YouVersion Logo
Search Icon

Сирах 45

45
1Ҫав ҫын Моисей пулнӑ, ӑна Турӑ та, этем те юратнӑ, унӑн пиллӗхлӗ ятне ӗмӗр асра тытаҫҫӗ. 2Турӑ ӑна мухтав тӗлӗшӗнчен сӑваплисемпе танлаштарнӑ, ӗҫӗсене асла хурса, тӑшмансене хӑраса тӑмалла тунӑ; 3Вӑл унӑн сӑмахӗпе хӑват паллисене чара-чара лартнӑ, ӑна патшасем умӗнче чапа кӑларнӑ, ун урлӑ унӑн халӑхне Хӑй ирӗкне пӗлтернӗ, ӑна Хӑй мухтавлӑхне кӑтартнӑ. 4Тӳрӗлӗхне, йӑвашлӑхне кура Турӑ ӑна сӑваплӑх панӑ, мӗнпур ҫынран ӑна Хӑй валли суйласа илнӗ, 5ӑна Хӑй сассине илтме тивӗҫлӗ тунӑ, ӑна сӗмлӗхе илсе кӗнӗ, 6Иакова халала вӗрентмешкӗн, Израиле Хӑй панӑ йӗркисене вӗрентмешкӗн Вӑл ӑна, куҫа-куҫӑн тӑратса, ӳкӗтсем, пурӑнӑҫ саккунӗ тата мӗн пӗлсе тӑмаллине панӑ. 7Вӑл Аарона — ун пекех сӑваплӑскере, Левий йӑхӗнчен тухнӑ пиччӗшне — асла кӑларнӑ, 8унпала ӗмӗрлӗхе халал хывнӑ, халӑх хушшинче ӑна священник тунӑ; Вӑл ӑна ыттисенчен уйрӑм илемпе пилленӗ, ӑна мухтав пиҫиххийӗ ҫыхса янӑ; 9Вӑл ӑна чӑн илем тӑхӑнтартнӑ, хисеплӗ, сумлӑ тумтир тумлантарнӑ: 10аялтан пӗр тумтир пулнӑ, ҫиелтен подирпа ефод тӑхӑнтартнӑ; 11вӑл утса пынӑ чухне Израиль ывӑлӗсене астутарса тӑмашкӑн, кӗлӗ чатӑрӗнче сасӑ илтӗнсе тӑтӑр тесе шӑнкӑртатса пымашкӑн унӑн тумӗн арки тавра ылтӑн улмасемпе шӑнкӑравсем ҫакса тухнӑ; 12-13ӑна сӑваплӑ тумтир — ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ӑстайлӑн тунӑ тумтир — тӑхӑнтартнӑ, ӑна ӑстайлӑн тунӑ сут кӑкӑрлӑхӗ ҫактарнӑ, кӑкӑрлӑхӗ ҫинче урим тата туммим пулнӑ, ун ҫинче ылтӑн харшана лартнӑ виркӗсленӗ чулсем, питех те хаклӑ чулсем, пулнӑ, чулӗсем ҫине, пичет ҫине ҫырнӑ пек, асӑнмалӑх Израиль йӑхӗсен ячӗсене касса ҫырнӑ; 14кидарӗ ҫинче — ылтӑн ҫутанкка, ун ҫинче — «Туррӑн Сӑваплӑ Япали» текен сӑмахсем, вӑл — чыслӑх мухтавӗ: куҫа ӑмсантаракан чаплӑ эреш, ӳнер ӗҫӗ. 15Ааронран малтан ҫакӑн пек илем ӗмӗрне те пулман: 16унӑн йӑхӗнчен тухманни ҫапла тӑхӑнман, унӑн ывӑлӗсемпе унӑн тӑхӑмӗсем ҫеҫ яланах ҫавӑн пек тумланма пултарнӑ. 17Вӗсем яланах кунне икшер хут пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ. 18Моисей унӑн аллине тултарнӑ, ӑна таса ҫу сӗрнӗ: 19ҫапла Аарона, унӑн ывӑлӗсене Турӑ умӗнче тӑма, пӗрле кӗлтума, Унӑн халӑхне Унӑн ячӗпе пиллеме ӗмӗрлӗхе пиллӗх панӑ; 20Ҫӳлхуҫа, ӑна хӑйӗн халӑхне каҫарттарса, Хӑйне парне кӳрсе, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрсе тӑмашкӑн ӑна пӗтӗм пурӑнакан ҫын хушшинчен суйласа илнӗ; 21Иакова Хӑй пӗлтернине вӗрентмешкӗн, Израиле Хӑйӗн саккунне ӑнлантармашкӑн Турӑ ӑна Хӑй ӳкӗчӗсене панӑ, пур тавлӑ ӗҫе татса пама ирӗк панӑ. 22Ют ҫынсем ӑна хирӗҫ тӑнӑ, Дафанпа Авирон майлӑ ҫынсем тата Корей эшкерӗ, ӑмсанса-кӗвӗҫсе, пушхирте хаяррӑн тапӑннӑ ӑна; 23Ҫӳлхуҫа курнӑ ҫакна, вӗсен ӗҫӗ Ӑна юрӑхсӑр пулнӑ, вара вӗсем Унӑн ҫиллипе тӗп пулнӑ. 24Вӗсене Хӑйӗн вут-ҫулӑмӗпе пӗтерсе, вӗсен тӗлӗшӗнчен Вӑл кӗтрет пултарнӑ. 25Вӑл Аарон чапне ӳстернӗ, ӑна еткер панӑ — малтан ӗлкӗрнӗ ҫӗр ҫимӗҫне уйӑрса панӑ: 26чи малтан вӗсене тӑрантарма ҫимӗҫ хатӗрленӗ: вӗсем Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парнене те ҫиеҫҫӗ — Вӑл ҫакна Ааронпа унӑн вӑрлӑхне пӳрнӗ; 27анчах унӑн халӑх ҫӗрӗнчен пай тухмалла мар, халӑх хушшинче ун валли тӳпе ҫук: унӑн тӳпи, унӑн еткерӗ — Турӑ Хӑй. 28Финеес та — Елеазар ывӑлӗ — мухтавӗпе виҫҫӗмӗш ҫын: вӑл, Ҫӳлхуҫаран хӑраса, Уншӑн ҫирӗп тӑнӑ, халӑх Турӑран хӑпнӑ чухне вӑл хӑй чунӗн тасалӑхне ҫухатман, Израиль тӗлӗшӗнчен Ҫӳлхуҫа кӑмӑлне ҫырлахтарнӑ; 29ҫавӑнпа унпа килӗшӳ халалӗ хывнӑ: ӑна сӑваплисем умӗнче — хӑй халӑхӗ умӗнче — тӑма, ӑна тата унӑн тӑхӑмне ӗмӗр-ӗмӗрех священник пулма халалланӑ. 30Давидпа — Иуда йӑхӗнчи Иессей ывӑлӗпе — хывнӑ халал тӑрӑх, патша тивӗҫлӗхӗ ывӑлтан ывӑла куҫса пынӑ пек, священник тивӗҫлӗхӗ те Аарон йӑхне юлса пынӑ. 31Турӑ халӑхӗн ырӑлӑхӗ ан пӗттӗрччӗ, унӑн мухтавӗ сыпӑкран сыпӑка пытӑрччӗ тесе, ӑна тӳррипе сут тумашкӑн Турӑ вӗсен чӗрине ӑслӑлӑх хывинччӗ.

Currently Selected:

Сирах 45: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in