахӗ ҫутӑ евӗр ҫунса тӑнӑ. 2Вӑл вӗсем ҫине выҫлӑх ҫитернӗ, Турӑшӑн ҫирӗп тӑрса, вӗсен йышне чакарнӑ; 3Ҫӳлхуҫа сӑмахӗпе вӑл тӳпене хупса лартнӑ, виҫӗ хутчен вут-ҫулӑм кӑларнӑ. 4Илия, хӑвӑн кӗтретӳсемпе эсӗ мӗн тери чапа тухнӑ, мухтав тӗлӗшӗнчен кам санпа танлашайӗ! 5Вилнӗ ҫынна эсӗ вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, Ҫӳлти Турӑ сӑмахӗпе ӑна тамӑкран кӑларнӑ; 6эсӗ патшасене вилӗм кӳнӗ, чаплӑ ҫынсене выртакан вырӑнӗ ҫинчех пӗтернӗ; 7Синай тӑвӗ ҫинче эсӗ вӗсене питленине, Хорив тӑвӗ ҫинче тавӑру сучӗ ҫитессине илтнӗ; 8вӗсене тавӑрмашкӑн эсӗ ҫу сӗрсе патшасем лартнӑ, хӑвӑн вырӑнна юлма пророксем суйланӑ; 9вут-ҫулӑмлӑ ҫавраҫил сана вутлӑ утсем кӳлнӗ урапапа тӳпене ҫӗклесе илсе кайнӑ; 10сан ҫинчен Турӑ ҫырӑвӗнче ҫырнӑ: хӑй вӑхӑтӗнче эсӗ Турӑ ҫилли тулса ҫитиччен ӑна пусарма хатӗр пулӑн, ашшӗ кӑмӑлне ывӑлӗ енне ҫавӑрӑн, Иаков йӑхне ҫӗнӗрен ура ҫине тӑратӑн, тенӗ. 11Сана курнисем, эсӗ юратнӑ ҫынсем телейлӗ — апла эпир те пурӑнӑҫ курӑпӑр. 12Илияна ҫавраҫил ҫавӑрса илсе кайнӑ, унӑн хӑватне Елисей илсе юлнӑ, 13пурӑнан кунӗнче вӑл пуҫлӑх умӗнче чӗтресе тӑман, ӑна никам та хӑратайман; 14ӑна нимӗн те ҫӗнтереймен, вилсессӗн те, унӑн ӳчӗ пророкла пӗлтерсе тӑнӑ. 15Вӑл пурӑннӑ чухне те кӗтретсем тунӑ, вилсессӗн те тӗлӗнмелле ӗҫсем кӑтартнӑ.
16Ҫапла пулин те халӑх пӗрех ӳкӗнмен, хӑй ҫӗрӗнчен тыткӑна хӑваласа кайса тӗнче талккӑшӗпех салатса яриччен те ҫылӑх тума пӑрахман. 17Вара халӑх сахаллансах юлнӑ, унтах Давид йӑхӗнчен тухнӑ пуҫлӑх пулнӑ. 18Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри Турра юрӑхлӑ ӗҫ тунӑ, хӑшӗ ҫылӑх ӗрчетсе пурӑннӑ. 19Езекия хӑйӗн хулине тӗреклӗлетнӗ, хула варрине шыв кӗртнӗ, чул сӑрта тимӗрпе шӑтарса тухса, шыв пухмалли-упрамалли вырӑнсем туса хунӑ. 20Ҫав вӑхӑтра Сеннахирим вӑрҫӑ пуҫланӑ, ун патне Рабсака янӑ, лешӗ Сион ҫине алӑ ҫӗкленӗ, мӑнаҫлӑскер, питех те каппайланнӑ. 21Вара вӗсен алли те, чӗри те чӗтрене ернӗ, вӗсем ача ҫуратакан арӑм пек асапланнӑ; 22аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе, хӗрхенекен кӑмӑллӑ Ҫӳлхуҫана тархасланӑ, 23Святой вӗсен кӗллине тӳперен часах илтнӗ, вӗсене Исаия аллипе ҫӑлса хӑварнӑ; 24Вӑл Ассири ҫарне ҫапса салатнӑ, вӗсене Унӑн Ангелӗ пӗтерсе тӑкнӑ: 25Езекия Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ пурӑннӑ, Давид ҫулӗнчен — хӑй ашшӗ ҫулӗнчен — пӑрӑнман, вӑл пуласлӑха тӗрӗс куракан аслӑ Исаия пророк вӗрентнӗ пек пурӑннӑ. 26Исаия кунӗсенче хӗвел каялла чакнӑ, патшана вӑл кунҫул хушса панӑ. 27Хӑйӗн хӑватлӑ сывлӑшӗпе вӑл тахӑҫан пулассине курса тӑнӑ, Сионра хуйхӑрса пурӑнакансене лӑплантарнӑ; 28пулассине, никам пӗлменнине мӗн пуличченех пӗлтерсе тӑнӑ.
Currently Selected:
Сирах 48: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.