YouVersion Logo
Search Icon

Сирах 43

43
1Эй тӳпе мӑнаҫлӑхӗ, эй тасалӑхӑн карӑнса тӑракан тӗрекӗ, эй мухтав ҫутипе ҫутӑлса тӑракан пӗлӗт! 2Хӗвел тухӑҫ енче курӑнать те — хӑй ытарайми кӗтрет пулнине, хӑйне Ҫӳлти Турӑ тунине пӗлтерет! 3Кӑнтӑрла вӑл ҫӗре типӗтсе-ӗнтсе ярать, вӑл хӗртсе ҫунтарнине кам чӑтма пултарайӗ? 4Шӑратма-тума тимӗрҫӗ лаҫҫинчи вучаха хӗртеҫҫӗ, хӗвел вара сӑрт-тусене унтан виҫӗ хут вӑйлӑрах хӗртсе тӑрать: вут-ҫулӑмла ялкӑшса, шевлине ҫиҫтерсе, вӑл куҫа йӑмӑхтарать. 5Ӑна пултаракан Ҫӳлхуҫа хӑватлӑ, Унӑн сӑмахӗпе хӗвел хӑй ҫулӗпе чупса ҫаврӑнать. 6Уйӑх та хӑй вӑхӑтӗнче тухать, вӑхӑта кӑтартса тӑрать, вӑл — ӗмӗр палли: 7уйӑх хӑҫан уяв ҫитессине пӗлтерет; тулса ҫитсессӗн, вӑл чакма пуҫлать; 8ҫулталӑкри уйӑха унӑн ятне панӑ; хушӑнса пынӑҫемӗн вӑл туп-тулли тулса ларать; 9уйӑх — ҫӳлти ҫутӑсенчен пӗри; вӑл тӳпе тӗрекӗ ҫинче ҫуталса тӑрать; 10вӑл — тӳпе илемӗ, ҫӑлтӑрсенӗн мухтавӗ, Ҫӳлхуҫа тӳпинчи йӑлтӑркка эреш! 11Ҫӑлтӑрсем вара Ҫӳлхуҫа кӑтартнӑ пек ларса тухнӑ, хӑйсен хуралӗнче тӑрса ӗшенмеҫҫӗ вӗсем. 12Асамат кӗперӗ ҫине пӑх-ха — ӑна Пултаракана мухта: мӗн тери илемлӗ ҫуталса тӑрать вӑл! 13Тӳпере епле мӑнаҫлӑн авӑнса тӑрать вӑл; Ҫӳлти Турӑ алли карса хунӑ ӑна. 14Турӑ хушнипеле юр ҫӑвать, Унӑн сут тӑвакан ҫиҫӗмӗ ҫиҫет. 15Мул управӑшӗсем уҫӑлса каяҫҫӗ те — унтан пӗлӗтсем вӗҫен кайӑк пек вӗҫсе тухаҫҫӗ. 16Хӑйӗн хӑвачӗпе Вӑл пӗлӗтсене тытса тӑрать, чул пек тӗпретсе, пӑр ҫутарать; 17аслати авӑттарса, ҫӗре кисрентерет, Вӑл пӑхнинчен тусем чӗтресе тӑраҫҫӗ, 18Унӑн ирӗкӗпе кӑнтӑр ҫилӗ вӗрет, ҫурҫӗр тӑвӑлӗ, ҫавраҫил илсе килет. 19Ҫунатлӑ кайӑк аялалла вӗҫнӗ пек, юр вӗҫтерет, юр хӗрлӗ шӑрчӑк пек хӗвӗнсе анать; 20вӑл ҫапла шап-шурӑ пулнинчен куҫ тӗлӗнет, вӑл ҫапла ҫунинчен чӗре тӗлӗнсе тӑрать. 21Тӑвар сапнӑ пек, Вӑл ҫӗр ҫине пас ҫутарать, пас пӗрчисем йӗп вӗҫӗ пек шӑна-шӑна лараҫҫӗ. 22Ҫурҫӗр енчен сивӗ ҫил вӗрет те — шывран пӑр пулать: пӗтӗм шыв-шура пӑр илет, шыв хурҫӑ тумтир тумланнӑ евӗр курӑнать; 23кӑнтӑр ҫилӗ сӑрт-тусене ҫиет, пушхире ҫунтарать, курӑка вут-ҫулӑм пек ӗнтсе хӑварать. 24Тӗтре тухать те — вӗсене часах сыватать; сывлӑм ӳкет те — шӑрӑха сулхӑнпа пусарать. 25Ҫӳлхуҫа хушнӑ та — тӗпсӗр тинӗсе йӑвашлатнӑ, унта утравсем тӑва-тӑва лартнӑ. 26Тинӗсре ҫӳрекенсем унти хӑрушлӑх ҫинчен кала-кала параҫҫӗ, эпир хамӑр мӗн илтнинчен тӗлӗнетпӗр: 27унта темӗн тӗрлӗ, тӗлӗнмелле ӗҫсем пулаҫҫӗ иккен, унта тӗрлӗ чӗрчун, тинӗс ҫамӗсем пур иккен. 28Турӑ хушнипе Унӑн хыпарҫи пур ҫӗре те ҫитсе ҫаврӑнать, пурте Унӑн сӑмахӗпе тытӑнса тӑрать. 29Эпир нумай калама пултаратпӑр, анчах ӑнланса ҫитейместпӗр, сӑмах вӗҫӗ ҫакӑ ҫеҫ: Турӑ Вӑл — мӗн пурри. 30Ӑна мухтавламашкӑн ӑҫтан вӑй-хӑват тупса ҫитерер? Вӑл Хӑйӗн пӗтӗм ӗҫӗнчен те аслӑ. 31Ҫӳлхуҫа хӑрушӑ, питӗ аслӑ Вӑл, Унӑн хӑвачӗ — тӗлӗнмелле хӑват! 32Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр, Ӑна халӑр ҫитнӗ таран мухтавлӑр, анчах Вӑл эсир аслӑланинчен те аслӑ; 33мӗнпур вӑй-халӑра пухса аслӑлӑр Ӑна — пӗрех тивӗҫлӗ таран аслӑлаяс ҫук. 34Кам курнӑ Ӑна? кам ӑнлантарса парӗ? Ӑна кам тивӗҫлипе мухтаса ҫитерейӗ? 35Нумайӑшӗ курӑнмасӑр тӑрать, курӑнманни — пуринчен ытла; эпир Унӑн ӗҫӗсен пӗчӗкҫеҫҫӗ пайне ҫеҫ куратпӑр. 36Пурне те Ҫӳлхуҫа пултарнӑ, таса пурӑнакансене Вӑл ӑслӑлӑх панӑ.

Currently Selected:

Сирах 43: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in