Марк ҫырнӑ Евангели 2
2
1Темиҫе кунран Иисус каллех Капернаума таврӑннӑ, Вӑл килне килни ҫинчен ҫийӗнчех хыпар сарӑлнӑ. 2Часах халӑх пырса тулнӑ, ӗнтӗ алӑк патӗнче те вырӑн пулман; Вӑл вӗсене Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ. 3Ун патне тӑваттӑн шалкӑм ҫапнӑ пӗр ҫынна ҫӗклесе пынӑ; 4халӑх нумай пулнӑран вӗсем Иисус ҫывӑхне пырайман, ҫавӑнпа вӗсем ҫурт виттине сирнӗ те, маччине уҫса, шалкӑм ҫапнӑ ҫынна вырттарнӑ вырӑнӗпех Иисус умне антарнӑ. 5Иисус, вӗсем ҫав тӗрлӗ ӗненнине курса, шалкӑм ҫапнӑ ҫынна ҫапла калать: ачам! санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ, тет. 6Ҫавӑнта хӑш-пӗр кӗнекеҫӗсем те ларнӑ, вӗсем хӑйсен ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: 7мӗнле Вӑл ҫапла Турра хурлать! Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне ҫылӑха кам каҫарма пултартӑр? 8Иисус Хӑйӗн Сывлӑшӗпе, вӗсем хӑйсен ӑшӗнче ҫапла шухӑшланине пӗлсе, вӗсене каланӑ: мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта ҫапла шухӑшлатӑр? 9Хӑшӗ ҫӑмӑлтарах? шалкӑм ҫапнӑ ҫынна: «санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ» теме-и? е: «тӑр та вырӑнна ил те кай» теме-и? 10Сире Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма ирӗк пуррине пӗлтермешкӗн, тенӗ те Вӑл, унтан шалкӑм ҫапнӑ ҫынна ҫапла калать: 11сана калатӑп — тӑр та вырӑнна ил те кай, тет. 12Лешӗ ҫав самантрах, пурин куҫӗ умӗнчех тӑнӑ та хӑйӗн выртнӑ вырӑнне илсе тухса кайнӑ; вара пурте, тӗлӗнсе кайса, Турра мухтанӑ: кунашкаллине эпир нихӑҫан та курманччӗ, тенӗ.
13Иисус каллех тинӗс хӗррине тухнӑ; пӗтӗм халӑх Ун патне пынӑ, Вӑл вӗсене вӗрентнӗ. 14Иртсе пынӑ чухне Вӑл Алфей ывӑлне Левие, куланай пухмалли вырӑнта лараканскере, курнӑ та ӑна: Ман хыҫҫӑн пыр, тет. Лешӗ тӑнӑ та Ун хыҫҫӑн кайнӑ. 15Пӗррехинче Иисус ун килӗнче апат ҫинӗ чухне Унпала, Унӑн вӗренекенӗсемпе пӗрле тата куланай пухакансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсем те ӗҫсе-ҫисе ларнӑ — вӗсем нумаййӑн пулнӑ, Ун хыҫҫӑн ҫӳренӗ. 16Иисус куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле апатланнине курсассӑн, кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем Унӑн вӗренекенӗсене каланӑ: епле-ха Вӑл куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет? тенӗ. 17Ҫакна илтсессӗн Иисус калать вӗсене: эмелҫӗ сыввисене мар, чирлисене кирлӗ; Эпӗ сӑваплисене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнтерсе чӗнме килнӗ, тет.
18Иоанн вӗренекенӗсемпе фарисейсен вӗренекенӗсем типӗ тытнӑ. Вӗсем Иисус патне пыраҫҫӗ те ҫапла калаҫҫӗ: Иоанн вӗренекенӗсем те, фарисейсен вӗренекенӗсем те типӗ тытаҫҫӗ, Санӑн вӗренекенӳсем мӗншӗн типӗ тытмаҫҫӗ? теҫҫӗ. 19Иисус вӗсене каланӑ: туй ачисем кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне типӗ тытӗҫ-и? Кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне вӗсем типӗ тытмаҫҫӗ; 20акӑ вӗсенчен кӗрӳ каччине туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫав кунсенче типӗ тытӗҫ вара. 21Никам та кивӗ тумтир ҫине ҫӗнӗ пир саплӑк лартмасть: ун пек саплӑк кивӗ пире тӑпӑлтарса кӑларӗ те, шӑтӑкӗ тата пысӑкрах пулӗ. 22Ҫӗнӗ эрехе те никам та кивӗ сӑран хутаҫа тултармасть: апла тусассӑн ҫӗнӗ эрех кивӗ сӑран хутаҫа ҫурса ярӗ те, эрехӗ те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ; ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултарас пулать, тенӗ.
23Пӗррехинче шӑматкун Иисусӑн тырӑ пуссипе иртсе пымалла пулнӑ; ҫула май Унӑн вӗренекенӗсем пучах тата-тата илнӗ. 24Вара фарисейсем Ӑна каланӑ: пӑх-ха! мӗн хӑтланаҫҫӗ вӗсем шӑматкун? тума юраманнине тӑваҫҫӗ, тенӗ. 25Вӑл вӗсене каланӑ: пӗрре Давид хӑй те, унпа пӗрле пулнӑ ҫынсем те выҫӑ аптӑрасассӑн мӗн туни ҫинчен нихӑҫан та вуламан-им эсир? 26Епле вӑл, аслӑ священник Авиафар вӑхӑтӗнче Турӑ Ҫуртне кӗрсе, священниксемсӗр пуҫне урӑх никамӑн та ҫиме юраман парне ҫӑкӑрӗсене хӑй те ҫинӗ, хӑйпе пӗрле пулнӑ ҫынсене те панӑ, тенӗ. 27Тата каланӑ вӗсене: шӑматкуна ҫыншӑн тунӑ, ҫынна шӑматкуншӑн туман; 28ҫавӑнпа Этем Ывӑлӗ — шӑматкун хуҫи те, тенӗ.
Currently Selected:
Марк ҫырнӑ Евангели 2: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.