YouVersion Logo
Search Icon

Филиппӑ ҫыннисене 2

2
1Эсир ӗнтӗ Христос вӗрентнӗ пек пӗр-пӗрне лӑплантаратӑр пулсан, пӗр-пӗрне юратнипе савӑнса пурӑнатӑр пулсан, пӗр-пӗринпе чун-чӗререн хутшӑнатӑр пулсан, сирӗн ҫынна хӗрхенесси, ҫыншӑн хуйхӑрасси пулсан, 2манӑн савӑнӑҫӑма тата туллирех тӑвӑсӑрччӗ: сирӗн шухӑшӑрсем пӗр пулччӑр, пӗр-пӗрне юратӑр, пӗр чунлӑ, пӗр шухӑшлӑ пулӑр; 3нимӗне те тупӑшса е мухтанса ан тӑвӑр, йӑваш ӑслӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр. 4Кашнийӗ пӗр хӑйӗншӗн ҫеҫ мар, ыттисемшӗн те тӑрӑштӑр. 5Сирӗн кӑмӑлӑр Христос Иисус кӑмӑлӗ пек пултӑр. 6Вӑл пур тӗлӗшпе те Турӑпа тан пулнӑ, ҫавӑнпа Хӑй Турӑпа тан пулнине вӑрласа тунӑ ӗҫ вырӑнне хуман; 7чура пек пулса, этем евӗрлӗ пулса, пӑхма та этем пекех курӑнса, Хӑйне Хӑй кӗҫӗне хӑварнӑ. 8Вӑл Хӑйне Хӑй тем таранччен йӑвашлатса хӗрес ҫинчи вилӗмпе вилмелле пуличченех пӑхӑнса тӑнӑ. 9Ҫавӑнпа Турӑ Ӑна вӗҫӗмсӗр асла кӑларнӑ, Ӑна пур ятран та чаплӑ ят панӑ: 10ҫӳлтисем те, ҫӗр ҫинчисем те, ҫӗр айӗнчисем те Иисус ятне асӑнса пуҫҫапчӑр, 11Атте Турӑ мухтавӗшӗн Иисус Христоса пур чун та Ҫӳлхуҫа тесе калатӑр тенӗ.
12Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир яланах итлекенччӗ — манӑн умра анчах мар, тата ытларах халӗ, эпӗ сирӗнпе мар чухне, — хӑвӑра ҫӑласшӑн хӑраса та чӗтресе тӑрӑшӑр: 13Турӑ сирӗн ӑшӑра Хӑй ырӑ шухӑш кӗртет, ӑна пурӑнӑҫлама вӑй та парать. 14Пурне те пӗр ӳпкелемесӗр, иккӗленмесӗр тӑвӑр, 15-16вара эсир айӑпсӑр, таса пулатӑр, пуҫтах та пӑсӑлнӑ ӑру хушшинче Турӑ ачисем пек айӑпсӑр пулатӑр, пӗтекенсене пурӑнӑҫ сӑмахӗ ҫинчен вӗрентсе, эсир ҫав халӑх хушшинче ӗнтӗ тӗнчене ҫутатса тӑракан ҫутӑсем пек ҫутӑлса тӑратӑр — || эпӗ тӑрӑшни, эпӗ ӗҫлени усӑсӑр пулмарӗ. 17Эсир ӗненни — Турра кӳрекен парне, эхер те манӑн юнӑм ҫав парне ҫине сапӑнмалла пулсассӑн, эпӗ савӑнӑп, сирӗнпе пӗрле хӗпӗртенӗп; 18ҫавӑншӑн эсир те савӑнӑр, манпа пӗрле хӗпӗртенӗр.
19Эсир епле пурӑннине пӗлсе чунӑма пусармашкӑн эпӗ Иисус Ҫӳлхуҫамӑр пулӑшнипе кӗҫех сирӗн пата Тимофее яма ӗмӗтленетӗп. 20Сирӗншӗн ун пекех чунтан-вартан тӑрӑшакан манӑн урӑх никам та ҫук: 21пурте хӑйсене кирлине шыраҫҫӗ, Иисус Христоса юрӑхлине шырамаҫҫӗ; 22Тимофей шанчӑклине эсир хӑвӑр пӗлетӗр: Ырӑ Хыпар сармашкӑн вӑл мана ывӑлӗ ашшӗне пулӑшнӑ пек пулӑшса тӑчӗ. 23Ҫапла ӗнтӗ, хама мӗн пулассине пӗлсенех, эпӗ ӑна сирӗн пата ярӑп тесе ӗмӗтленсе тӑратӑп. 24Ҫӳлхуҫамӑр пулӑшнипе хам та сирӗн пата часах ҫитессе шанса тӑратӑп. 25Халӗ эпӗ сирӗн пата Епафродит тӑванӑма — хампа пӗрле ӗҫлекене, хама пулӑшакана — ярас терӗм, ӑна эсир хӑвӑр ман патӑма мана пулӑшса тӑма янӑччӗ. 26Вӑл ҫав тери сире курасшӑнччӗ; хӑй чирли ҫинчен сирӗн пата хыпар ҫитнӗшӗн те питӗ хуйхӑрчӗ. 27Чӑнах та, вӑл вилес пекех чирленӗччӗ; Турӑ ӑна хӑтарчӗ, ӑна анчах мар, мана хама та хуйхӑ ҫине хуйхӑ курасран хӑтарчӗ. 28Ҫавӑнпа эпӗ ӑна васкасах сирӗн пата ятӑм та, сирӗн ӑна тепре курса савӑнмалла пултӑр, хамӑн хуйхӑм та пусӑрӑнтӑр терӗм. 29Эсир ӗнтӗ ӑна Ҫӳлхуҫашӑн савса, чун-чӗререн хапӑл тӑвӑр, ун пеккисене хисеплесе тӑрӑр: 30вӑл Христос ӗҫӗшӗн пурӑнӑҫне те хӗрхенмерӗ: эсир мана пулӑшса ҫитерейменнине тӑвас тесе вӑл вилес патнех ҫитнӗччӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in