Сирах 28
28
1Тавӑрма юратакана Ҫӳлхуҫа тавӑрать, Вӑл унӑн ҫылӑхӗсене манӑҫа хӑвармасть. 2Хӑвна кӳрентернӗ ҫывӑх ҫыннуна каҫар, кӗлтусассӑн вара хӑвӑн ҫылӑхусем те каҫарӑнӗҫ. 3Ҫын ҫынна ҫилленсе тӑрать, хӑй Ҫӳлхуҫаран сывлӑх ыйтать; 4хӑй пек этеме хӗрхене пӗлмест, хӑй ҫылӑхӗсене каҫарма тархаслать; 5хӑй — ӳт кӑна, хӑй ҫилӗ тытать: кам ӑна ҫылӑхӗнчен тасаттӑр? 6Юлашкинчен мӗн пуласса асра тыт, хирӗҫсе пурӑнма чарӑн, чир-чӗре, вилӗме асра тыт, ӳкӗтсене уяса пурӑн; 7ӳкӗтсене асрах тыт, ҫывӑх ҫыннуна ан вӗчӗх; 8Ҫӳлхуҫа халалне асра тыт, тепӗри пӗлмесӗр тунӑ ҫылӑха ан куҫла.
9Вӑрҫӑ-хирӗҫӳрен пӑрӑнма тӑрӑш — вара ҫылӑхусене сахаллатӑн: 10вӗчӗхекен ҫын вӑрҫӑ-хирӗҫӗве амалантарса ярать; ҫылӑхлӑ ҫын туссене хирӗҫтерет, килӗштерсе пурӑнакансенех пӑтратать. 11Ҫунакан япали мӗнлерех, вут-ҫулӑмӗ ҫавӑн евӗрлӗрех пулать; 12этемӗн вӑйӗ мӗнлерех, унӑн ҫилли ҫавӑн евӗрлӗрех пулать, пурлӑхне кура хаярлӑхӗ ӳссе пырать. 13Хӗрӳллӗ тавлашу вут-кӑвар чӗртет, хӗрӳллӗ хирӗҫӳ юн тӑкать. 14Хӗлхеме вӗрсессӗн — ҫулӑм хыпса илет, хӗлхем ҫине сурсассӑн — вӑл сӳнсе ларать: вӗрес сывлӑшу та, сурас сурчӑку та ҫӑварунтанах тухать.
15Элекҫӗ этем, икӗ чӗлхеллӗ этем ылханлӑ пулччӑр: вӗсем лӑпкӑ пурӑнакансене нумайӑшне пӗтерчӗҫ; 16виҫҫӗмӗш чӗлхи нумайӑшне вырӑнтан хускатрӗ, вӗсене пӗр халӑх патӗнчен тепӗр халӑх патне хӑваласа ҫӳрерӗ, 17тӗреклӗлентернӗ хуласене тустарса тухрӗ, аслӑ ҫынсенӗн килӗ-ҫурчӗсене салатса тӑкрӗ; 18виҫҫӗмӗш чӗлхе ырӑ арӑмсене хӑваласа кӑларса ячӗ, вӗсене хӑйсен алли тунӑ ӗҫӗсемсӗр тӑратса хӑварчӗ; 19ҫав чӗлхене итлекен канлӗх тупаймӗ, нихӑҫан та лӑпкӑ пурӑнаймӗ. 20Пушӑ ҫапни суранлӑ йӗр тӑвать, чӗлхе ҫапни шӑмма-шакка ҫӗмӗрет; 21хӗҫ ҫивӗчӗшӗ нумай ҫынна пӗтерчӗ, ҫавах вӗсем чӗлхе пӗтернинчен сахалрах; 22кам ҫав чӗлхерен пытанса юлнӑ, кам унӑн хаярлӑхне тӳссе курман, кам унӑн сӳсменне тӑхӑнман, кам ун тӑллипе тӑлланман — ҫавӑ телейлӗ: 23унӑн сӳсменӗ — тимӗр сӳсмен, унӑн тӑлли — пӑхӑр тӑлӑ, 24унӑн вилӗмӗ — хаяр вилӗм, тамӑк та унран лайӑхрах. 25Ҫав чӗлхе таса ҫынсене ярса илеймӗ, вӗсем унӑн ҫулӑмӗпе ҫунса каймӗҫ; 26унӑн ҫулӑмне Ҫӳлхуҫаран сивӗнекенсем кӗрсе ӳкӗҫ; вут-ҫулӑм ҫавсене хыпса илӗ, сӳнмӗ: вӑл вӗсем ҫине арӑслан пек сиксе ларӗ, вӗсене барс пек туласа тӑкӗ. 27Асту, килӳ-ҫурту тавра йӗплӗ хулӑран карта тытса ҫавӑр, чӗлхӳ-ҫӑвару валли алӑкпа сӑлӑп ту, 28ылтӑн-кӗмӗлне пухса ҫыхса хур, 29калас сӑмаху валли виҫе хатӗрле. 30Сыхлан, сана чӗлхӳ-ҫӑвару ан такӑнтартӑр, санӑн усал сунакан умне ӳкмелле ан пултӑр.
Currently Selected:
Сирах 28: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.