Bible App logo
Search Icon

Сирах 30

30
1Кам хӑй ывӑлне юратать, ҫавӑ, кайран савӑнас тесессӗн, ӑна тӑтӑшах ҫаптартӑр. 2Кам хӑй ывӑлне ӑс парса ӳстерет, ҫавӑ унран ырӑлӑх курать, ҫын хушшинче те ывӑлӗпе мухтанма пултарать. 3Кам хӑй ывӑлне ырра вӗрентет, ҫавӑ тӑшмана кӗвӗҫтерет, тусӗ-йышӗ умӗнче ывӑлӗпе савӑнать. 4Ӗнтӗ ашшӗ вилсессӗн те — вилменпе пӗрех: хӑй вырӑнне вӑл хӑй евӗрлинех хӑварнӑ; 5пурӑннӑ чухне вӑл ун ҫине пӑхса йӑпаннӑ, вилнӗ чухне те хурланса вилмен; 6тӑшманӗсем валли вӑл вӗсене тавӑракана, тусӗсем валли пархатарлӑ ҫынна хӑварнӑ. 7Ывӑлӗ еккипе пыраканӗн вара унӑн суранӗсене ҫыхмалла пулӗ, ывӑлӗ кӑшкӑрса ямассерен унӑн чӗри шуйханӗ. 8Ҫӳретмен лаша чӑхӑмлать, ирӗке янӑ ывӑл пуҫтах пулать. 9Ашкӑнтар ачуна — кайран вӑл сана хӑратса пӑрахӗ; иртӗхтер ӑна — кайран вӑл сана кулянтарӗ. 10Унпа кулса-ейӗлсе ан тӑр — унпа пӗрле хуйхӑрмалла ан пултӑр, кайран, ӗмӗрӳ вӗҫӗнче, шӑлна ҫыртмалла ан пултӑр. 11Ӑна ҫамрӑкла ирӗк ан пар, унӑн айванлӑхӗ хыҫҫӑн ан кай. 12Унӑн мӑйне ҫамрӑк чухне ав, аяк пӗрчийӗсене ача чухне шӗкӗлче, кайран, чурӑсланса ҫитсе, сана пӑхӑнми ан пултӑр вӑл. 13Ывӑлун киревсӗр ӗҫӗсемшӗн кулянмалла ан пултӑр тесессӗн, ӑна вӗрент, тӑрӑш уншӑн.
14Сывлӑхлӑ, вӑй-халлӑ чухӑн ҫын халсӑр пуянран лайӑхрах; 15сывлӑхпа хаваллӑх кирек мӗнле ылтӑнран та пахарах, ҫирӗп ӳт-пӳ ҫӗрме мулран та хаклӑрах; 16сывлӑхран пахарах пуянлӑх ҫук, чӗре савӑнӑҫӗнчен ирттерекен савӑнӑҫ ҫук; 17хуйхӑрса пурӑниччен вилсе выртни лайӑхрах, вӑрӑма кайнӑ чиртен канлӗх лайӑхрах. 18Чирлӗ ҫын тути патне илсе пынӑ тутлӑ ҫимӗҫ вилтӑпри ҫине лартнӑ апатпа пӗрех. 19Кӳнӗ парнерен йӗрӗхе мӗн усси? вӑл ҫиеймест те, шӑршине те туяймасть: 20Ҫӳлхуҫа ҫилленнӗ ҫын та ҫавӑн евӗрлех, 21вӑл, — тӗмсӗлсе пӑхаканскер, йынӑшаканскер, — хӗре ыталаса ассӑн сывлакан хайран пек.
22Хуҫӑлса ӳксех ан хурлан, хӑвна ху сӑлтавсӑрах ан асаплантар; 23чӗре савӑнӑҫӗ — этем пурӑнӑҫӗ, ар хаваслӑхӗ — вӑрӑм ӗмӗр; 24хӑвӑн чунна юрат, чӗрӳне йӑпат, хурлӑха аяккалла сир: 25хурлӑх нумайӑшне вӗлернӗ, унран нимӗн усси те ҫук. 26Кӗвӗҫӳпе ҫилӗ кунҫула кӗскетет, хуйхӑ-суйхӑ этеме вӑхӑтсӑр ватӑлтарать. 27Ырӑ чӗреллӗ, уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын ӗҫми-ҫими тӗлӗшӗнчен те тӑрӑшать.

Currently Selected:

Сирах 30: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in