YouVersion Logo
Search Icon

Сирах 47

47
1Ун хыҫӗнчен Нафан — Давид вӑхӑтӗнчи пророк — ҫитнӗ. 2Израиль ывӑлӗсем хушшинчен суйласа илнӗ Давид — канӑҫлӑх парнинчен уйӑрса илнӗ ҫу пек. 3Арӑслансемпе вӑл качака путеккипе вылянӑ пек вылянӑ, упасемпе сурӑх путеккипе вылянӑ пек вылянӑ. 4-5Чулрав чулне чӗвве ярса, Голиаф мӑнаҫлӑхне путарса, вӑл ҫамрӑк чухнех ҫав улӑпа вӗлерсе халӑх ҫинчен мӑшкӑла сирсе яман-и? 6Вӑл Ҫӳлхуҫа Турра тархасланӑ та — Турӑ унӑн сылтӑм аллине хӑват панӑ: вара вӑл вӑрҫӑра паттӑр тӑракан ҫынна ҫӗнтернӗ, хӑй халӑхӗн мӑйракине ҫӗкленӗ. 7Ҫавӑнпа ӑна вуншар-вуншар пин ҫын аслӑланӑ, мухтав пуҫкӑшӑлӗ пиллесе, Ҫӳлхуҫана тав туса мухтанӑ ӑна. 8Вӑл таврари тӑшмансене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, тӑшманла Филисти халӑхне пӑхӑнтарнӑ — вӗсем халичченех мӑйракине ҫӗклеймеҫҫӗ. 9Вӑл кашни ӗҫне тумассерен Святоя мухтаса тав тунӑ; 10хӑйне Пултаракана пӗтӗм чун-чӗререн юратса мухтав юрри юрланӑ. 11Парне вырӑнӗ умне вӑл псалом юрлакансене тӑратнӑ, вӗсем хӑйсен сассипе юрра илем кӳрсе тӑнӑ. 12Уявсене вӑл чаплӑран чаплӑ ирттернӗ, Туррӑн сӑваплӑ ятне мухтамашкӑн, кӗлӗ ҫуртӗнче иртенпех мухтав юрри юрламашкӑн вӑхӑтне тӗп-тӗрӗс палӑртса хунӑ. 13Ҫӳлхуҫа унӑн ҫылӑхӗсене каҫарнӑ, унӑн мӑйракине ӗмӗрлӗхе мухтава кӑларнӑ, патшалӑхне ӗмӗрлӗхе халалланӑ, ӑна Израилӗн аслӑ пуканне пилленӗ. 14Давид хыҫҫӑн унӑн ӑсчах ывӑлӗ ҫитнӗ, ашшӗн тивлечӗпе вӑл питӗ вӑйлӑ пурӑннӑ. 15Соломон тӑнӑҫлӑ вӑхӑтра патшара ларнӑ, ӑна Турӑ, Хӑй ятне Ҫурт ларттӑр тесе, ӗмӗрлӗхе сӑваплӑ вырӑн хатӗрлетӗр тесе, пур енчен те канлӗх панӑ. 16Ҫамрӑк чухнех эсӗ епле ӑсчах пулнӑ, ӑсу-тӑну юханшыв пек тулли пулнӑ! 17Санӑн ӑслӑлӑху пӗтӗм ҫӗре ҫавӑрса илнӗ, эсӗ ӑна тӗлӗнмелле сӑмах-юмахпа тултарнӑ; 18санӑн яту инҫетри утравсем таран сарӑлнӑ, тӑнӑҫ пурӑннӑшӑн юратнӑ сана; 19юррусенчен, юптару-ытарӑшусенчен, эсӗ епле ӑнлантарса панинчен ҫӗршывсем тӗлӗнсе тӑнӑ. 20Израиль Турри тесе ят панӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ ячӗпе 21эсӗ, пӑхӑр пухнӑ пек, ылтӑн пухнӑ, тӑхлан пуҫтарнӑ пек, кӗмӗл пуҫтарнӑ. 22Анчах эсӗ пилӗкне хӗрарӑмсем еннелле тайӑлтарнӑ, ӳтӳпе вӗсен чури пулнӑ; 23эсӗ хӑвӑн чаплӑ ятна вараланӑ, хӑвӑн вӑрлӑхна ирсӗрлетсе, ачусем ҫине Турӑ ҫиллине кӳнӗ, санӑн ӑссӑрлӑху пирки вӗсем куҫҫулӗ тӑкнӑ — вара патшалӑху икӗ пая уйӑрӑлса кайнӑ, Ефрем йӑхӗнчен пӑхӑнман патшалӑх пулса тӑнӑ. 24Ҫавах Ҫӳлхуҫа Хӑй ырӑлӑхӗнчен хӑвармасть, Вӑл Хӑй сӑмах панине пӑрахӑҫламасть, Хӑй суйласа илнӗ ҫыннӑн тӑхӑмне пӗтермест, Хӑйне юратаканӗн вӑрлӑхне тӗп тумасть. 25Вӑл Иаков йӑхӗнчен вӑрлӑх хӑварнӑ, унран Давид тымар янӑ.
26Соломон вара ашшӗсем патне кайса канӑҫнӑ, 27халӑх валли вӑл хӑй вӑрлӑхӗнчен ӑссӑрлӑх — 28катӑк ӑслӑ Ровоама — хӑварнӑ, лешӗ хӑй ӗҫӗсемпе халӑха хӑйӗнчен пистернӗ. 29Кайран Иеровоам — Нават ывӑлӗ — патшана ларнӑ, ку ӗнтӗ Израиле ҫылӑха кӗртсе пӗтернӗ, Ефрема ҫылӑх ҫулне кӑтартнӑ. 30Вара вӗсен ҫылӑхӗсем питех те йышланса ҫитнӗ, ҫавӑнпа вӗсене хӑйсен ҫӗршывӗнчен хӑваласа кӑларса янӑ; 31хӑйсем патне тавӑру ҫитичченех вӗсем кирек мӗнле усал ӗҫ тума та хӑраман.

Currently Selected:

Сирах 47: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in