Сирах 41
41
1-2Ах вилӗм! хӑйӗн ҫӗрӗнче тӑнӑҫлӑ пурӑнакан ҫыншӑн, пӗр шухӑшсӑр пурӑнакан, пур тӗлӗшпе те телейлӗ ҫыншӑн, ӗҫме-ҫиме те пултаракан ҫыншӑн сана аса илмешкӗн мӗн тери хурлӑхлӑ. 3Ах вилӗм! эсӗ ҫуклӑхпа тертленекен, вӑйран ӳкнӗ ҫыншӑн, 4ватӑлса ҫитнӗ ҫыншӑн, тӗрлӗ йывӑр шухӑшпа хӑшкӑлнӑ ҫыншӑн, шанчӑкне ҫухатнӑ, чӑтӑмлӑхӗ пӗтнӗ ҫыншӑн — савӑнӑҫ. 5Этеме вилме ҫырнинчен ан хӑра: аслаҫусене, авалтанпа мӗн пулса пынине, пулас ӑрусене мӗн кӗтнине асна ил. Ҫӳлхуҫа пур чӗрӗ чуна та вилме пӳрнӗ. 6Апла мӗншӗн эсӗ Ҫӳлти Турӑ ирӗкне сивлетӗн? вунӑ ҫул-и, ҫӗр ҫул-и, пин ҫул-и — 7тамӑкра ӗмӗр тӑршшӗне виҫмеҫҫӗ. 8Ҫылӑхлӑ ҫынсен ачисем — киревсӗр ачасем, вӗсем усал ҫынсемпе хутшӑнса пурӑнаҫҫӗ. 9Ҫылӑхлӑ ҫын ывӑлӗ-хӗрӗн еткерӗ пӗтсе ларӗ, ҫылӑхлӑ ҫын йӑхӗ ӗрченӗҫемӗн усал ят сарӑлса пырӗ. 10Ҫылӑхлӑ ашшӗне хӑйӗн ачи-пӑчи ӳпкелӗ: вӗсене ун пирки усал ят тивет. 11Ҫӳлти Турӑ саккунне пӑрахнӑ йӗркесӗр ҫынсем, сире хурлӑх ҫитӗ! 12Ҫуралнӑ чухнех эсир ылханшӑн ҫуралатӑр; вилсессӗн вара ҫав ылхана тивӗҫлӗ пай вырӑнне илетӗр. 13Ҫӗртен пулни пӗтӗмпех ҫӗре кӗрет, ҫавӑн пекех ҫылӑхлӑ ҫынсен ылханлӑ ӗҫӗ вилӗм патне ҫитерет. 14Этем ӗнтӗ вилнӗ ҫыншӑн йӗнӗ чухне ӳтшӗн йӗрет, ҫылӑхлӑ ҫыннӑн вара усал ячӗ те манӑҫа тухать. 15Ырӑ ятшӑн тӑрӑш: вӑл хӑвӑнпа пӗрле пулӗ, пин-пин ылтӑнран та нумая пулӗ: 16ырӑ пурӑннӑ кунсен шучӗ пур, ырӑ ят вара ӗмӗре пырать.
17Эй ачамсем, хӑвӑра ӑс панине туса пырӑр; пытанса тӑракан ӑслӑлӑхӑн, куҫа курӑнман мулӑн мӗн уссийӗ? 18Хӑй айванлӑхне пытаракан ҫын ӑслӑлӑхне пытаракан ҫынран лайӑхрах. 19Эппин, мӗнрен вӑтанмаллине калам-ха: 20пур намӑса та намӑс вырӑнне хума юрамасть, мӗн ырланине те кашни ҫынах чӑннипе ырламасть. 21Аҫу-аннӳ умӗнче аскӑнланма, пуҫлӑхпа патша умӗнче суя суйма намӑсланӑр; 22тӳрепе пуҫлӑх умӗнче усал ӗҫ тума, пуху умӗнче, халӑх умӗнче йӗркесӗр ӗҫ тума вӑтанӑр; 23тус-йыш умӗнче, юлташ умӗнче улталама, кӳршӗ умӗнче вӑрӑ тума намӑсланӑр: 24ҫакна тумашкӑн Турӑ тӳрӗлӗхӗнчен те, Унӑн халалӗнчен те намӑсланӑр. Сӗтел хушшинче чавсаланса ларма та вӑтанмалла, кивҫен илнӗ чухне, тавӑрса панӑ чухне ӳпкелешме намӑсланӑр; 25ӑшӑ сӑмаха хирӗҫ нимӗн чӗнмесӗр тӑма, аскӑн хӗрарӑм ҫине пӑхма, тӑван-хурӑнташран пӑрӑнса ҫӳреме намӑслан, 26ҫын пайне туртса илме, панӑ парнене каялла илме, ҫын арӑмне сӑхланма, хӗрарӑм тарҫуна илӗртме намӑслан, 27вӑл выртакан вырӑн ҫывӑхне те ан пыр; 28тусусем умӗнче ӳпкелеме вӑтан, панӑ япалана сӑмахлӑ ан ту; 29илтнӗ сас-хурана сарса ҫӳреме, вӑрттӑн сӑмаха кӑларма намӑслан. Вара чӑннипе те намӑса пӗлекен ҫын пулӑн, пур ҫын кӑмӑлне те хӑвӑн майлӑ ҫавӑрӑн.
Currently Selected:
Сирах 41: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.