Сирах 25
25
1Эпӗ виҫӗ япалана кӑмӑллатӑп, вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче те, этем умӗнче те савӑклӑ; 2акӑ вӗсем: тӑванпа тӑван пӗр шухӑшлӑ пулни, ҫывӑх ҫынсем хушшинчи татулӑх, упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнни. 3Манӑн чунӑм виҫӗ тӗрлӗ ҫынна курайми пулчӗ, мана вӗсен пурӑнӑҫӗ питех те йӗрӗнтерет; 4акӑ вӗсем: мӑнкӑмӑллӑ кӗлмӗҫ, ултавҫӑ пуян, аскӑн шухӑшпа ӑсран тайӑлакан ватӑ. 5Ҫамрӑк чухне пухайманнине ватлӑху ҫитсессӗн мӗнле пухайӑн? 6Кӑвакарнӑ ҫӳҫли ӑс пани мӗнешкел илемлӗ, ватти канаш пама пӗлни мӗнешкел килӗшӳллӗ! 7Мӗнешкел хитре ваттисенӗн ӑслӑлӑхӗ, мӗнешкел килӗшӳллӗ хисеплӗ ҫыннӑн шухӑшӗ-канашӗ! 8Ватӑ ҫыннӑн чапӗ — нумай курни, нумай пӗлни, унӑн ырӑ ячӗ — Ҫӳлхуҫаран хӑрани. 9Чӗремре эпӗ тӑхӑр шухӑша ырӑларӑм, вуннӑмӗшне каласах кӑтартам: 10ку шухӑш — ачи-пӑчишӗн савӑнакан, хӑй пурӑннӑ чухне тӑшманӗсем пӗтнине куракан ҫын ҫинчен. 11Ӑслӑ-тӑнлӑ арӑмпа пурӑнакан, чӗлхине пула ҫылӑх туман, йӗркесӗр этемшӗн ӗҫлемен ҫын телейлӗ. 12Ӑслӑлӑх тупнӑ, ӑна ыттисен хӑлхине ҫитернӗ ҫын телейлӗ.
13Ӑслӑлӑх тупнӑ ҫын мӗн тери аслӑ! ҫапах вӑл Ҫӳлхуҫаран хӑракантан малта мар. 14Ҫӳлхуҫаран хӑрани темӗнрен те паха, ҫапла хӑраса пурӑнакана кампа танлаштарайӑн? 15Темӗнле суран пулсассӑн та, чӗре суранӗ ҫеҫ ан пултӑрччӗ, темӗнле усаллӑх пулсассӑн та, хӗрарӑм усаллӑхӗ ҫеҫ ан пултӑрччӗ, 16такам тапӑнсассӑн та, курайман ҫын ҫеҫ ан тапӑнтӑрччӗ, такам тавӑрас пулсассӑн та, тӑшман ҫеҫ ан тавӑртӑрччӗ; 17ҫӗлен наркӑмӑшӗнчен хӑрушӑрах наркӑмӑш ҫук, тӑшман ҫиллинчен хаяртарах ҫилӗ ҫук. 18Усал арӑмпа пурӑниччен арӑсланпа, аҫтахапа пӗрле пурӑнма килӗшӗп. 19Усаллӑх арӑм пит-куҫне урмӑштарать, вӑл упа евӗр сивлеккӗн пӑхать. 20Унӑн упӑшки тус-йыш хушшине ларӗ те арӑмӗ ҫинчен илтсессӗн хаш сывласа ярӗ. 21Арӑм усаллӑхӗпе танлаштарсассӑн, кирек мӗнле усаллӑх та йӑвашрах; ҫылӑхлӑ ҫын шӑпи ҫиттӗрех ун пек арӑма. 22Йӑваш упӑшкана чӑркӑш арӑмпа пурӑнасси — ватӑ ҫыншӑн хӑйӑр ҫийӗн хӑпарасси пекех. 23Хӗрарӑм илемне ан ҫаклан, арӑмна аскӑн шухӑшпа ан сӑхлан. 24Упӑшкине арӑмӗ пӑхса усрани — хурлӑх та, намӑс та, мӑшкӑл та. 25Усал арӑм вӑл — пусӑрӑнчӑк чӗре, салхуллӑ пит-куҫ, чун суранӗ. 26Упӑшкине телей кӳмен арӑм алла устарать, чӗркуҫҫине вӑйран сулӑнтарать. 27Арӑм вӑл — ҫылӑх пуҫламӑшӗ, эпир пурсӑмӑр та ӑна пула вилетпӗр. 28Шыва юхса тухма ан пар, усал арӑма нумай калаҫма ан пар; 29вӑл санӑн аллу айӗнче ҫӳремесессӗн, ӑна ӳтӳ ҫумӗнчен татса пӑрах.
Currently Selected:
Сирах 25: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.