YouVersion Logo
Search Icon

Ӳлӗмхи 17

17
1Ҫичӗ курка тытнӑ ҫичӗ ангелтан пӗри пычӗ те мана ҫапла каларӗ: ҫывӑхарах кил! эпӗ сана нумай юханшыв хӗрринче ларакан аскӑнран та аскӑн арӑма сут тунине кӑтартам, 2унпа ҫӗр ҫинчи патшасем аскӑнланчӗҫ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем ун аскӑнлӑхӗн эрехне ӗҫсе ӳсӗрӗлетчӗҫ, терӗ. 3Мана, Сывлӑш ҫавӑрса илнӗскере, пушхире илсе кайрӗ; эпӗ унта хӗрлӗ тискер кайӑк ҫинче ларакан арӑма куртӑм, тискер кайӑкӗ ҫичӗ пуҫлӑччӗ, вунӑ мӑйракаллӑччӗ, хӑй Турра хурлакан ятсемпе витӗннӗччӗ. 4Арӑм хӗрхӗлтӗм те хӗрлӗ тумтир тӑхӑннӑ, ылтӑнпа, хаклӑ йышши чулсемпе, ӗнчӗпе эрешленнӗ, аллине хӑйӗн аскӑн ӗҫӗн ирсӗрлӗхӗпе тасамарлӑхне туллиех тултарнӑ ылтӑн курка тытнӑ. 5Ҫамки ҫине ят, вӑрттӑн ят, ҫырса хунӑ: «Аслӑ Вавилон — ҫӗр ҫинчи аскӑн хӗрарӑмсен, йӗрӗнчӗксен амӑшӗ» тенӗ. 6Пӑхатӑп та — ҫав арӑм сӑваплӑ ҫынсен юнне, Иисус ҫинчен каласа пӗлтерекен ҫынсен юнне ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ. Ҫав арӑма курсан эпӗ тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм. 7Ангел мана каларӗ: эсӗ мӗншӗн тӗлӗнетӗн? эпӗ сана ҫак арӑмӑн тата вӑл ларса ҫӳрекен ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ тискер кайӑкӑн вӑрттӑнлӑхне каласа парӑп. 8Эсӗ курнӑ тискер кайӑк вӑл пурччӗ, халӗ ҫук; вӑл тӗпсӗр вырӑнтан тухӗ те пӗтме кайӗ; ҫӗр ҫинче пурӑнакансем — ячӗсене тӗнче пуҫланнӑранпа чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырманнисем — тискер кайӑк пур ҫӗртен ҫук пулса тӑнине, унтан каллех килнине курсассӑн тӗлӗнӗҫ. 9Кунта ӑслӑлӑха пӗлсе ҫитнӗ ӑс кирлӗ. Ҫичӗ пуҫ — арӑм ларакан ҫичӗ ту, 10ҫав вӑхӑтрах вӑл ҫичӗ патшана та пӗлтерет: вӗсенчен пиллӗкӗшӗ пӗтрӗҫ, пӗри пур, тепӗри — ҫиччӗмӗшӗ — килмен-ха; килсессӗн те вӑл нумаях тӑмӗ. 11Пур ҫӗртен ҫук пулса тӑнӑ тискер кайӑк — саккӑрмӗш, вӑл — ҫиччӗшӗнчен пӗриех, вӑл пӗтме кайӗ. 12Эсӗ курнӑ вунӑ мӑйрака вунӑ патшана пӗлтерет; вӗсем патшалӑх илмен-ха; тискер кайӑкпа пӗрле вӗсем пӗр сехет хушши патша пулӗҫ. 13Вӗсенӗн пӗр тӗллев, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен вӑйне, хӑйсен ирӗкне тискер кайӑка парӗҫ. 14Вӗсем Путекпе вӑрҫӑ вӑрҫӗҫ, Путек вӗсене ҫӗнтерӗ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл — хуҫасенӗн Ҫӳлхуҫи, патшасенӗн Патши; тата Унпа пӗрле — чӗннисем, суйласа илнисем, шанчӑклисем, терӗ. 15Мана татах каларӗ: эсӗ аскӑн арӑм ларакан ҫӗрте курнӑ юханшывсем вӗсем — этемсем, халӑхсем, йӑхсем, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ӑрусем. 16Эсӗ курнӑ тискер кайӑкӑн вунӑ мӑйраки аскӑн арӑма курайми пулӗ, вӗсем ӑна тустарса тухӗҫ, ҫарамас хӑварӗҫ, ӳтне ҫисе ярӗҫ, ӑна вутра ҫунтарса ярӗҫ: 17Турӑ вӗсен чӗрине Хӑй ирӗкне пурӑнӑҫлантарас енне сулӑнтарнӑ, ҫав ирӗке пурӑнӑҫлантарса, Турӑ сӑмахӗсем вырӑна килсе пӗтиччен вӗсен патшалӑхне тискер кайӑк аллине памалла тунӑ. 18Эсӗ курнӑ арӑм ҫӗр ҫинчи патшасенӗн патши пулса тӑракан аслӑ хула пулать, терӗ.

Currently Selected:

Ӳлӗмхи 17: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in