YouVersion Logo
Search Icon

Филиппӑ ҫыннисене 1

1
1Иисус Христос чурисем Павелпа Тимофей — Христос Иисус урлӑ тасалнӑ Филиппӑри ҫынсене пурне те, вӗсемпе пӗрле епископӗсене те, дьяконӗсене те: 2хамӑрӑн Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.
3Сире асӑнмассерен эпӗ Туррӑма тав тӑватӑп, 4кӗлтунӑ чухне ялан сирӗншӗн пуриншӗн те савӑнса кӗлтӑватӑп: 5эсир пире чи малтанхи кунран пуҫласа халичченех Ырӑ Хыпар сарма пулӑшса тӑратӑр; 6ҫав ырӑ ӗҫе сирӗнте Пуҫласа Яраканӗ ӑна Иисус Христос кунӗ тӗлне туса ҫитерӗ тесе шанса тӑратӑп эпӗ. 7Эпӗ сирӗн ҫинчен урӑхла шухӑшлама та пултараймастӑп, эсир яланах манӑн чӗремре: тӗрмере-и эпӗ е Ырӑ Хыпара хӳтӗлетӗп-и, унӑн чӑнлӑхне кӑтартса паратӑп-и — эпӗ сире пурсӑра та хампа пӗрле тивлет илнисем тесе асра тытса тӑратӑп. 8Турӑ курать: эпӗ сире пурсӑра та Иисус Христос юратнӑ пек юрататӑп; 9сирӗншӗн Турра кӗлтӑватӑп: эсир пӗлнӗҫемӗн пӗлекен, пурне те тарӑннӑн куракан пулса пынӑ май сирӗн юратӑвӑр ӳснӗҫемӗн ӳссе пытӑрччӗ. 10Мӗн аваннине пӗлсе пурӑнса, Христос кунӗ таса ҫын, улталанман ҫын пулӑсӑрччӗ; 11Турра асла, мухтава кӑлармашкӑн Иисус Христос урлӑ сӑваплӑ ӗҫ нумай тумалла пулӑсӑрччӗ тетӗп.
12Эй тӑвансем, эпӗ сире ҫакна пӗлтересшӗн: эпӗ хӗн курни Ырӑ Хыпара тата ӑнӑҫлӑрах сарӑлма пулӑшать; 13эпӗ Христосшӑн тӗрмере ларнине кермен хуралҫисем те, ыттисем те пурте пӗлеҫҫӗ. 14Ҫӳлхуҫана ӗненекен тӑванӑмӑрсем те нумайӑшӗ, эпӗ тӗрмере ларнипе хавхаланса, Турӑ Сӑмахне тата хӑюллӑрах, пӗр хӑрамасӑр вӗренте пуҫларӗҫ. 15Чӑн, Христос ҫинчен вӗрентессе хӑшӗсем кӗвӗҫсе те тупӑшса вӗрентеҫҫӗ; тепӗрисем вара ырӑ кӑмӑлпа вӗрентеҫҫӗ, 16кусем ӗнтӗ Турӑ мана Ырӑ Хыпара хӳтӗлеме тӑратнине пӗлсе, юратса вӗрентеҫҫӗ. 17Тепӗрисем вара манӑн тӗрмери пурӑнӑҫа йывӑрлатас шухӑшпа, хӑйшӗн кӑна тӑрӑшса, Христос ҫинчен таса мар кӑмӑлпа вӗрентеҫҫӗ. 18Мӗнех вара? Христос ҫинчен вӗрентнӗшӗн — кӑмӑлтан вӗрентсен те, кӑмӑлтан вӗрентмесен те — эпӗ савӑнса тӑратӑп, малашне те савӑнӑп: 19эсир кӗлтунипе, Иисус Христосӑн Сывлӑшӗ пулӑшса тӑнипе ҫакӑ мана хӑтарасса эпӗ пӗлсе тӑратӑп, 20эпӗ ҫакна питӗ кӗтетӗп. || Намӑса юлмасса шанса тӑратӑп, эпӗ халӗ те унчченхи пекех хӑюллӑн та уҫҫӑн вӗрентӗп, ман урлӑ — пурӑнӑҫӑмпа-и, вилӗмӗмпе-и — Христос асла тухӗ. 21Маншӑн пурӑнӑҫ вӑл — Христос, апла вилӗм те маншӑн — ырӑлӑх. 22Манӑн ҫапла ӑнӑҫлӑ ӗҫлемешкӗн тата пурӑнмалла пулсассӑн, мӗн суйласа илмеллине те пӗлместӗп. 23Мана пӗри те, тепӗри те туртать: эпӗ пурӑнӑҫран уйӑрӑлса Христоспа пӗрле пуласшӑн, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ — темӗнрен те паха; 24анчах эпӗ пурӑнни сирӗншӗн усӑллӑ. 25Эпӗ ҫакӑн пирки иккӗленместӗп те, пӗлсех тӑратӑп: эпӗ сирӗнпе пӗрле юлӑп, сирӗнпе пӗрле пурӑнӑп, сире эпӗ ҫирӗп ӗненмешкӗн, ҫапла ӗненсе савӑнӑҫ тупмашкӑн пулӑшӑп, 26эпӗ сирӗн пата тепӗр хут пырсан, мана пула сирӗн Христос Иисуспа тата ытларах мухтанмалла пултӑр. 27Анчах Христос ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпара тивӗҫлӗ пурӑнӑр; сире хам пырса курас пулсассӑн та, пыраймасассӑн та, манӑн сирӗн ҫинчен: «вӗсем ҫирӗп тытӑнса тӑраҫҫӗ, пӗр шухӑшпа, пурте пӗрле Евангели тӗнӗшӗн кӗрешеҫҫӗ, 28хирӗҫ тӑракансенчен пачах та хӑрамаҫҫӗ» тенине илтмелле пултӑр; эпир ҫапла хӑюллӑ пулни вӗсем пӗтессине, эсир ҫӑлӑнассине пӗлтерет: ҫакӑ вӑл Турӑран килет. 29Христосшӑн сире Ӑна ӗненме кӑна мар, Уншӑн асапланма та май панӑ; 30эсир ӗнтӗ эпӗ унччен сирӗн патӑрта кӗрешнӗ пек кӗрешетӗр. Хӑвӑрах пӗлетӗр — эпӗ халӗ те ҫапла тӑватӑп.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in