Сирах 44
44
1Халӗ ӗнтӗ хамӑр йӑхри чаплӑ арсене, аттесене, асаттесене мухтавлар: 2вӗсем урлӑ Ҫӳлхуҫа нумай ырӑ ӗҫ кӑтартнӑ, ӗмӗртенпе Хӑй аслӑлӑхне вӗсем урлӑ кӑтартса тӑнӑ; 3вӗсем хӑйсен патшалӑхӗнчи аслӑ, ятлӑ-сумлӑ арсем пулнӑ, вӗсем ырӑ канаш парса пурӑннӑ, малашне мӗн пулассине пророксем пек пӗлтерсе тӑнӑ; 4канаш тунӑ ҫӗрте ҫырӑва вӗрентнӗ чухне вӗсем халӑха ертсе пынӑ. 5Вӗсем ӑслӑлӑха, ырра вӗрентнӗ; кӗвӗ-ҫемӗ хайланӑ, каларӑшсем ҫырса хӑварнӑ. 6Вӗсем, пуян та хастар ҫынсем, харпӑр хӑй кил-ҫуртӗнче тӑнӑҫлӑ пурӑннӑ. 7Хӑйсен ӑрӑвӗнче вӗсем пурте хисеплӗ ҫынсем пулнӑ, хӑйсем пурӑннӑ чухне чапа тухнӑ. 8Вӗсенчен хӑшӗ-хӑшӗ хӑйне ырӑпа асӑнмалӑх чыслӑ ят хӑварнӑ, хӑшӗн вара асӑнмалӑх ячӗ те юлман, вӗсем нихӑҫан та пурӑнман пек ҫухалнӑ, вӗсем пулман та тейӗн, кайран ачисем те манӑҫа тухнӑ. 9Лешӗсем пурте пиллӗхлӗ ҫынсем пулнӑ, вӗсен сӑваплӑ ӗҫӗсем манӑҫмаҫҫӗ; 10вӗсен ачисене ырӑ еткерлӗх тивӗ; вӗсен тӑхӑмӗсем халала упраса пурӑнаҫҫӗ; 11вӗсен вӑрлӑхӗ тӗреклӗ пулӗ, ачи-пӑчи вӗсене хывӗ; 12вӗсен вӑрлӑхӗ ӗмӗре пырӗ, вӗсен чапӗ ҫухалмӗ; 13вӗсен ӳтне тирпейлӗ, хисеплесе пытарнӑ, вӗсен ячӗсем сыпӑкран сыпӑка пыраҫҫӗ; 14халӑхсем вӗсен ӑслӑлӑхне асӑнса калаҫӗҫ, пухура вӗсене мухтавлӗҫ.
15Енох Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ пулнӑ, ҫавӑнпа ӑна тӳпене илнӗ, — вӑл епле ӳкӗнни пӗтӗм этем ӑрӑвӗшӗн тӗслӗх пулса юлнӑ. 16Ной пур тӗлӗшпе те ырӑ, таса ҫын пулнӑ; ҫилӗ ҫитсессӗн, вӑл ҫырлахтараканӗ пулнӑ; 17ҫавӑнпа вӑл талай вӑхӑтӗнче ӑрулӑха чӗрӗ юлнӑ; 18ӳлӗмрен пӗр чӗрӗ чун та талайпа пӗтмӗ тесе, унпа ӗмӗрлӗхе халал хывнӑ. 19Аслӑ Авраам — нумай-нумай халӑхӑн тӗп ашшӗ, ун пек мухтавлӑ ҫын урӑх пулман та; 20вӑл Ҫӳлти Туррӑн саккунне тытса тӑнӑ, Унпала халал хывнӑ, 21халала хӑйӗн ӳчӗ ҫинче ҫирӗплетнӗ, хӑйне сӑнанӑ чухне тӳрре тухнӑ; 22ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ӑна тупа туса сӑмах панӑ: санӑн вӑрлӑху урлӑ халӑхсем те пиллӗх илӗҫ, тенӗ; 23ӑна ҫӗрти хӑйӑр пӗрчи чухлӗ ӗрчетме, унӑн вӑрлӑхне ҫӑлтӑр йышӗ таран ӳстерме пулнӑ, тинӗсрен пуҫласа тинӗсе ҫити, юханшывран пуҫласа тӗнче хӗррине ҫити ҫӗр пама пулнӑ. 24Вӑл Исаака та Авраамшӑн — ашшӗшӗн — пур этеме ҫитес пиллӗхне панӑ, халала ҫирӗплетнӗ; 25пур этеме парас пиллӗхе, халала Иаков пуҫӗ ҫинче ҫирӗплетнӗ: 26ӑна Вӑл малтанхи ывӑлӗ вырӑнне хурса пилленӗ, ӑна еткерлӗхе ҫӗр панӑ, ҫӗрне пайласа, ӑна вуникӗ йӑха уйӑрса панӑ.
27Ун йӑхӗнчен пиллӗхлӗ ҫын кӑларнӑ, ҫав ҫын пур чӗрӗ чун кӑмӑлне тупнӑ.
Currently Selected:
Сирах 44: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.