Bible App logo
Search Icon

Сирах 24

24
1Ӑслӑлӑх хӑйне чапа кӑларӗ, ӑна хӑйӗн халӑхӗ хушшинче мухтавлӗҫ. 2Вӑл Ҫӳлти Турӑ Ҫуртӗнче сӑмах пуҫарӗ, хӑйне Унӑн ҫарӗ умӗнче чапа кӑларса калаҫӗ: 3«эпӗ Ҫӳлти Турӑ ҫӑварӗнчен тухрӑм, пӗтӗм ҫӗре пӗлӗт евӗр хупӑрларӑм; 4ҫӳле кӗлӗ чатӑрӗ лартрӑм, манӑн аслӑ пуканӑм — пӗлӗт юпа ҫинче; 5пӗр эпӗ тӳпе йӗри-тавра ҫаврӑнтӑм, ҫӗр тӗпне анса ҫӳрерӗм; 6тинӗс хумӗсем хушшинче те, пӗтӗм ҫӗр талккӑшӗпе те, пур халӑх-ӑру хушшинче те пуҫ пултӑм: 7эпӗ вӗсем хушшинче пур ҫӗрте те канӑҫлӑх шырарӑм, хӑшӗн ҫӗрӗнче вырӑнаҫам-ши, терӗм. 8Вара пурне те Тӑваканӗ мана ҫапла хушрӗ, хама Пултараканӗ мана канӑҫлӑ вырӑн кӑтартрӗ те каларӗ: 9Иаков хушшине кӗлӗ чатӑрӗ туса ларт, Израиль хушшине вырӑнаҫ, терӗ. 10Вӑл мана пур ӗмӗртен малтан пултарнӑ, эпӗ ӗмӗрне те пӗтес ҫук. 11Эпӗ Унӑн умӗнче сӑваплӑ кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑтӑм, ҫапла Сион тӑвӗ ҫине вырӑнаҫрӑм. 12Вӑл мана Хӑйӗн юратнӑ хулинче те канӑҫлӑх пачӗ, эпӗ Иерусалим хулинче пуҫ пултӑм. 13Ӗнтӗ мухтавлӑ халӑх хушшинче, Ҫӳлхуҫа еткерлӗхӗнче тымар ятӑм. 14Ливан ҫинчи кедр йывӑҫӗ пек, Ермон тӑвӗ ҫинчи кипарис йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм; 15Енгаддири пальма йывӑҫӗ пек, Иерихон хулинчи кӗлчечек тӗмӗсем пек ешертӗм; 16айлӑмри илемлӗ ҫу йывӑҫӗ пек, платан йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм. 17Корица пек, аспалаф пек, тутлӑ шӑршӑ сартӑм, чи паха смирна пек, ырӑ шӑршӑ варкӑштартӑм, 18эпӗ — халвани пек, оникспала стакти пек, кӗлӗ чатӑрӗнчи латӑн шӑрши пек. 19Эпӗ, теревинф йывӑҫӗ пек, турат сарса ларатӑп, манӑн туратӑмсем — мухтавпала тивлет турачӗсем. 20Эпӗ — тивлет ӳстерекен иҫӗм йывӑҫӗ, манӑн чечекӗмсем — мухтавпала тулӑхлӑх ҫимӗҫӗсем. 21Эй манпа пулас теекенсем, килӗр ман патӑма, манӑн ҫимӗҫӗмпе тӑранӑр: 22мана аса илни пылтан та тутлӑрах, манпа хутшӑнни шерпетрен те симлӗрех. 23Мана ҫиекенсен ҫинӗҫемӗн ҫиесси килӗ, мана ӗҫекенсен ӗҫнӗҫемӗн ӗҫесси килӗ. 24Мана итлекенсем намӑс курмӗҫ, манпа пӗрле ӗҫлекенсем ҫылӑх тумӗҫ».
25Пурте ҫакӑ — Ҫӳлти Турӑ халалӗн кӗнеки, 26саккун вӑл, Моисей ӑна Иаков ӑрӑвне ӗмӗрлӗхе халалланӑ. 27Вӑл, ҫуркуннехи Фисон шывӗ пек, Тигр шывӗ пек, ӑслӑлӑхпа витерет; 28вӑл, ӗҫҫи вӑхӑтӗнчи Евфрат шывӗпе Иордан шывӗ евӗр, тулли ӑс-хакӑл кӳрет; 29вӑл, Нил шывӗ сарӑлнӑ евӗр, иҫӗм ҫырли пухнӑ вӑхӑтри Гион шывӗ евӗр, ӑс-пӗлӳ сарать. 30Малтанхи этем ӑна тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлсе ҫитереймен; ӑна кайранхи этем те тӗпчесе ҫитереймӗ: 31унӑн шухӑшӗсем тинӗсрен те анлӑрах, унӑн канашӗсем тӗпсӗр тарӑнӑшран та тарӑнрах. 32Юханшывран алтса янӑ шыв ҫулӗ пек, эпӗ сат пахчине юхса кӗтӗм. 33Каларӑм вара: пахчама шыв сапам, йӑранӑмсене шӑварам, терӗм. 34Акӑ ӗнтӗ манӑн шыв ҫулӗ юханшыв пулса тӑчӗ, манӑн юханшывӑм аслӑ тинӗс пулса тӑчӗ. 35Ирхи шуҫӑм ҫутатнӑ пек, эпӗ вӗрентсе ҫутатса тӑрӑп, ҫуттӑма таҫта ҫитиех ҫитерӗп; 36пророксем вӗрентнӗ пек вӗрентӗп, хам вӗрентнине этем йӑхӗ валли ӗмӗрлӗхе хӑварӑп. 37Куратӑр ӗнтӗ, эпӗ хамшӑн кӑна ӗҫлемерӗм, ӑслӑлӑх шыракансемшӗн пуриншӗн те тӑрӑшрӑм.

Currently Selected:

Сирах 24: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in