YouVersion Logo
Search Icon

Ӳлӗмхи 14

14
1Татах пӑхрӑм та — акӑ Сион тӑвӗ ҫинче Путек тӑрать, Унпа пӗрле — ҫамки ҫине Унӑн ятне тата Ун Ашшӗн ятне ҫырса хунӑ ҫынсем ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫын. 2Тӳперен сасӑ илтӗнчӗ — кӗрленкӗ шавӗ пек, аслати авӑтнӑ пек сасӑ; эпӗ тата кӗслеҫӗсем кӗсле каланине аса илтерекен сасӑ илтрӗм: 3вӗсем аслӑ пукан умӗнче, тӑватӑ чӗрчунпа ватӑ ҫынсем умӗнче ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ. Ҫак юрра ҫӗр ҫинчен ҫӑлса илнӗ ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫынсӑр пуҫне урӑх никам та вӗренеймерӗ. 4Вӗсем — хӗрарӑмпа вараланман ҫынсем, таса халлӗн пурӑнса ирттернисем; Путек кирек ӑҫта кайсан та вӗсем Ун хыҫӗнчен пыраҫҫӗ. Вӗсене ҫынсем хушшинчен Турӑпа Путек валли чӑн малтан ҫӑлса илнӗ. 5Вӗсен чӗлхи-ҫӑварӗнче чеелӗх ҫук: Туррӑн аслӑ пуканӗ умӗнче вӗсем айӑпсӑр.
6Унтан эпӗ тӳпе варрипе вӗҫсе пыракан тепӗр ангела куртӑм; унӑн ҫӗр ҫинче пурӑнакансене — пур йӑха та, пур ӑрӑва та, пур тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсене те, пур халӑхсене те — Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн ӗмӗрлӗх Евангели пурччӗ. 7Вӑл хыттӑн каларӗ: Турӑран хӑрӑр, Ӑна мухтавлӑр: Унӑн сут тӑвас вӑхӑчӗ ҫитрӗ; тӳпепе ҫӗре, тинӗспе ҫӑлкуҫсене Пултаракана пуҫҫапӑр, терӗ. 8Ун хыҫӗнчен тепӗр ангел ҫапла каласа пычӗ: пӗтрӗ Вавилон, аслӑ хула, пур халӑхсене те хӑйӗн аскӑн ӗҫӗн хаяр эрехне ӗҫтерсе ӳсӗртнӗшӗн пӗтрӗ! терӗ. 9Вӗсен хыҫӗнчен тата виҫҫӗмӗш ангел хыттӑн ҫапла каласа пычӗ: тискер кайӑка е унӑн сӑнне кам пуҫҫапать, хӑй ҫамки ҫине е хӑй алли ҫине паллӑ ларттарать, 10ҫавӑ Турӑ ҫилли куркинче хатӗрленӗ эрехе — Турӑ хаярлӑхӗн эрехне — нимӗн хутӑштармасӑр ӗҫӗ; ӑна сӑваплӑ ангелсем умӗнче, Путек умӗнче вут-ҫулӑмпа кӳкӗрт ӑшӗнче асаплантарӗҫ. 11Вӗсен асапӗн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗрех тухса тӑрӗ; тискер кайӑкпа унӑн сӑнне пуҫҫапакансем, унӑн ячӗн паллине йышӑнакансем кунӗн-ҫӗрӗн канлӗх курмӗҫ, терӗ. 12Кунта Турӑ хушнине туса, Иисуса ӗненсе пурӑннӑ святойсен чӑтӑмлӑхӗ кирлӗ.
13Эпӗ каллех тӳперен сасӑ илтрӗм, вӑл мана каларӗ: ҫапла ҫырса хур: «паянтан вара Ҫӳлхуҫана ӗненсе вилекенсем телейлӗ». Сывлӑш калать: «чӑнахах вӗсем хӑйсен ӗҫӗсенчен канӗҫ, вӗсен ӗҫӗсем хӑйсен хыҫӗнченех пыраҫҫӗ» тет, терӗ.
14Унтан пӑхрӑм та — акӑ ҫутӑ пӗлӗт, пӗлӗт ҫинче Этем Ывӑлӗ евӗрлӗскерӗ ларать; Унӑн пуҫӗнче — ылтӑн пуҫкӑшӑль, аллинче — ҫивӗч ҫурла. 15Тепӗр ангел Турӑ Ҫуртӗнчен тухрӗ те пӗлӗт ҫинче Ларакана хытӑ сасӑпа каларӗ: ҫурлана яр та вырса тух: вырас вӑхӑт ҫитнӗ, ҫӗр ҫинче тырӑ ӗлкӗрнӗ, терӗ. 16Пӗлӗт ҫинче Ларакан ҫурлине ҫӗр ҫине пӑрахрӗ те, ҫӗр вырӑнса тухрӗ. 17Тӳпери Турӑ Ҫуртӗнчен тепӗр ангел тухрӗ, унӑн та ҫивчӗ ҫурла пурччӗ. 18Тата тепӗр ангел тухрӗ, вӑл, вут-ҫулӑма хӑй ирӗкӗнче тытса тӑраканскер, парне вырӑнӗ патӗнчен тухрӗ те ҫивчӗ ҫурла тытса тӑраканнине хыттӑн кӑшкӑрса каларӗ: ҫивчӗ ҫурлуна яр та ҫӗр ҫинчи иҫӗм ҫырли ҫупкӑмӗсене касса тух — ун ҫинчи ҫырла пиҫсе ҫитнӗ, терӗ. 19Ангел ҫурлине ҫӗр ҫине пӑрахрӗ те ҫӗр ҫинчи иҫӗм ҫырлине касса тухрӗ, унтан ӑна Турӑ ҫиллин пысӑк юхтаркӑчне тӑкрӗ. 20Ҫырла хула тулашӗнчи юхтаркӑчра таптанчӗ, юхтаркӑча тулса тӑкӑнакан юн лаша йӗвенӗ таран хӑпарчӗ, пин те ултҫӗр стадие#14:20 300 ҫухрӑма яхӑн. сарӑлчӗ.

Currently Selected:

Ӳлӗмхи 14: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in