Сирах 20
20
1Ӑшӑнта ҫилленсе ҫӳриччен куҫран калани лайӑхрах; ҫавна ӑша хывакан йӑнӑш тӑвасран сыхланать. 2Мӗнле лайӑх вӑл ҫын ӳкӗнни! 3Вӑл хӑй ирӗккӗн ҫылӑха кӗресрен хӑтӑлать. 4Сутра тӗрӗсмарлӑх ҫӗнтерме хӑтланни — хӗре хайран пӑсма ӗмӗтленнипе пӗрех. 5Хӑшӗ шарламасть те — ӑсчах пулса тухать; тепӗри ытлашши сӑмах ваклать те — курайми ҫын пулса тӑрать. 6Хӑшӗ хуравламалли сӑмахӗ ҫуккипе шарламасть; хӑшӗ хӑҫан калаҫмаллине пӗлсе калаҫмасть. 7Ӑсчахӗ вӑхӑт ҫитиччен сӑмах хускатмасть; ӑссӑр, мухтанчӑк вара вӑхӑтне пӗлмесӗр калаҫать. 8Пакӑлти — йӗрӗнтерет, хӑй ҫеҫ калаҫма тивӗҫлӗ текен ҫынна курайми пулаҫҫӗ.
9Хӑш чухне ҫыншӑн ӑнӑҫу усала, тупӑш тӑкака ҫаврӑнать. 10Ҫапла пани пур — сана вӑл нимӗнле усӑ та кӳмест, ҫапла пани те пур — тавӑрса панӑ чухне икӗ хут хушса параҫҫӗ. 11Чапшӑн мӑшкӑл тӳсни те пулать, тепӗри мӑшкӑл тӳснине пула пуҫне ҫӗклет. 12Хӑшӗ сахалпах нумай туянать, ҫавӑншӑн кайран ҫичӗ хут ытла тӳлет. 13Ӑсчахӗ евӗклӗхӗпе кӑмӑла ҫавӑрать, ухмаххин евӗклӗхӗ кӑлӑхах пулать. 14Ӑссӑр ҫын мӗн те пулин пани сана усӑ кӳмест: каялла илнӗ чухне унӑн пӗр куҫ вырӑнне — темиҫе куҫ. 15Парасса вӑл сахал парать, анчах нумай ӳпкелет, пурте илтмелле кӑшкӑрса ҫӳрет. Паян вӑл кивҫен парать, ыранах каялла ыйтать: ҫавӑн пек ҫынна кураймаҫҫӗ. 16Ӑссӑрри ҫапла калать: «манӑн тус ҫук, ырӑ ӗҫӗмсемшӗн тав тӑвакан та ҫук. Ман ҫӑкӑра ҫиекенсем чӗлхипе ҫеҫ йӑпӑлтатаҫҫӗ». 17Ҫав ҫынран нумайӑшӗ мӗн тери тӑрӑхласа кулӗ!
18Чӗлхӳне пула такӑннинчен ҫӗре такӑнса ӳкни лайӑхрах. Ҫапла усал ҫынсем часах ӳксе пӗтӗҫ. 19Кӑмӑла кайман ҫын — вырӑнсӑр каланӑ юптару; вырӑнсӑр юптару айван ҫын ҫӑварӗнчен татӑла пӗлмест. 20Ӑссӑр ҫын калакан ытарӑша сивлеҫҫӗ: вӑл ӑна хӑҫан каламаллине ӑнкармасть.
21Хӑшӗ ҫитмен пурӑнӑҫ пирки ҫылӑхран ҫӑлӑнса юлать, лӑпкӑ пурӑннине пула вӑл ӳкӗнсе асапланмӗ. 22Хӑшӗ хӑюсӑр пулнӑран чунне ҫухатать, ӑна вӑл ӑссӑрла хӑтланнипе пӗтерет. 23Хӑшӗ намӑс курасран тусне сӑмах парать те пӗр сӑлтавсӑрах ҫав ҫынран хӑй валли тӑшман туса хурать. 24Ҫыннӑн пысӑк айӑпӗ вӑл — суялӑх; тӑнсӑр ҫын чӗлхи-ҫӑварӗнче яланах суя сӑмах. 25Вӑрӑ та ялан суеҫтерекенрен аванрах; анчах вӗсем иккӗшӗ те пӗтме тивӗҫлӗ. 26Суеҫӗ хӑйне чыссӑрла тыткалать, яланлӑхах ятне ҫӗртет. 27Ӑслӑ сӑмах калакан хӑйне асла кӑларать, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын пуҫлӑхсен кӑмӑлне те каять. 28Ҫӗр ӗҫлекен хӑй капанне ӳстерет, вӑйлисене юракан тӗрӗсмарлӑха ҫӗнтерме пулӑшать. 29Сӑйлани, парне пани ӑсчахсен куҫне суккӑрлатать, ҫӑварлӑхпа ҫӑварлӑхланӑ пек, питлеме-айӑплама чарать. 30Пытанса тӑракан ӑслӑлӑх, пытарса усракан мул — ҫак икӗ япаларан мӗн усси? 31Ӑссӑрлӑхне пытарса усракан ҫын — ӑслӑлӑхне пытарса усракан ҫынран аванрах.
Currently Selected:
Сирах 20: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.