Ӳлӗмхи 16
16
1Унтан эпӗ Турӑ Ҫуртӗнчен хытӑ сасӑ илтрӗм, вӑл ҫичӗ ангела каларӗ: кайӑр та Турӑ ҫиллине тултарнӑ ҫичӗ куркана ҫӗр ҫине тӑкӑр, терӗ. 2Пӗрремӗш ангел кайрӗ те хӑй куркине ҫӗр ҫине тӑкрӗ — вара тискер кайӑк палли пур ҫынсене, унӑн сӑнне пуҫҫапакансене хӑрушла асаплантаракан, пӳрленсе тӑракан йӗрӗнмелле суран сӑрса илчӗ.
3Иккӗмӗш ангел хӑй куркине тинӗс ҫине тӑкрӗ те — тинӗс вилнӗ ҫын юнӗ пек пулса тӑчӗ, тинӗсре мӗн чӗрри пӗтӗмпех вилсе пӗтрӗ.
4Виҫҫӗмӗш ангел хӑй куркине юханшывсене, ҫӑлкуҫсене тӑкрӗ, унта та юн пулса тӑчӗ. 5Эпӗ шывсен ангелӗн сассине илтрӗм, вӑл каларӗ: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ тӳрӗ! Эсӗ пур, Эсӗ яланах пулнӑ, Эсӗ таса, Эсӗ тӗрӗс сут тӑватӑн: 6вӗсем сӑваплӑ ҫыннусен, пророксен юнне тӑкрӗҫ, ҫавӑншӑн Эсӗ вӗсене юн ӗҫтертӗн: вӗсем ҫавна тивӗҫлӗ, терӗ. 7Унтан эпӗ парне вырӑнӗ енчен тепӗри каланине илтрӗм, вӑл: эй Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа Турӑ! Санӑн сутусем чӑн, тӗрӗс, терӗ.
8Тӑваттӑмӗш ангел хӑй куркине хӗвел ҫине тӑкрӗ — ӗнтӗ хӗвеле хӑйӗн вут-ҫулӑмӗпе ҫунтарма ирӗк панӑччӗ. 9Вара ҫынсене тӳсмелле мар шӑрӑх ҫунтарса-ӗнтсе тӑчӗ, анчах вӗсем ӳкӗнмерӗҫ, Турра мухтамарӗҫ, ҫак асапсене тума ирӗк пур Туррӑн ятне хурларӗҫ.
10Пиллӗкӗмӗш ангел хӑй куркине тискер кайӑкӑн аслӑ пуканӗ ҫине тӑкрӗ те — унӑн патшалӑхӗ сӗмлӗхе путрӗ. Асапланнӑран вӗсем чӗлхине ҫырта-ҫырта тӑчӗҫ, 11хӑйсем пӗрех ӳкӗнмерӗҫ, хӑйсен асапӗсемшӗн, хӑйсен суранӗсемшӗн вӗсем ҫӳлти Турра хурларӗҫ.
12Улттӑмӗш ангел хӑй куркине аслӑ Евфрат юханшывне тӑкрӗ те — унти шыв типсе ларчӗ. Ҫапла хӗвел тухӑҫӗ енчи патшасемшӗн ҫул уҫӑлчӗ. 13Унтан эпӗ аҫтаха ҫӑварӗнчен, тискер кайӑк ҫӑварӗнчен тата суя пророк ҫӑварӗнчен тухакан шапа евӗрлӗ виҫӗ таса мар сывлӑш куртӑм: 14вӗсем — шуйттан сывлӑшӗсем, хӑват тӑвакансем; вӗсем тӗнчери ҫӗр ҫинчи пур патшана та Пурне те Тытса Тӑракан Туррӑн аслӑ кунӗнче вӑрҫӑ вӑрҫма пухасшӑн тухаҫҫӗ.
15«Акӑ Эпӗ вӑрӑ пек систермесӗр пыратӑп: ӳт ирсӗрне ан курччӑр, ҫарамас пулас мар тесе, ҫывӑрмасӑр, хӑй тумтирне сыхлакан ҫын телейлӗ».
16Патшасене вӑл еврейла Армагеддон теекен вырӑна пуҫтарчӗ.
17Ҫиччӗмӗш ангел хӑй куркине сывлӑша сапрӗ те — тӳпери Турӑ Ҫуртӗнчи аслӑ пукан патӗнчен хӑватлӑ сасӑ, — «Пулса ҫитрӗ!» тени, — илтӗнсе кайрӗ. 18Вара ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, аслати авӑтрӗ, сасӑсем кӗрлерӗҫ, ҫӗр кисренчӗ, ун пекки ҫӗр ҫинче этем пурӑна пуҫланӑранпа та пулман. Ҫав тери хытӑ чӗтренчӗ! Хӑрушла чӗтренчӗ! 19Вара аслӑ хула виҫӗ пая саланса кайрӗ, суя тӗнлӗ халӑхсен хулисем пӗтрӗҫ. Турӑ аслӑ Вавилон ҫинчен аса илчӗ те ӑна Хӑй ҫилли хаярлӑхӗн эрехне тултарнӑ курка пачӗ. 20Пур утрав та тарчӗ, тусем те ҫухалчӗҫ, 21ҫынсем ҫине тӳперен талант#16:21 Тӑватӑ пӑт. пысӑкӑш пӑр ҫурӗ; пӑр ҫапнипе пулнӑ асапшӑн ҫынсем Турра хурларӗҫ: асапӗ питӗ хӑрушӑччӗ.
Currently Selected:
Ӳлӗмхи 16: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.