Сирах 29
29
1Кам ырӑлӑх тӑвать, ҫавӑ ҫывӑх ҫыннине кивҫен парать, кам ӑна алли вӑйӗпе пулӑшать, ҫавӑ Турӑ хушнине тӑвать. 2Ҫывӑх ҫынну хӗсӗкре пурӑннӑ чухне ӑна кивҫен пар, ҫывӑх ҫыннуна памаллине вӑхӑтра тавӑрса пар. 3Сӑмахна ҫирӗп тыт, ӑна ан улӑштар — вара кирек хӑҫан та хӑвна мӗн кирлине тупӑн эсӗ. 4Кивҫен илнине нумайӑшӗ тупӑш вырӑнне хучӗ, хӑйсене пулӑшакансене сӑтӑр турӗ. 5Кивҫен иличчен вӑл параканӗн аллине чуптӑвать, ыйтнӑ чухне сассине ҫемҫетсе калаҫать; 6тавӑрса парас тапхӑр ҫитсессӗн вара вӑхӑта тӑсса пырать, йӗрмӗшсе калаҫать, парӑмне памалли кун ҫитнӗшӗн ӳпкелешет. 7Тӳлеме мехелӗ ҫитсессӗн, аран-аран ҫур парӑмне парать те — ӑна ӗнтӗ парне тунӑ вырӑннех хурать; 8мехелӗ ҫитмесессӗн, кивҫен параканӗн укҫи сая кайрӗ вара, тата пӗр сӑлтавсӑрах хӑй валли тӑшман тупрӗ: 9вӑл ӗнтӗ парӑмлӑ ҫынран ылхану та ятлаҫу илтӗ, хисеп вырӑнне мӑшкӑл курӗ. 10Нумайӑшӗ усал пулнипе мар, чееленсе те мар, укҫине ҫапла ҫухатасран шикленсе кивҫен памасть. 11Ҫавах эсӗ мӗскӗн ҫынна кӑмӑл ту, ӑна пулӑшасран туртӑнса ан тӑр; 12Турӑ ячӗпе ан пӑрах мӗскӗн ҫынна, ӑна пушӑ алӑпа кӑларса ан яр. 13Ылтӑнпа кӗмӗлне тӑванушӑн, тусушӑн тӑкакла — вӑл чул айӗнче тутӑхса-ҫӗрсе ан вырттӑр; 14пурлӑхна Ҫӳлти Турӑ хушнӑ пек тыткала, ҫакӑ сана ылтӑнран та ытла усӑ кӳрӗ; 15мӗскӗнсене памаллине кӗлетне питӗрсе хур, ҫакӑ сана кирек мӗнле инкекрен те ҫӑлса тӑрӗ: 16вӑл сана тӑшманусенчен ҫирӗп хулканран та, сулмаклӑ сӑнӑран та лайӑхрах хӳтӗлӗ.
17Ырӑ ҫын ҫывӑх ҫынни хутне кӗрет, намӑса пӗлмен ҫын ӑна пӑрахса хӑварать. 18Хӑвӑншӑн ҫӑка кӗнӗ ҫынна ан ман: вӑл саншӑн хӑйӗн чунне кӑларса хунӑ. 19Ҫылӑхлӑ ҫын хӑйӗншӗн ҫӑка кӗнӗ ҫыннӑн пурлӑхне аркатать, пархатарсӑр этем хӑйне хӑтаракана пӑрахать. 20Ҫыншӑн ҫӑка кӗни тулӑх пурӑнакансенех нумайӑшне ҫука тӑратса хӑварнӑ, тинӗс хумӗ пырса ҫапнӑ пекех тайӑлтарнӑ вӗсене; 21тӗреклӗ арсене килӗ-ҫуртӗнчен хӑваласа янӑ, лешӗсем ӗнтӗ ют халӑхсем хушшинче хӑшкӑлса ҫӳренӗ. 22Ҫылӑхлӑ ҫын вара, ҫыншӑн ҫӑка кӗнӗ чухне те услам шыраканскер, тава кӗрсе сутлашма тытӑнать. 23Ҫылӑхлӑ ҫын пек пулас темесессӗн, ҫывӑх ҫынна вӑю ҫитнӗ таран пулӑш.
24Пурӑнӑҫра чи кирли — шывпа ҫӑкӑр, тумтир тата харпӑр ҫын пурӑнӑҫне хӳтӗлекен кил-ҫурт. 25Начар пӳртре пурӑнакан чухӑнӑн пурӑнӑҫӗ ют ҫын килӗнчи чаплӑ ӗҫкӗ-ҫикӗрен лайӑхрах. 26Сахаллипе те, нумаййипе те кӑмӑллӑ пул, вара сана ютран килнӗскер тесе ятламӗҫ. 27Ҫын патӗнчен ҫын патне куҫса ҫӳресси — япӑх пурӑнӑҫ, вырӑнаҫнӑ вырӑнта ҫӑвар уҫма та хӑяймастӑн; 28ӗҫме-ҫиме парса тӑрӑн — тав тӑваканӗ пулмӗ, ҫийӗнчен тата ҫакӑн пек йывӑр сӑмах илтӗн: 29«эй ютран килнӗскер, кил-ха кунта, сӗтел ҫине хатӗрле, аллунта мӗн пуррине мана пар, мана ҫитер»; 30«эй ютран килнӗскер, каях, ман патӑма чыслӑ ҫын килчӗ, тӑванӑм хӑнана килчӗ, ун валли вырӑн кирлӗ». 31Хӑй килӗнче хӳтлӗх паракантан ят илтесси, унран кивҫен илнӗ чухне ӳпкеленине тӳсесси туйӑмлӑ ҫыншӑн йывӑр вӑл.
Currently Selected:
Сирах 29: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.