Сирах 22
22
1Наян ҫын вараланчӑк чул евӗрлӗ: унӑн чыссӑрлӑхӗнчен кирек кам та йӗрӗнет. 2Наян ҫын вӑкӑр тислӗкӗ евӗрлӗ: тислӗк лексессӗн такам та аллине силлет. 3Ырра вӗрентсе ӳстермен ывӑл ашшӗне намӑс кӳрет, ырра вӗрентсе ӳстермен хӗр ашшӗ-амӑшне сумран кӑларать. 4Ӑслӑ-тӑнлӑ хӗр хӑй валли ар тупать, намӑссӑр хӗр ашшӗне хуйхӑ кӳрет. 5Сӗмсӗр хӗрарӑм ашшӗне те, упӑшкине те мӑшкӑл кӑтартать, иккӗшӗн умӗнче те ҫынлӑхран тухать. 6Вырӑнсӑр сӑмах хурлӑхлӑ вӑхӑтри юрӑ-кӗвӗ евӗрлӗ; ҫаптарни, ӑса вӗрентни кирек хӑҫан та — ӑслӑлӑх.
7Айвана вӗрентекен — чӳлмек ҫӗмрӗкӗсене ҫыпӑҫтаракан пек е тарӑн ыйхӑпа ҫывӑракана вӑратакан пек. 8Айвана мӗн те пулин каласа кӑтартни — ыйхӑласа ларакана каланипе пӗрех, каласа пӗтерсессӗн ҫавӑ: «э?» тесе ыйтать. 9Вилнӗ ҫыншӑн хӳхле: ӗнтӗ уншӑн ҫутӑ сӳнчӗ; айваншӑн та хӳхле: уншӑн ӑс-хакӑл пӗтнӗ. 10Вилнӗ ҫыншӑн татӑлсах ан йӗр: вӑл канӑҫланнӑ ӗнтӗ; ӑссӑр ҫыннӑн усал пурӑнӑҫӗ вара вилӗмрен те начартарах. 11Вилнӗ ҫыншӑн ҫичӗ кунччен хӳхле, ӑссӑршӑн, йӗркесӗр ҫыншӑн вӗсен ӗмӗрӗ тӑршшӗпех хӳхле. 12Тӑнсӑр ҫынпа нумай ан калаҫ, ӑссӑр-тӑнсӑр патне ан ҫӳре; 13унран сыхлан — инкек курмалла ан пултӑр; вӑл силленсе тасалнӑ чухне санӑн вараланмалла ан пултӑр; 14пӑрӑн унран — хӑвна канлӗ пулӗ, унӑн ӑссӑрлӑхне пула кулянмӑн. 15Тӑхланран йывӑрри мӗн пур? ухмах темесессӗн, ӑна тата мӗн темелле? 16Ӑссӑр-тӑнсӑр ҫынна тӳсессинчен хӑйӑр йӑтма, тӑвар, тимӗр катрамӗ йӑтма ҫӑмӑлрах. 17Ҫурт тунӑ чухне ӑна тыткӑчсемпе хытарса лартсассӑн, вӑл ҫӗр кисреннӗ чухне те ишӗлмест, ҫавӑн пекех тӗплӗ канашпа тӗреклӗленнӗ чӗре те шиклӗ вӑхӑтра хавшаса ӳкмест. 18Ӑслӑ-тӑнлӑ шухӑшпа тӗреклӗленнӗ чӗре — ҫуртӑн яка аякки ҫинчи чӗнтӗрлӗ эреш пекех. 19Тӳпемри вакӑ чул ҫил вӗрнине чӑтаймасть; 20ҫавӑн пекех айванла шухӑшлакан шиклӗ чӗре те хӑрушлӑха чӑтаймасть.
21Куҫран ҫапакан куҫҫуль кӑларать, чӗререн ҫапакан ырату туйӑмне хускатать. 22Кайӑксене чулпа перекен вӗсене хӑратса ярать, хӑртакан тус туслӑха путарать. 23Тусна хирӗҫ хӗҫпе тӑрсассӑн шанӑҫна ан ҫухат: туслӑха каялла та тавӑрма пулать. 24Тусна хирӗҫ ҫӑвар уҫрӑн пулсассӑн ан хӑра: унпа килӗштерме те пулать. 25Хурлани-хӑртни, мӑнаҫланни, вӑрттӑнлӑха упраманни тата усал каварлӑ ӗҫ — ҫакӑ кирек мӗнле туса та сивӗтет. 26Ҫывӑх ҫыннушӑн вӑл чухӑн чухне шанчӑклӑ пул, вара вӑл пуян чухне унпа пӗрле савӑнӑн; 27хӗн-асаплӑ вӑхӑтра унпа пӗрле пул, вара унӑн еткерне пая кӗмелле пулӑн. 28Ҫулӑм тапса тухиччен кӑмакаран йӑс-пӑс тухать; ҫавӑн пекех юн тӑкӑнас умӗн харкашу тухать. 29Тус-юлташ хутне кӗме вӑтанмӑп эпӗ, унӑн куҫӗнчен тарса ҫӳремӗп; 30эхер те мана ун пирки шар курма тивсессӗн, ҫакӑн ҫинчен илтекен унран асӑрханӗ. 31Чӗлхе-ҫӑварӑма пула инкек курасран, хама чӗлхем тӗп тӑвасран вӗсене хураллама мана кам хурал парӗ, вӗсене кам ӑстӑн пичечӗпе пичетлесе лартӗ?
Currently Selected:
Сирах 22: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.