Ӳлӗмхи 19
19
1Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳпере йышлӑ халӑх савӑнӑҫлӑн шавланӑ евӗрлӗ сасӑ илтрӗм; ҫав сасӑ каларӗ: аллилуия! ҫӑлӑнӑҫпа мухтав, хисеппе хӑват пирӗн Турӑра! 2Унӑн сучӗсем чӑн, тӳрӗ: ытла та аскӑн арӑма — аскӑнлӑхӗпе пӗтӗм ҫӗре пӑснӑ арӑма — Вӑл айӑпа хӑварчӗ, Хӑйӗн чурисенӗн юнне унран шыраса илчӗ, терӗ. 3Иккӗмӗш хут каларӗҫ: аллилуия! Унӑн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗрех тухса тӑрать, терӗҫ. 4Вара ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ҫынпа тӑватӑ чӗрчун: аминь! аллилуия! тесе, патша пуканӗ ҫинче ларакан Турра ӳксе пуҫҫапрӗҫ. 5Унтан патша пуканӗ енчен ҫапла калакан сасӑ илтӗнчӗ: Турӑ чурисем, Унран хӑраса тӑракансем, кӗҫӗнни те, асли те, пурте хамӑр Туррӑмӑра мухтӑр! терӗ. 6Эпӗ вара йышлӑ халӑх шавӗ пек, нумай шыв кӗрленӗ пек, хӑватлӑ аслати кӗмсӗртетнӗ пек сасӑ илтрӗм; ҫав сасӑ каларӗ: аллилуия! Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа Турӑ патшана ларчӗ! 7Савӑнар, хӗпӗртенер! Ӑна мухтавлар: Путек туйӗ ҫитрӗ, Унӑн арӑмӗ туя хатӗр тӑрать: 8ӑна ҫап-ҫутӑ таса виссон тӑхӑнтартнӑ, терӗ. (Виссон вӑл сӑваплӑ ҫынсен тасалӑхӗ пулать.) 9Унтан ангел мана каларӗ: «Путек туйне чӗннӗ ҫынсем телейлӗ» тесе ҫырса хур. Мана тата каларӗ: ҫаксем Туррӑн чӑн сӑмахӗсем, терӗ. 10Ӑна пуҫҫапасшӑн эпӗ унӑн ури умне ӳкрӗм. Анчах вӑл мана ҫапла каларӗ: асту, кун пек ан ту. Эпӗ — сана тата Иисус Христос ҫинчен пӗлтерсе тӑракан тӑванусене пулӑшса тӑраканӗ ҫеҫ. Эсӗ Турра пуҫҫап: Иисус ҫинчен Хыпар пӗлтерекенӗ пророкла калать, терӗ.
11Унтан эпӗ тӳпе уҫӑлса кайнине куртӑм — акӑ шурӑ лаша, ӑна Утланни Шанчӑклӑ ятлӑ, Чӑнни ятлӑ. Вӑл тӳрӗ сут тӑвать, тӗрӗс вӑрҫӑ вӑрҫать. 12Унӑн куҫӗсем — вут ҫулӑмӗ пек, пуҫӗнче — темӗн чухлӗ пуҫкӑшӑль; Ун ҫине ят ҫырса хунӑ, ӑна Хӑйсӗр пуҫне никам та пӗлмест. 13Вӑл юнпа пӗвеннӗ тумтир тӑхӑннӑ. Унӑн ячӗ — Турӑ Сӑмахӗ. 14Ун хыҫҫӑн шурӑ лашасем утланнӑ, шап-шурӑ виссон тӑхӑннӑ ҫӳлти ҫарсем пыраҫҫӗ. 15Халӑхсене пӗтермешкӗн Унӑн ҫӑварӗнчен ҫивчӗ хӗҫ тухса тӑрать; Вӑл вӗсене тимӗр туяпа кӗтет; Вӑл Пурне те Тытса Тӑракан Туррӑн хаяр ҫиллин эрехне урипе таптаса кӑларать. 16Унӑн тумтирӗ ҫине, Унӑн пӗҫҫи ҫине ят ҫырса хунӑ: патшасенӗн Патши, хуҫасенӗн Ҫӳлхуҫи тесе ҫырнӑ. 17Эпӗ тата тепӗр ангела куртӑм — вӑл хӗвел ҫинче тӑратчӗ; вӑл тӳпере ҫӳлте вӗҫекен мӗнпур кайӑка хыттӑн кӑшкӑрса каларӗ: вӗҫсе килӗр, Туррӑн каҫхи аслӑ апатне пухӑнӑр: 18патшасен виллисене, вӑйлисен виллисене, пинпӳсен виллисене, лашасен виллисене, вӗсене утланнӑ ҫынсен виллисене, ирӗклисен тата чурасен виллисене, кӗҫӗннисен тата аслисен виллисене ҫиме пуҫтарӑнӑр! терӗ.
19Эпӗ ӗнтӗ тискер кайӑка, ҫӗр ҫинчи патшасене, вӗсенӗн ҫарӗсене куртӑм — вӗсем лаша ҫинче Лараканпа, Унӑн ҫарӗпе ҫапӑҫма пухӑннӑ. 20Тискер кайӑка ярса тытрӗҫ, унпа пӗрле суя пророка та тытрӗҫ — тискер кайӑк умӗнче ҫав суя пророк кӗтретсем кӑтартнӑ, ҫапла вӑл тискер кайӑк паллине йышӑннисене, унӑн сӑнне пуҫҫапакансене илӗртсе улталанӑ. Вӗсене иккӗшне те кӳкӗртпе ҫунакан вутлӑ кӳлле чӗрӗллех пӑрахрӗҫ. 21Ыттисене лаша ҫинче Лараканӑн ҫӑварӗнчен тухакан хӗҫпе вӗлерсе пӗтерчӗҫ; вӗсен виллисемпе мӗнпур вӗҫен кайӑк тӑранчӗ.
Currently Selected:
Ӳлӗмхи 19: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.