Филиппӑ ҫыннисене 3
3
1Эй тӑванӑмсем, Ҫӳлхуҫапа пӗрле пулнӑшӑн савӑнӑр. Ҫакна ҫырасси маншӑн йывӑр ӗҫ мар, сирӗншӗн вӑл усӑллӑ пулӗ.
2Йытта тухнӑ ҫынсенчен сыхланӑр, усал ӗҫ тӑвакансенчен сыхланӑр, ӳт кастарассинчен те сыхланӑр. 3Чӑннипе ӳт кастарнисем — эпир вӑл: эпир Турӑшӑн чунпа тӑрӑшатпӑр, Христос Иисуспа мухтанатпӑр, ӳте шанмастпӑр. 4Шанас тесессӗн эпӗ ӳте те шанма пултарӑттӑм. Кам та пулин ӳте шанма шухӑшлать пулсассӑн, манӑн ун пек тумашкӑн йӳтӗмӗ те ытларах: 5ӳтӗме саккӑрмӗш кун каснӑ, эпӗ — Израиль йӑхӗ, Вениамин тӑхӑмӗ, еврейрен ҫуралнӑ еврей, саккун тӗлӗшӗнчен — фарисейччӗ, 6Туррӑн ӗненекен ушкӑнне хаяррӑн хӗсӗрлекен ҫынччӗ, саккун хушнине тӑвас тӗлӗшпе вара — айӑпсӑр ҫынччӗ. 7Ҫакна, хамӑншӑн калама ҫук паха шутланаканнине, Христоса пула эпӗ сиен кӳрекенни вырӑнне ҫеҫ хутӑм. 8Христос Иисуса, хамӑн Ҫӳлхуҫамӑма, пӗлни пуринчен те паха иккенне кура, эпӗ ыттине нимӗн вырӑнне те хумастӑп: || эпӗ Уншӑн нимӗнсӗр юлтӑм, ҫакна пурне те ҫӳпӗ вырӑнне ҫеҫ хуратӑп — манӑн Христоса ҫеҫ тупасчӗ, 9манӑн Унпа пӗрлешесчӗ — саккун умӗнчи тӳрӗлӗхӗмпе мар, Христоса ӗненни урлӑ ҫитекен тӳрӗлӗхпе, ӗненнӗшӗн Турӑ паракан тӳрӗлӗхпе пӗрлешесчӗ; 10Ӑна, Вӑл чӗрӗлсе тӑнийӗн хӑватне пӗлсе ҫитесчӗ, Унӑн асапне пая кӗрсе, Ун евӗрлӗ вилсе 11вилнисемпе пӗрле чӗрӗлсе тӑрасчӗ. 12Ҫапла каласа эпӗ тӑвассине туса ҫитертӗм теместӗп, пур тӗлӗшпе те ырӑ пулса ҫитрӗм теместӗп; эпӗ пур тӗлӗшпе те ырра тухасчӗ тесе тӑрӑшатӑп: мана Христос Иисус ҫавӑн пек пулма чӗнсе илнӗ те. 13Эй тӑванӑмсем, эпӗ хама пур тӗлӗшпе те ырра тухнӑ ҫын вырӑнне хумастӑп, хам ку таранччен ырӑ тунине манса, аванран аван пулма васкатӑп, 14ҫитес ҫӗре ҫитесшӗн, Христос Иисус урлӑ Турӑран ҫӳлти мухтавлӑ ята илесшӗн тӑрӑшатӑп. 15Ҫавӑнпа ӗнтӗ пирӗн хушшӑмӑрти чи ырӑ ҫыннӑн та ман пек шухӑшлас пулать; эсир урӑхла шухӑшлатӑр пулсассӑн, Турӑ сире ҫакна та пӗлтерӗ. 16Эпир ӗнтӗ мӗнле шая ҫитрӗмӗр, ҫав шайпах шухӑшлар, ҫав йӗркепех пурӑнар.
17Эй тӑванӑмсем, эсир ман пек пулма тӑрӑшӑр, пирӗн пек пурӑнакансенчен курса пурӑнӑр. 18Нумайӑшӗ Христос хӗресӗн тӑшманӗсем пек пурӑнать — вӗсем ҫинчен эпӗ сире тӑтӑшах калаттӑмччӗ, халӗ ӗнтӗ куҫҫулӗпе йӗрсе калатӑп: 19вӗсем пӗтӗҫ, вӗсенӗн турри — хырӑм, вӗсем намӑс ӗҫпе мухтанаҫҫӗ: вӗсене ҫӗр ҫинчи анчах шухӑшлаттарать. 20Эпир — ҫӳлте пурӑнасскерсем, Ҫӑлакан, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр та ҫавӑнтан килессе кӗтсе тӑратпӑр эпир. 21Вӑл пурне те ҫӗнтерсе, Хӑйне пӑхӑнтаракан хӑвачӗпе пирӗн хурлӑхлӑ ӳтӗмӗре улӑшӑнтарса, Хӑйӗн мухтавлӑ ӳчӗ евӗрлӗ тӑвӗ.
Currently Selected:
Филиппӑ ҫыннисене 3: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.