Ҫак асапсемпе вилмесӗр юлнӑ ҫынсем хӑйсен алли тунӑ ӗҫӗсемшӗн пӗрех ӳкӗнмерӗҫ, шуйттансене тата йӗрӗхсене — ылтӑнран, кӗмӗлрен, пӑхӑртан, чултан, йывӑҫран тунӑскерсене, курма та, илтме те, ҫӳреме те пултарайманскерсене — пуҫҫапма пӑрахмарӗҫ; ҫын вӗлернӗшӗн те, асам тунишӗн те, аскӑнланнӑшӑн та, вӑрра ҫӳренишӗн те ӳкӗнмерӗҫ.