Bible App logo
Search Icon

Сирах 23

23
1Эй Ҫӳлхуҫам, эй Аттем, эй пурӑнӑҫӑма тытса тӑракан Патшамӑм! Мана чӗлхе-ҫӑварӑм ирӗкне ан пӑхӑнтар, ӑна пула пӗтме ан пар мана.
2-3Манӑн йӗркесӗр ӗҫӗмсене хӗрхенмесӗр питлемешкӗн, вӗсем аташнине чарса лартмашкӑн тата айӑпӑмсем нумайланасран, аташни-йӑнӑшни хушӑнасран, хама курайман ҫынсем умӗнче ӳкесрен, тӑшманӑмсене савӑнтарасран манӑн шухӑшӑм тӗлне кам чӑпӑркка кӑнтарӗ-ши, манӑн чӗреме кам ӑс парса тӑрӗ-ши? 4Эй Ҫӳлхуҫам, эй Аттем, эй пурӑнӑҫӑма тытса тӑракан Туррӑм! Куҫӑма мӑнаҫланса пӑхма ан пар мана, ӳт аскӑнлӑхӗнчен хӑтар мана. 5Пыр иртӗнни хыҫҫӑн, аскӑнлӑх хыҫҫӑн кайма ан пар мана, намӑссӑр чун тыткӑнне лекмелле ан ту мана.
6Эй ачамсем, чӗлхе-ҫӑвар тӗлӗшӗнчен ӑс панине итлӗр-ха: ҫакна тимлекенӗ чӗлхине пула инкеке кӗрсе ӳкмӗ. 7Чӗлхине пула ҫылӑхлӑ ҫын инкек курӗ, усал чӗлхеллӗ, мӑнаҫлӑ ҫынна чӗлхи-ҫӑварӗ такӑнтарӗ. 8Чӗлхӳне тупа тума ан вӗрент, 9тупа тунӑ чухне Святой ятне асӑнассине йӑлана ан кӗрт. 10Ялан патак ҫиекен чура суранран хӑтӑлса ҫитеймен евӗр, ялан Святой ячӗпе тупа тӑвакан та ҫылӑхран тасалаймасть. 11Тӑтӑшах тупа тӑвакан йӗркерен тухать, унӑн килӗ-ҫуртӗнчен хӗн-асап татӑлмасть. 12Вӑл ҫылӑх турӗ пулсассӑн — ҫылӑхӗ хӑй ҫинчех; тупа тӗлӗшӗнчен тимсӗр пулсассӑн икӗ хут ытларах ҫылӑха кӗрет; 13кӑлӑхах тупа турӗ пулсассӑн тӳрре тухаймасть, унӑн кил-ҫуртне хӗн-хур пусса илет. 14Вилӗмпе тан сӑмах пулать: ун пекки Иаков еткерӗнче ан тупӑнтӑрах! 15Ҫакӑн пекки таса пурӑнакансенчен аякра тӑрать, вӗсем ҫылӑхпа чӑлханса ӳкмеҫҫӗ. 16Чӗлхӳ-ҫӑварна киревсӗр калаҫма ан вӗрент: ун пек сӑмахра ҫылӑх никӗсӗ пур. 17Пуҫлӑхсем хушшинче ларнӑ чухне аҫупа аннӳне асра тыт: 18пуҫлӑхсем умӗнче санӑн манӑҫмалла ан пултӑр, хӑнӑхнӑ йӑлапа айванла туса хумалла ан пултӑр, кайран, манӑн ҫуралмалла та пулман тесе, ҫуралнӑ кунна ылханмалла ан пултӑр санӑн. 19Киревсӗр сӑмаха хӑнӑхса пыракан ҫын ӗмӗрне те ӑслӑлӑха вӗренеймест.
20Ҫылӑха икӗ тӗрлӗ ҫын йышлӑлатать, виҫҫӗмӗш йышшине пула ҫилӗ ҫитет: 21вӗри чун, ҫунакан ҫулӑм евӗрлӗскер, ҫунса пӗтмесӗр те сӳнмест; 22юн хутӑштарсах аскӑнакан этем те вучӗ ҫунса пӗтмесӗр лӑпланаймасть. 23Аскӑн ҫыншӑн кирек мӗнле асӑхни те кӑмӑллӑ: вӑл ӗнтӗ мӗн виличчен те чарӑнмасть. 24Выртакан вырӑнне ирсӗрлесе ҫылӑха кӗрекен ҫын хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшлать: «кам курать мана? 25Йӗри-тавра сӗм тӗттӗм, пӳртре хӳтӗ, мана никам та курмасть: камран хӑрас манӑн? Ҫӳлти Турӑ манӑн ҫылӑхсене аса илмӗ». 26Этем куҫӗ курасран ҫеҫ хӑрать вӑл, 27Ҫӳлхуҫа куҫӗ хӗвел ҫутинчен вунӑ пин хут вӑйлӑрах ҫутатса тӑнине, 28этем ҫул-йӗрне пурне те курса тӑнине, улах ҫӗртине те витӗр курса тӑнине пӗлмест вӑл. 29Ҫакна та пӗлмест вӑл: Турӑ пурне те малтанах, пултаричченех, пӗлсе тӑнӑ, вӗсене пӗтернӗ хыҫҫӑн та пӗтӗмпе пӗлсе тӑрать. 30Ҫавӑн пек ҫынна хула урамӗнче хаса парӗҫ, ӑна хӑй шутламан ҫӗртех ярса тытӗҫ. 31Хӑй упӑшкине пӑрахса ют артан ача ҫуратакан арӑма та ҫавах пулӗ: 32пӗрремӗшӗнчен, вӑл Ҫӳлти Туррӑн саккунне пӑхӑнман, иккӗмӗшӗнчен, упӑшки тӗлӗшӗнчен ҫылӑха кӗнӗ, виҫҫӗмӗшӗнчен, аскӑнланса ҫӳресе ют артан ача-пӑча ҫуратнӑ. 33Ҫав арӑма халӑх умне илсе тухӗҫ, унӑн ачи-пӑчине тӗрӗслӗҫ. 34Унӑн ачи-пӑчи тымар яраймӗ, унӑн хунавӗсем ҫимӗҫ кӳреймӗҫ. 35Ҫав арӑма ылханса аса илӗҫ, унӑн намӑсӗ нихӑҫан та сирӗлмӗ. 36Чӗрӗ юлнисем пӗлӗҫ вара: Ҫӳлхуҫаран хӑраса пурӑннинчен ырри нимӗн те ҫук, Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене тӑнлассинчен тутлӑраххи нимӗн те ҫук. 37Чи аслӑ мухтав — Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек пурӑнни, Ҫӳлхуҫа кӑмӑлне юрасассӑн, сана вӑрӑм кунҫул килӗ.

Currently Selected:

Сирах 23: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in