Ӳлӗмхи 9
9
1Пиллӗкӗмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — эпӗ тӳперен ҫӗр ҫине ӳкнӗ ҫӑлтӑр куртӑм; ӑна тӗпсӗр шӑтӑк уҫҫине панӑччӗ. 2Вӑл тӗпсӗр шӑтӑка уҫрӗ те, шӑтӑкран пысӑк кӑмака тӗтӗмӗ пек тӗтӗм палкаса тухрӗ; шӑтӑкран тухнӑ тӗтӗмпе хӗвел те, сывлӑш та тӗттӗмленчӗ. 3Тӗтӗм ӑшӗнчен ҫӗр ҫине хӗрлӗ шӑрчӑк тухрӗ, ӑна ҫӗр ҫинчи скорпионсен хӑвачӗ пек хӑват панӑччӗ. 4Ҫав хӗрлӗ шӑрчӑка ҫӗр ҫинчи курӑка та, нимӗнле ешӗлӳсене те, нимӗнле йывӑҫа та сиен тума хушман; ҫамки ҫине Турӑ пичечӗ пусман ҫынсене ҫеҫ сиен тума хушнӑ. 5Ӑна вӗсене вӗлерме каламан, пилӗк уйӑх хушши асаплантарма ҫеҫ хушнӑ; вӑл асаплантарни — ҫынна скорпион сӑхса асаплантарни пек. 6Ҫав кунсенче ҫынсем вилӗм шырӗҫ те — ӑна тупаймӗҫ; вилесшӗн пулӗҫ — вилӗм вӗсенчен тарӗ. 7Хӗрлӗ шӑрчӑкӗ вӑрҫа кайма хатӗрленнӗ лашасем евӗрлехчӗ; унӑн пуҫӗсем ҫинче — ылтӑн пуҫкӑшӑль пекки, пичӗ — этем пичӗ пек; 8ҫӳҫӗ — хӗрарӑм ҫӳҫӗ пек; шӑлӗсем — арӑслан шӑлӗ пек; 9хытӑ тирӗ — вӑрҫӑ тумтирӗ пек, тимӗр тумтир пек; ҫуначӗсем шавлани — темӗн чухлӗ урхамах вӑрҫа вирхӗнсе пынӑ чухне ҫар ураписем шалтӑртатнӑ пек. 10Хӳрисем — скорпион хӳри пек; хӳринче сӑнни пур; ӑна пилӗк уйӑх хушши ҫынсене сиен кӑтартса тӑма ирӗк панӑччӗ. 11Унӑн патши — тӗпсӗр вырӑн ангелӗ; ҫав ангел ячӗ еврейла — Аваддон, грекла — Аполлион#9:11 Пӗтермӗш..
12Пӗр хуйхӑ иртрӗ; акӑ ун хыҫӗнчен тата икӗ хуйхӑ килет.
13Улттӑмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — эпӗ Турӑ умӗнче ларакан ылтӑн парне вырӑнӗн тӑватӑ мӑйракинчен килекен сасса илтрӗм; 14ҫав сасӑ трупа тытнӑ улттӑмӗш ангела каларӗ: аслӑ Евфрат шывӗ хӗрринче ҫыхӑнса тӑракан тӑватӑ ангела ирӗке кӑлар, терӗ. 15Этемсен виҫҫӗмӗш пайне пӗтерме палӑртнӑ сехет валли, кун валли, уйӑх валли, ҫулталӑк валли хатӗрлесе хунӑ тӑватӑ ангела ирӗке кӑларчӗҫ. 16Утлӑ ҫарӑн йышӗ икӗ вунӑ пин хут вунӑ пинччӗ: унӑн йышне илтрӗм эпӗ. 17Хама кӑтартнине курса тӑнӑ чухне эпӗ лашасемпе вӗсене утланнисене ҫакӑн евӗрлӗ куртӑм: вӗсем ҫийӗнче вут-ҫулӑм тӗслӗ, гиацинт тата кӳкӗрт тӗслӗ вӑрҫӑ тумтирӗччӗ; лашисен пуҫӗ — арӑслан пуҫӗ пек; вӗсен ҫӑварӗнчен вут-ҫулӑм, тӗтӗм, кӳкӗрт тапа-тапа тухать. 18Вӗсен ҫӑварӗнчен тухакан ҫавӑ виҫӗ асаппа — вут-ҫулӑмпа, тӗтӗмпе, кӳкӗртпе — ҫынсен виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ; 19лашисен вӑйӗ ҫӑварӗпе хӳринчеччӗ; вӗсенӗн хӳри ҫӗлен евӗрлӗччӗ, вӗсен пуҫӗ те пурччӗ — вӗсем ҫав пуҫпа сиен турӗҫ. 20Ҫак асапсемпе вилмесӗр юлнӑ ҫынсем хӑйсен алли тунӑ ӗҫӗсемшӗн пӗрех ӳкӗнмерӗҫ, шуйттансене тата йӗрӗхсене — ылтӑнран, кӗмӗлрен, пӑхӑртан, чултан, йывӑҫран тунӑскерсене, курма та, илтме те, ҫӳреме те пултарайманскерсене — пуҫҫапма пӑрахмарӗҫ; 21ҫын вӗлернӗшӗн те, асам тунишӗн те, аскӑнланнӑшӑн та, вӑрра ҫӳренишӗн те ӳкӗнмерӗҫ.
Currently Selected:
Ӳлӗмхи 9: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.