Bible App logo
Search Icon

Сирах 31

31
1Мул-пуянлӑха сыхласси ӳт-пӗве хавшатать, уншӑн тӑрӑшни ыйха вӗҫтерет. 2Мул пухас-сыхлас шухӑш тӗлӗрме те памасть, йывӑр чир ыйха сирет. 3Пуян тӑрӑшса мул пухать, ӗҫлет те — кайран канлӗхре хӑй ырӑлӑхӗпе савӑнса пурӑнать; 4ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнакан чухӑн ӗҫлет те — кайран та ҫукпах аптӑрать. 5Ылтӑна юратаканӗ тӳрре тухаймасть, пайта шыраканӗ ҫавна пула аташса ҫӳрет. 6Нумайӑшӗ ылтӑна пула пӗтнӗ, пӗр-пӗрин куҫӗ умӗнчех пӗтнӗ вӗсем; 7ылтӑн вӑл тилӗрекен ҫынна такӑнтарать, ӑс ҫитейменнине кирек кама та ҫаклатать. 8Мул пухнӑ чухне те пӑсӑлман, ылтӑн хыҫҫӑн кайман пуян — телейлӗ. 9Кам-ши вӑл? эпир ӑна мухтӑпӑр: вӑл хӑй халӑхӗ хушшинче тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ. 10Ылтӑн илӗртни хыҫҫӑн каякан кам айӑпсӑр юлни пур? Ӗнтӗ айӑпсӑррине мухтама тивӗҫлӗ. 11Кам ҫылӑха кӗме пултарнӑ, анчах ҫылӑха кӗмен, усал тума пултарнӑ, анчах ун пек туман? 12Ҫавӑн пуянлӑхӗ тӑнӑҫлӑ пулӗ, вӑл ырӑ туни ҫинчен пухусенче калаҫӗҫ.
13Тулӑх кӗрекене кӗрсе ларсассӑн, халланса ҫӑварна карса ан лар, 14«ай-яй нумай-ҫке кунта!» тесе ан кала. Ҫавна асту: выҫӑ куҫ усал вӑл. 15Тӗнчере куҫран выҫҫи мӗн пур? Ҫавӑнпа вӑл мӗн курать, ҫавӑншӑн куҫҫуль юхтарать. 16Тепӗр ҫын пӑхнӑ еннелле аллуна ан тӑс, вӑл куҫланӑ тирӗкрен ӑсма ан васка. 17Ҫывӑх ҫынну ҫинчен хӑв ҫинчен шухӑшланӑ пек шухӑшла, кирек мӗн ҫинчен те тӗплӗ шухӑшла. 18Умна лартнине этемле ҫи, ҫӑткӑнланса ҫын кӑмӑлне ан сивӗт; 19сӑпайлӑ пулса, малтан ҫиме чарӑн, сӑхӑланса ыттисене ан хӗтӗрт; 20йышлӑ ҫын хушшине ларсассӑн, аллуна ыттисенчен малтан ан тӑс. 21Этеплӗ ҫын сахалпах тӑранать, ҫавӑнпа, ҫывӑрма выртсассӑн, кӑкӑрӗ хӗснипе асапланмасть вӑл. 22Виҫеллӗ ӗҫсе ҫисессӗн, ыйхӑ та канлӗ пулать: ирех тӑрать вӑл, чунӗ те хаваслӑ; 23ҫисе тӑрана пӗлми ҫын ыйхӑсӑр асапланать, вар чирӗпе, ӑшӗ чиксе ыратнипе хӗн курать. 24Ытлашши ӗҫсе-ҫисе йывӑрлантӑн пулсассӑн, сӗтел хушшинчен тух та тула тухса кӗр, канса ил. 25Ывӑлӑм, итле мана, тӑнла эпӗ каланине — манӑн сӑмахӑмсене кайран хӑвах ӑнланса илӗн. 26Пур ӗҫӳнте те виҫеллӗ пул, вара сана нимӗнле чир те ҫулӑхаймӗ. 27Ҫӑкӑр-тӑвар тӗлӗшӗнчен уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынна ырлаҫҫӗ, унӑн ырӑлӑхне мухтани тӗрӗс; 28ҫӑкӑр-тӑвар тӗлӗшӗнчен хытӑ ҫынна пӗтӗм хула ӳпкелет, унӑн хытӑлӑхне хурлани тӗрӗс. 29Эрех ӗҫнӗ чухне паттӑр ан пул: эрех нумайӑшне пӗтернӗ. 30Тимӗр мӗнлине кӑмакара хӗртни кӑтартса панӑ евӗр, мӑнаҫлисен чӗри мӗнлине эрехпе ӳсӗрӗлни кӑтартса парать. 31Виҫеллӗ ӗҫсессӗн, эрех этем сывлӑхӗшӗн усӑллӑ. 32Эрехсӗр мӗн пурӑнӑҫӗ вӑл? ӑна этеме савӑнтарма пултарнӑ. 33Виҫеллӗ тата вӑхӑтне пӗлсе ӗҫсессӗн, эрех вӑл — чӗре савӑнӑҫӗ, чун йӑпанӑҫӗ; 34вӑрҫнӑ-хирӗҫнӗ чухне эрех нумай ӗҫни — чун хурлӑхӗ кӑна. 35Ытлашши ӗҫнӗ эрех ӑссӑр-тӑнсӑр ҫынна хаярлантарать, ҫиллине араслантарать, вӑй-халне чакарать, суранлатса пӗтерет. 36Ӗҫкӗ-ҫикӗре ҫывӑх ҫынна ан питле, савӑннӑ чухне ан кӳрентер ӑна; 37ӑна йывӑр сӑмах ан кала, вӑхӑтсӑр хистесе ан чӑрмантар.

Currently Selected:

Сирах 31: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in