Вӗсен хыҫӗнчен тата виҫҫӗмӗш ангел хыттӑн ҫапла каласа пычӗ: тискер кайӑка е унӑн сӑнне кам пуҫҫапать, хӑй ҫамки ҫине е хӑй алли ҫине паллӑ ларттарать, ҫавӑ Турӑ ҫилли куркинче хатӗрленӗ эрехе — Турӑ хаярлӑхӗн эрехне — нимӗн хутӑштармасӑр ӗҫӗ; ӑна сӑваплӑ ангелсем умӗнче, Путек умӗнче вут-ҫулӑмпа кӳкӗрт ӑшӗнче асаплантарӗҫ. Вӗсен асапӗн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗрех тухса тӑрӗ; тискер кайӑкпа унӑн сӑнне пуҫҫапакансем, унӑн ячӗн паллине йышӑнакансем кунӗн-ҫӗрӗн канлӗх курмӗҫ, терӗ.