YouVersion Logo
Search Icon

Филиппӑ ҫыннисене 4

4
1Эй ытарайми юратнӑ тӑванӑмсем, эсир — манӑн савӑнӑҫ, эсир — манӑн пуҫкӑшӑль, Ҫӳлхуҫана ҫирӗп ӗненсе тӑрӑр.
2Еводийӑна тархаслатӑп, Синтихийӑна та тархаслатӑп: Ҫӳлхуҫа вӗренекенӗсем пек, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр. 3Эй шанчӑклӑ ӗҫтешӗм, сана та тархаслатӑп, пулӑшчӗ вӗсене, Ырӑ Хыпар сарнӑ чухне вӗсем манпа пӗрле, Климентпа пӗрле, манпа ӗҫлекенсемпе ыттисемпе пӗрле те тӑрӑшрӗҫ, ӗнтӗ вӗсен ячӗсене чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырса хунӑ.
4Ҫӳлхуҫапа пӗрле пулнӑшӑн яланах савӑнӑр, татах калатӑп: савӑнӑр. 5Сирӗн йӑвашлӑхӑра пур ҫын та пӗлсе тӑтӑр. Ҫӳлхуҫа ҫывӑхрах. 6Нимӗншӗн те ан чӑрманӑр; кӗлтунӑ чухне те, ыйтнӑ чухне те кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра тав туса каласа парӑр, 7вара Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парса, Христоспа пӗрлештерсе сирӗн чун-чӗрӗре, сирӗн ӑстӑнӑра сыхласа усрӗ.
8Эй тӑванӑмсем, эсир ӗнтӗ чӑнни ҫинчен ҫеҫ, ултавсӑрри, тӗрӗсси, таси ҫинчен ҫеҫ, кӑмӑлли, чапли, ырри, мухтавли ҫинчен ҫеҫ шухӑшлӑр. 9Манран мӗне вӗрентӗр, мӗн йышӑнтӑр, мӗн илтрӗр, мӗн куртӑр — ҫавна туса тӑрӑр, вара канӑҫлӑх паракан Турӑ сирӗнпе пӗрле пулӗ.
10Эпӗ, Ҫӳлхуҫапа пӗрлешнӗскер, эсир маншӑн каллех тӑрӑшма пуҫланишӗн питӗ савӑнтӑм; эсир унччен те тӑрӑшаттӑр, анчах майсӑр вӑхӑтсем кансӗрлерӗҫ сире. 11Ҫакна эпӗ ҫитмен пурӑнӑҫ пирки каламастӑп: эпӗ хамӑн мӗн пуррипе ҫырлахма вӗреннӗ; 12эпӗ ҫукпа та пурӑнма пӗлетӗп, ытлашши пур чухне те пурӑнма пӗлетӗп; эпӗ пурне те, пур тӗрлине те хӑнӑхса ҫитнӗ, тутӑ пулма та, выҫӑ тӑма та, ытлашши пур чухне пурӑнма та, ҫитменнипе пурӑнма та хӑнӑхнӑ. 13Хама тӗрек паракан Иисус Христос пулӑшнипе эпӗ пурне те тума пултаратӑп. 14Ҫапах эсир мана йывӑрлӑхра пулӑшса аван турӑр. 15Эй Филиппӑ ҫыннисем, эсир хӑвӑр та пӗлетӗр: эпӗ Ырӑ Хыпар пӗлтерме пуҫланӑ чухне, Македони витӗр тухсассӑн, сирӗнсӗр пуҫне мана пӗр ӗненекен ушкӑн та ҫавӑн пек пулӑшмарӗ, вӗсемпе манӑн хушшӑмра парасси-илесси пулмарӗ; 16манӑн ҫитменнине кура, эсир Фессалоникие те пӗр-икӗ хут та пулӑшу пара-пара ятӑр. 17Ҫакна эпӗ хама пулӑшу партарасшӑн каламастӑп; ҫакӑн пек пулӑшу сире усӑ кӳтӗрччӗ тетӗп. 18Эпӗ пурне те илтӗм, манӑн ӗнтӗ ытлашшипех пур; эсир Епафродитран парса янине илсессӗн манӑн кӑмӑлӑм тулчӗ; ку вӑл — ырӑ шӑршӑллӑ, питех те кӑмӑллӑ, Турра юрӑхлӑ парне. 19Ӗнтӗ манӑн Туррӑм Хӑйӗн тулӑх пуянлӑхне кура Христос Иисус урлӑ сире мӗн кирлине пурне те парса тӑрӗ. 20Хамӑрӑн Атте Туррӑмӑра ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав пултӑр! Аминь.
21Иисус Христос урлӑ тасалнисене пурне те салам калӑр. Манпа пӗрле пурӑнакан тӑванӑмӑрсем сире салам яраҫҫӗ. 22Сире пур сӑваплӑ ҫынсем, пуринчен ытла кесарь ҫуртӗнчисем, салам яраҫҫӗ.
23Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗнпе пурсӑрпа та пултӑр. Аминь.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in