YouVersion Logo
Search Icon

Ӳлӗмхи 15

15
1Эпӗ тӳпере тата тепӗр тӗлӗнмелле аслӑ паллӑ — юлашки ҫичӗ асапа тытса тӑракан ҫичӗ ангела — куртӑм; ҫав асапсем хыҫҫӑн Туррӑн ҫилли вӗҫленмеллеччӗ. 2Малтан эпӗ вутпа-ҫулӑмпа хутӑштарнӑ кӗленче тинӗс пек тинӗс куртӑм. Ҫав кӗленче тинӗс ҫинче вара тискер кайӑка, унӑн сӑнне, унӑн паллине, унӑн ячӗн шутне ҫӗнтерекенсем Турӑ кӗслисене тытса тӑраҫҫӗ. 3Вӗсем Турӑ чури Моисей юррине, Путек юррине юрлаҫҫӗ: эй Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Санӑн ӗҫӳсем аслӑ, тӗлӗнмелле! Эй сӑваплисенӗн Патши, Санӑн ҫулусем таса та тӗрӗс! 4Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Санран кам хӑрамӗ, Санӑн ятна кам мухтамӗ? Пӗр Эсӗ анчах таса: пур халӑхсем те Сан умна килсе Сана пуҫҫапӗҫ — ӗнтӗ Санӑн сутусем ҫитрӗҫ, теҫҫӗ.
5Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ пӑхрӑм та — акӑ тӳпере Турӑ Ҫурчӗ, кӗлӗ чатӑрӗ, уҫӑлса кайрӗ. 6Турӑ Ҫуртӗнчен ҫичӗ асап тытса тӑракан ҫичӗ ангел тухрӗ; вӗсем тап-таса, ҫап-ҫутӑ тумтир тӑхӑннӑ, кӑкӑрӗ ҫинчен ылтӑн пиҫиххи ҫыхнӑ. 7Тӑватӑ чӗрчунран пӗри ҫичӗ ангела ҫичӗ ылтӑн курка пачӗ; куркисене ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнакан Туррӑн ҫиллине тултарнӑ. 8Вара Турӑ мухтавлӑхӗнчен, Унӑн хӑватӗнчен Турӑ Ҫуртне тӗтӗм тулчӗ. Ҫичӗ ангелри ҫичӗ асап пулса пӗтмесӗр Турӑ Ҫуртне никам та кӗреймерӗ.

Currently Selected:

Ӳлӗмхи 15: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in