1
Марк ҫырнӑ Евангели 5:34
БИБЛИ
CHB
Иисус ӑна каланӑ: хӗрӗм! ху ӗненни ҫӑлчӗ сана; лӑпланса каях ӗнтӗ, чирӗнтен хӑтӑлса сывлӑхлӑ пул, тенӗ.
Compare
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 5:34
2
Марк ҫырнӑ Евангели 5:25-26
Пӗр хӗрарӑм — юн кайнипе вуникӗ ҫул асапланаканскер, тӗрлӗ эмелҫӗсем патне ҫӳресе нумай хӗн курнӑскер, хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне пӗтерсе те пӗр усӑ та курманскер, ӗнтӗ тата ытларах япӑхланса кайнӑскер
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 5:25-26
3
Марк ҫырнӑ Евангели 5:29
Ҫавӑнтах унӑн юн кайма чарӑннӑ та, вӑл чиртен сывалнине пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйса илнӗ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 5:29
4
Марк ҫырнӑ Евангели 5:41
Хӗрачана аллинчен тытса: талифа? куми?! тет. Куҫарсассӑн ку: «хӗрӗм, сана калатӑп, тӑр» тени пулать.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 5:41
5
Марк ҫырнӑ Евангели 5:35-36
Вӑл ҫапла каланӑ вӑхӑтрах синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен пырса каланӑ: хӗрӳ вилчӗ; Вӗрентекене мӗншӗн чӑрмантаратӑн тата? тенӗ. Иисус ҫав сӑмахсене илтсенех синагога пуҫлӑхне: ан хӑра, ӗнен ҫеҫ, тенӗ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 5:35-36
6
Марк ҫырнӑ Евангели 5:8-9
Мӗншӗн тесессӗн Иисус ӑна: усал сывлӑш, ҫак ҫын ӑшӗнчен тух! тенӗ. Вара унран: эсӗ мӗн ятлӑ? тесе ыйтнӑ. Лешӗ ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ легион ятлӑ, мӗншӗн тесессӗн эпир нумаййӑн, тенӗ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 5:8-9