1
Филиппӑ ҫыннисене 4:6
БИБЛИ
CHB
Нимӗншӗн те ан чӑрманӑр; кӗлтунӑ чухне те, ыйтнӑ чухне те кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра тав туса каласа парӑр
Compare
Explore Филиппӑ ҫыннисене 4:6
2
Филиппӑ ҫыннисене 4:7
вара Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парса, Христоспа пӗрлештерсе сирӗн чун-чӗрӗре, сирӗн ӑстӑнӑра сыхласа усрӗ.
Explore Филиппӑ ҫыннисене 4:7
3
Филиппӑ ҫыннисене 4:8
Эй тӑванӑмсем, эсир ӗнтӗ чӑнни ҫинчен ҫеҫ, ултавсӑрри, тӗрӗсси, таси ҫинчен ҫеҫ, кӑмӑлли, чапли, ырри, мухтавли ҫинчен ҫеҫ шухӑшлӑр.
Explore Филиппӑ ҫыннисене 4:8
4
Филиппӑ ҫыннисене 4:13
Хама тӗрек паракан Иисус Христос пулӑшнипе эпӗ пурне те тума пултаратӑп.
Explore Филиппӑ ҫыннисене 4:13
5
Филиппӑ ҫыннисене 4:4
Ҫӳлхуҫапа пӗрле пулнӑшӑн яланах савӑнӑр, татах калатӑп: савӑнӑр.
Explore Филиппӑ ҫыннисене 4:4
6
Филиппӑ ҫыннисене 4:19
Ӗнтӗ манӑн Туррӑм Хӑйӗн тулӑх пуянлӑхне кура Христос Иисус урлӑ сире мӗн кирлине пурне те парса тӑрӗ.
Explore Филиппӑ ҫыннисене 4:19
7
Филиппӑ ҫыннисене 4:9
Манран мӗне вӗрентӗр, мӗн йышӑнтӑр, мӗн илтрӗр, мӗн куртӑр — ҫавна туса тӑрӑр, вара канӑҫлӑх паракан Турӑ сирӗнпе пӗрле пулӗ.
Explore Филиппӑ ҫыннисене 4:9
8
Филиппӑ ҫыннисене 4:5
Сирӗн йӑвашлӑхӑра пур ҫын та пӗлсе тӑтӑр. Ҫӳлхуҫа ҫывӑхрах.
Explore Филиппӑ ҫыннисене 4:5
9
Филиппӑ ҫыннисене 4:12
эпӗ ҫукпа та пурӑнма пӗлетӗп, ытлашши пур чухне те пурӑнма пӗлетӗп; эпӗ пурне те, пур тӗрлине те хӑнӑхса ҫитнӗ, тутӑ пулма та, выҫӑ тӑма та, ытлашши пур чухне пурӑнма та, ҫитменнипе пурӑнма та хӑнӑхнӑ.
Explore Филиппӑ ҫыннисене 4:12
10
Филиппӑ ҫыннисене 4:11
Ҫакна эпӗ ҫитмен пурӑнӑҫ пирки каламастӑп: эпӗ хамӑн мӗн пуррипе ҫырлахма вӗреннӗ
Explore Филиппӑ ҫыннисене 4:11