Bible App logo
Search Icon

Ӳлӗмхи 18

18
1Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳперен анакан урӑх ангела куртӑм. Вӑл пысӑк влаҫ илнӗскерччӗ, унӑн мухтавлӑхӗпе ҫӗр ҫуталса кайрӗ. 2Вӑл хыттӑн кӑшкӑрса хӑватлӑ каларӗ: пӗтрӗ аслӑ Вавилон, пӗтрӗ! вӑл, аскӑнчӑк, шуйттансен килӗ, тӗрлӗ таса мар сывлӑшсен йӑви, тӗрлӗ таса мар, йӗрӗнчӗк кайӑксенӗн йӑви пулса тӑчӗ, 3мӗншӗн тесессӗн пур халӑхсене те аскӑнлӑхӗн хаяр эрехне ӗҫтерсе ӳсӗрӗлтерчӗ; ҫӗр ҫинчи патшасем те унпа аскӑнчӗҫ; унӑн чаплӑ пурӑнӑҫӗпе ҫӗр ҫинчи купсасем пуянланчӗҫ, терӗ.
4Унтан эпӗ тӳперен тепӗр сасӑ илтрӗм; вӑл каларӗ: эй халӑхӑм, ун патӗнчен тух, сирӗн унӑн ҫылӑхне хутшӑнмалла ан пултӑр, унӑн асапне курмалла ан пултӑр: 5унӑн ҫылӑхӗсем тӳпенех ҫитрӗҫ, Турӑ унӑн усал ӗҫӗсене аса илчӗ. 6Хӑвӑра мӗн кӑтартнӑшӑн тавӑрса парӑр ӑна, ӗҫӗсене кура икӗ хут ытла тавӑрӑр; хӑвӑр валли хатӗрленӗ эрех куркинех ӑна икӗ хут хӑватлӑрах эрех ярса парӑр. 7Мӗн чухлӗ мухтанчӗ, мӗн чухлӗ киленчӗ, ӑна ҫавӑн чухлӗ асаппа хуйхӑ кӑтартӑр; вӑл хӑй ӑшӗнче: «эпӗ патшара ларатӑп, эпӗ — тӑлӑх арӑм мар, хуйхӑ курмӑп!» теет. 8Ҫавӑнпа асап та, вилӗм те, куҫҫуль те, выҫлӑх та ун патне пӗр кунрах килсе ҫитӗ; ӑна вутпа ҫунтарса ярӗҫ: ӑна сут тӑвакан Ҫӳлхуҫа Турӑ хӑватлӑ, терӗ.
9Ҫӗр ҫинчи патшасем вара — унпа аскӑнланса, киленсе пурӑннӑскерсем — ӑна ҫунтаракан вут-ҫулӑма курсассӑн уншӑн уласа йӗрсе ярӗҫ, 10вӑл мӗнле асапланнине аякран сехӗрленсе пӑхса тӑрӗҫ те кӑшкӑрса ярӗҫ: «эй аслӑ хула, хуйхӑ ҫитрӗ сана, эй хӑватлӑ хула Вавилон, хуйхӑ ҫитрӗ сана! сана сут тӑвасси пӗр сехетрех ҫитрӗ!» тейӗҫ.
11Ҫӗр ҫинчи купсасем те уншӑн уласа йӗрӗҫ: ӗнтӗ вӗсен таварне никам та туянмасть, 12ылтӑн-кӗмӗл япала, хаклӑ йышши чул, ӗнчӗ-ахах, хаклӑ виссон, хӗрхӗлтӗм пусма, пурҫӑн, йӑмӑх хӗрлӗ пусма, ырӑ шӑршӑллӑ тӗрлӗ йышши йывӑҫ, сӑлан шӑмминчен тунӑ тӗрлӗ япала, хаклӑ йывӑҫран, пӑхӑртан, тимӗртен, мрамортан тунӑ тӗрлӗ япала, 13корицӑпа фимиам, мирӑпа латӑн, эрехпе йывӑҫ ҫӑвӗ, ҫӑнӑх, тулӑ, выльӑх-чӗрлӗх, сурӑх, лаша, урапа, этем ӳчӗ, этем чунӗ туянакан никам та ҫук. 14Санӑн кӑмӑлна килекен ҫимӗҫсем пӗтрӗҫ ӗнтӗ, пӗтӗм капӑрлӑху, чаплӑху санран аякка кайрӗ, эсӗ ӗнтӗ ӑна тупаймӑн, тейӗҫ. 15Ҫакна сутса тӑнисем, ҫав арӑм урлӑ пуйса пурӑннисем вӑл мӗнле асапланнине аякран сехӗрленсе пӑхса тӑрӗҫ, кӑшкӑрса та ӗсӗклесе йӗрӗҫ: 16«аслӑ хула, сана хуйхӑ ҫитрӗ! виссон та хӗрхӗлтӗм, хӗрлӗ тум тӑхӑннӑскер, ылтӑнпа, хаклӑ чулпа, ахах-ӗнчӗпе капӑрланнӑскер! 17Мӗн тӗрлӗ пуянлӑху самантра пӗтсе ларчӗ!» тейӗҫ.
Карап ҫӳретекенсем, караппа пыракансем, карап ҫинче ӗҫлекенсем, тинӗс ҫинче суту-илӳ тӑвакансем пурте аякка тӑчӗҫ те 18вут-ҫулӑмпа ҫунакан аслӑ хула тӗтӗмне курса кӑшкӑрсах каларӗҫ: ҫак аслӑ хулапа мӗнле хула танлашайтӑр? терӗҫ. 19Пуҫӗ ҫине кӗл сапса, уласа йӗрсе, ӗсӗклесе кӑшкӑрчӗҫ вӗсем: эй аслӑ хула, хуйхӑ, хуйхӑ ҫитрӗ сана! тинӗсре карап тытакансем санӑн мулупа пуйса ҫитнӗччӗ; эсӗ пӗр самантра пушанса юлтӑн! 20Эй тӳпе, савӑн! Эй сӑваплӑ апостолсем, пророксем, эсир те савӑнӑр: Турӑ ӑна сирӗншӗн тавӑрса пачӗ! терӗҫ.
21Унтан пӗр вӑйлӑ ангел пысӑк арман чулӗ евӗрлӗ чул илчӗ те ӑна тинӗсе пӑрахса каларӗ: Вавилона, аслӑ хулана, ҫапла вӑркӑнтарӗҫ — вара вӑл пулмӗ те. 22Урамусенче кӗсле калани те, юрӑ юрлани те, шӑхлич калани те, трупа кӑшкӑртни те илтӗнмӗ урӑх; пӗр ӑста та тупаймӑн унта, вӗсен ӗҫӗсене те кураймӑн; арман чулӗн сассине те илтеймӗн. 23Унта ҫутаткӑҫ ҫути курӑнмӗ урӑх, каччӑпа хӗр сассине те унта илтес ҫук, мӗншӗн тесессӗн санӑн патӑнти купсасем улпута тухса кайрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн хӑвӑн асамупа эсӗ халӑхсене пурне те аташтартӑн. 24Сан патӑнта пророксенӗн, сӑваплӑ ҫынсенӗн, ҫӗр ҫинче вӗлернӗ мӗнпур ҫыннӑн юнӗ тупӑнчӗ, терӗ.

Currently Selected:

Ӳлӗмхи 18: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in