Сирах 21
21
1Ывӑлӑм! ҫылӑха кӗтӗн пулсассӑн, урӑх ҫылӑх ан хуш, ӗлӗкхи ҫылӑхусемшӗн кӗлту. 2Ҫылӑхран ҫӗленрен тарнӑ пек тар: ун патне пырсассӑн, сана сӑхать вӑл. 3Ҫылӑх шӑлӗсем — этем чунне вӗлерекен арӑслан шӑлӗсем. 4Кирек мӗнле ҫылӑх та икӗ ҫивӗчӗшлӗ хӗҫ пек: вӑл тунӑ сурана сиплейместӗн.
5Пусмӑрлани тата сӗмсӗрлӗх пуянлӑха ҫаратаҫҫӗ: мӑнаҫлӑ ҫыннӑн килӗ те ҫапла пушанса юлӗ. 6Мӗскӗн ҫын тархаслани Турӑ хӑлхине ҫитет; Унӑн тӳрӗ сучӗ васкасах ҫывӑхарать. 7Хӑйне питленине курайман ҫын ҫылӑхлӑ ҫын йӗрӗпе ҫӳрет, Ҫӳлхуҫаран хӑракан вара пӗтӗм чӗререн Ун енне ҫаврӑнать. 8Вирлӗ чӗлхеллӗ ҫынна таҫтанах палласа илетӗн; анчах та ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын вӑл ӑҫта такӑннине курса тӑрать. 9Ҫын укҫипе ҫурт лартакан — хӑйӗн вилтӑприйӗ валли чул пухакан ҫын пек.
10Ҫылӑхлӑ ҫынсен эшкерӗ — чӳпӗк купи, вӗсенӗн вӗҫӗ — вут-ҫулӑм. 11Ҫылӑхлӑ ҫынсенӗн ҫулне чул сарнӑ, унӑн вӗҫӗнче — тӗпсӗр тамӑк.
12Саккуна уякан — ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын, 13Ҫӳлхуҫаран чӑннипе хӑрама пӗлни — ӑслӑлӑх. 14Ӑнкарусӑр ҫынна вӗрентсессӗн те вӗрентеймӗн; 15анчах хурлӑх кӳрекен ӑнкарулӑх та пур. 16Ӑсчахӑн пӗлӗвӗ шыв тулнӑ евӗр ӳссе пырать, унӑн канашӗ — пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ пек. 17Айван ҫын чӗри — ҫӗмрӗк савӑт пек, вӑл нимӗнле пӗлӳ те тытса тӑраймасть. 18Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын ӑслӑ сӑмах илтет те — ӑна ырлать. Ӑна ҫӑмӑл ӑслӑ ҫын илтнӗ те — сӑмахӗ ӑна килӗшмен, вӑл ӑна хӑй хыҫне пӑрахса хӑварнӑ. 19Айван ҫын сӑмахӗ — ҫулпа пынӑ чухне йӑтса пыракан ҫӗклем пек, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын калаҫнине итлеме те кӑмӑллӑ. 20Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын калаҫнине пухура итлесшӗн пулӗҫ, унӑн сӑмахӗ ҫинчен ӑшра шухӑшласа ҫӳрӗҫ. 21Айван ҫыншӑн ӑслӑлӑх — ишӗлчӗк ҫуртпа пӗрех, унӑн пӗлӗвӗ те — тӗлсӗр-палсӑр сӑмах ҫеҫ. 22Ӑссӑр ҫыншӑн ӳкӗт — урине тӑлланӑ тӑлӑ, сылтӑм аллине сӑнчӑрланӑ сӑнчӑр. 23Кулнӑ чухне айван ҫын ахӑлтатса кулать, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын йӑл кулса илет. 24Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыншӑн ӳкӗт сӑмахӗ — ылтӑн тум пек, сылтӑм аллине илем кӳрекен хӳхӗм сулӑ пек. 25Айванӑн ури ют киле васкать, пурӑнӑҫ курнӑ ҫын ыттисенчен именет; 26ӑссӑр-тӑнсӑрри ҫын алӑкӗнчен шалалла пӑхать, этеплӗ этем тулашӗнче чарӑнса тӑрать; 27ҫын алӑкӗ патӗнче итлесе тӑни — ирсӗрлӗх, ҫавнашкал намӑссӑрла хӑтланни ырӑ ҫынна кулянтарать. 28Нумай калаҫаканӑн чӗлхи ют ҫын сӑмахне кала-кала парать, ырӑ ӑсли кашни сӑмахне виҫсе калаҫать. 29Айван ҫыннӑн чӗри — чӗлхе вӗҫӗнче, ӑсчах чӗлхи — чӗре варринче. 30Йӗркесӗр ҫын шуйттана ылханни хӑй чунне ылханниех пулать. 31Ҫын сӑмахне илтсе-сарса ҫӳрекен хӑйӗн чунне варалать, ӑна кӳршисем те курайми пулӗҫ.
Currently Selected:
Сирах 21: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.