Ӳлӗмхи 8
8
1Путек ҫиччӗмӗш пичете хӑпӑтса илсессӗн, тӳпере пӗр ҫур сехет пек шӑплӑх тӑчӗ. 2Эпӗ Турӑ умӗнче тӑракан ҫичӗ ангела куртӑм; вӗсене ҫичӗ трупа панӑччӗ. 3Тата тепӗр ангел килчӗ те ылтӑн тӗтӗркӗч тытса парне вырӑнӗ умне тӑчӗ; мӗнпур сӑваплӑ ҫынсен кӗллипе пӗрле аслӑ пукан умӗнчи ылтӑн парне вырӑнӗ ҫине хумашкӑн ӑна темӗн чухлӗ фимиам панӑччӗ. 4Сӑваплӑ ҫынсен кӗллипе пӗрле фимиам тӗтӗмӗ ангел аллинчен Турӑ умне ҫӗкленчӗ. 5Унтан ангел тӗтӗркӗчне илчӗ те, ӑна парне вырӑнӗ ҫинчи вут-кӑварпа тултарса, ҫавна ҫӗр ҫине тӑкрӗ — вара аслати авӑтни, кӗрлени илтӗнсе кайрӗ, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, ҫӗр кисренчӗ.
6Ҫичӗ трупа тытса тӑракан ҫичӗ ангел трупапа кӑшкӑртма хатӗрленчӗ.
7Акӑ пӗрремӗш ангел трупине кӑшкӑртса ячӗ те — ҫӗр ҫине, юнпа хутӑшса, пӑрпа вут-ҫулӑм ҫурӗ; йывӑҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ ҫунса кайрӗ, ешӗл курӑк пӗтӗмпех ҫунса пӗтрӗ.
8Иккӗмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — вут-ҫулӑм хыпса илнӗ пысӑк ту евӗрлӗскерӗ тинӗсе ӳкрӗ, тинӗсӗн виҫҫӗмӗш пайӗ юн пулса тӑчӗ, 9тинӗсре пурӑнакансен мӗн чӗрри виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ, карапсен те виҫҫӗмӗш пайӗ арканчӗ.
10Виҫҫӗмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — тӳперен ҫутаткӑҫ евӗрлӗ ҫунакан пысӑк ҫӑлтӑр персе анчӗ; вӑл юханшывсен, ҫӑлкуҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ ҫине ӳкрӗ. 11Ҫав ҫӑлтӑр Эрӗм ятлӑччӗ; вара шывсен виҫҫӗмӗш пайӗ эрӗм пек пулса тӑчӗ; шывсем йӳҫӗ пулнӑран темӗн чухлӗ ҫын вилсе пӗтрӗ.
12Тӑваттӑмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — хӗвелӗн виҫҫӗмӗш пайӗ, уйӑхӑн виҫҫӗмӗш пайӗ, ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайӗ сӳнчӗ; ҫапла вара вӗсенӗн виҫҫӗмӗш пайӗ тӗттӗмленчӗ; ӗнтӗ кун та, каҫ та хӑйсен ҫутин виҫҫӗмӗш пайне ҫухатрӗҫ. 13Унтан эпӗ тӳпере ҫӳлте вӗҫсе пыракан пӗр ангела куртӑм, вӑл хыттӑн кӑшкӑрнине илтрӗм, вӑл: хуйхӑ, хуйхӑ, юлашки виҫӗ ангел трупапа кӑшкӑртса ярсассӑн ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хуйхӑ ҫитӗ — вӗсем халь-халь кӑшкӑртса яраҫҫӗ! терӗ.
Currently Selected:
Ӳлӗмхи 8: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.