YouVersion Logo
Search Icon

Сирах 42

42
1Акӑ мӗнрен ан намӑслан, ҫынна юрассишӗн ҫылӑха ан кӗр: 2Ҫӳлти Турӑ саккунне, Унӑн халалне тӗрӗс тытса тӑма ан вӑтан, ҫылӑхлӑ ҫынна тӳррипе айӑплакан сутран, 3тус-пӗлӗшне, пӗрле ҫул ҫӳрекен юлташна тӳлесе татнинчен, еткерлӗхпе пурлӑха уйӑрнинчен ан намӑслан, 4тупӑшу нумай килет-и, сахал килет-и — виҫӳ тӗрӗс пулнинчен ан намӑслан, 5суту-илӳре сутуҫӑ пайта тунинчен ан вӑтан, ачу-пӑчуна хытӑ тытма, усал чурун аяк пӗрчине юнӑхтарма ан намӑслан. 6Усал арӑм ҫумӗнче ҫӑра пулни лайӑх, алӑ нумай ҫӗрте питӗрсе хур. 7Ҫынна панӑ чухне виҫепе виҫсе, шутпа шутласа пар, панине-илнине ҫырса хур. 8Айвана, ӑсӗ ҫитмен ҫынна тата аскӑн шухӑшлӑ ватӑ ҫынна ӑс пама ан вӑтан — вара чӑннипе те ырӑ ҫын пулӑн, пур ҫынран та ырӑ ят илтӗн.
9Хӗрӗ ашшӗне пӗр вӗҫӗм шухӑшлаттарать, хӗрӗшӗн пӑшӑрханнипе унӑн ыйхи те вӗҫет: хӗрӗ ҫамрӑк чухне — ватта юласран, качча кайсассӑн — упӑшкине сивӗтесрен хӑрушӑ; 10хӗр чухне — пӑсӑласран, ашшӗ килӗнчех йывӑрланасран хӑрушӑ, качча кайсассӑн — урӑх ҫынна ересрен, упӑшки пур ҫинчех ача-пӑчасӑр пуласран хӑрушӑ. 11Чурӑс хӗрне хытӑ сыхла — вӑл сана тӑшман кулли ан тӑвайтӑр, сан ҫинчен хулара сӑмах-юмах ан ҫӳретӗр, санӑн халӑх умӗнче намӑс курмалла ан пултӑр. 12-13Ҫын илемне ан сӑхлан, хӗрарӑмсем хушшине ан лар: тумтир хушшинчен кӗве тухнӑ пек, хӗрарӑмран ҫапла хӗрарӑм чеелӗхӗ тухать. 14Евӗклӗ арӑмран, мӑшкӑл кӑтартакан арӑмран, усал арҫын лайӑхрах.
15Халӗ вара Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсене асӑнам, хам мӗн курнине каласа парам. Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсем Унӑн сӑмахӗпе пулса тӑнӑ: 16ҫутӑ хӗвел пурин ҫине те пӑхать, унӑн пур ӗҫӗнче Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ туп-туллин курӑнса тӑрать. 17Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫанӑн кӗтречӗсене — Хӑйӗн мухтавлӑхне ҫут тӗнче пӗлтерсе тӑтӑр тесе тунӑ кӗтретсене — Вӑл сӑваплисене те пӗтӗмпех пӗлсе тӑма паман. 18-19Вӑл тӗпсӗрлӗхе, чӗрене витӗр ҫутатать, унти кашни пӑрӑнӑҫа курать: Ҫӳлхуҫа пӗтӗм ӑслӑлӑха пӗлсе тӑрать, иртнине тата пулассине пӗлтерсе, вӑрттӑнлӑх йӗрӗсене уҫа-уҫа парса, ҫитес ӗмӗрӗн паллисене кӑтартать; 20Унран пӗр шухӑш та пӑрӑнса иртеймест, пӗр сӑмах та пытанса юлаймасть. 21Хӑй ӑслӑлӑхӗн ӗҫӗсене Вӑл илемлӗн йӗркеленӗ, Вӑл ӗмӗртен малтанах пур, Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех тӑрать; 22Вӑл ӳсӗнмен те, иксӗлмен те, Ӑна нимӗнле канашҫӑ та кирлӗ пулман. 23Турӑ ӗҫӗсене эпир вут хӗлхемне курнӑ пек ҫеҫ куратпӑр, ҫавах вӗсем пире епле ӑмсантараҫҫӗ! 24Вӗсем пурте чӗрӗ, вӗсем — ӗмӗрлӗхе, вӗсене йӑлтах кирлӗшӗн тунӑ, вӗсем пурте Ӑна пӑхӑнса тӑраҫҫӗ. 25Вӗсем пурте — мӑшӑрӑн, пӗрне хирӗҫ — тепӗри, Вӑл тунӑ ӗҫсенӗн пӗр ҫитменлӗх те ҫук: 26пӗри тепӗрин ыррине хунтӑлать, Турӑ мухтавлӑхне кам курса тӑранайӗ?

Currently Selected:

Сирах 42: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in