Марк ҫырнӑ Евангели 1
1
1Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос ҫинчен пӗлтернӗ Евангели пуҫламӑшӗ: 2пророксен кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «акӑ Эпӗ Санӑн умӑнтан Хамӑн ангелӑма яратӑп, вӑл Сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ». 3«Пушхирте кӑшкӑрса чӗнекенӗн сасси илтӗнет: Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлӗр, Ун валли сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр» тенӗ.
4Вара Иоанн килнӗ. Пушхирте вӑл ҫылӑх каҫарттармашкӑн ҫылӑхран ӳкӗнсе шыва кӗме вӗрентнӗ. 5Ун патне пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчен те, Иерусалим хулинчен те халӑх пыма пуҫланӑ; вӑл вӗсене ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнтерсе Иордан шывӗнче шыва кӗртнӗ. 6Иоанн вӑл тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ, ҫиессе хӗрлӗ шӑрчӑк тата кайӑк хурт пылӗ ҫисе пурӑннӑ. 7Вӑл ҫапла каласа вӗрентнӗ: ман хыҫҫӑн манран Хӑватли килет, эпӗ, пӗшкӗнсе, Унӑн ури сыррин чӗнне салтма та тивӗҫлӗ мар; 8эпӗ сире шывпа тӗне кӗртрӗм, Вӑл сире Таса Сывлӑшпа тӗне кӗртӗ, тенӗ.
9Ҫав кунсенче Галилейӑри Назарет хулинчен Иоанн патне Иисус та пынӑ, Иоанн Ӑна Иорданра шыва кӗртнӗ. 10Шывран тухнӑ чухне Иоанн тӳпе уҫӑлса кайнине, Сывлӑш кӑвакарчӑн пек курӑнса Ун ҫине аннине курнӑ. 11Тата тӳперен: «Эсӗ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Сан ҫинче» тесе каланӑ сасӑ илтӗннӗ.
12Ҫавӑн хыҫҫӑнах Сывлӑш Иисуса пушхире илсе кайнӑ. 13Пушхирте Вӑл тискер кайӑксем хушшинче хӗрӗх кун пурӑннӑ; унта Ӑна шуйттан сӑнанӑ; Ӑна ангелсем ӗҫлесе тӑнӑ.
14Иоана тытса панӑ хыҫҫӑн Иисус Галилейӑна пынӑ та Турӑ Патшалӑхӗн Ырӑ Хыпарӗ ҫинчен вӗрентсе ҫӳренӗ, 15Вӑл ҫапла каланӑ: ӗнтӗ вӑхӑт ҫитрӗ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫывӑхарчӗ: ӳкӗнӗр, Евангелие ӗненӗр, тенӗ.
16Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррипе иртсе пынӑ чухне тинӗсе тетел яракан Симонпа унӑн шӑллӗне Андрее курнӑ: вӗсем пулӑҫӑсем пулнӑ. 17Иисус вӗсене каланӑ: Ман хыҫҫӑн пырӑр, Эпӗ сире ҫын тытакан тӑвӑп, тенӗ. 18Вӗсем вара ҫав самантрах тетелӗсене пӑрахса хӑварса Ун хыҫҫӑн кайнӑ. 19Кӑштах малалла кайсассӑн, Вӑл Зеведей ывӑлӗсене Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана курнӑ, кусем те кимӗ ҫинче тетелӗсене юсаса тӑнӑ; 20ҫавӑн чухнех вӗсене те чӗннӗ. Вӗсем вара хӑйсен ашшӗне Зеведее тарҫисемпе пӗрле кимӗ ҫинче хӑварса Ун хыҫҫӑн кайнӑ.
21Вӗсем Капернаума ҫитеҫҫӗ; унта Вӑл пӗрремӗш шӑматкунах синагогӑна пырать те вӗренте пуҫлать. 22Вӑл мӗнле вӗрентнинчен тӗлӗннӗ: Вӑл вӗсене кӗнекеҫӗсем пек мар, хӑватлӑн вӗрентнӗ. 23Вӗсен синагогинче усал ернӗ ҫын пулнӑ, ҫавӑ кӑшкӑрса янӑ: 24эй Назарет Иисусӗ! Санӑн пирӗн ҫумра мӗн ӗҫ пур? Эсӗ пире пӗтерме килнӗ! эпӗ Эсӗ камне пӗлетӗп: Эсӗ — Туррӑн Святойӗ, тенӗ. 25Иисус ӑна чарса каланӑ: чарӑн, тух ун ӑшӗнчен, тенӗ. 26Вара усал сывлӑш ҫав ҫынна чӗтрентерсе, тискерле кӑшкӑрса ун ӑшӗнчен тухнӑ. 27Пурте сехӗрленсе ӳксе пӗр-пӗринчен ҫапла ыйтнӑ: мӗн ку? хӑватлӑ ҫӗнӗ вӗрентӳ-и? Вӑл усал сывлӑшсене хушать те, лешӗсем Ӑна пӑхӑнаҫҫӗ, тенӗ. 28Вара часах Ун ҫинчен пӗтӗм Галилея таврашне чап сарӑлнӑ.
29Синагогӑран тухсанах вӗсем Иаковпа тата Иоанпа пӗрле Симонпа Андрей килне пынӑ. 30Симон хунямӑшӗ тар чирӗпе выртнӑ пулнӑ; ҫийӗнчех Иисуса ун ҫинчен каласа параҫҫӗ. 31Вӑл ун патне пынӑ та ӑна аллинчен тытса ҫӗклесе тӑратнӑ; вара тар чирӗ тӳрех иртсе кайнӑ, хӗрарӑм ӗнтӗ вӗсене пӑха пуҫланӑ. 32Каҫ пулсассӑн, хӗвел аннӑ вӑхӑтра, Ун патне чирлисене, усал ернисене илсе пыма пуҫланӑ. 33Пӗтӗм хула халӑхӗ алӑк умне пуҫтарӑннӑ. 34Вӑл тӗрлӗ чирпе хӗн куракансене нумайӑшне сыватнӑ; усалсене нумайӑшне хӑваласа кӑларнӑ; усалсене Вӑл Хӑй Христос иккенне пӗлнине калама чарнӑ.
35Вӑл ирхине ирех тӑрса тухнӑ та ҫын ҫук ҫӗре кайнӑ, унта кӗлтунӑ. 36Симон тата унпа пӗрле пулнисем Ун хыҫҫӑн кайнӑ; 37Ӑна тупсассӑн, Ӑна: Сана пурте шыраҫҫӗ, тенӗ. 38Вӑл вӗсене ҫапла калать: атьӑр ҫывӑхри ялсемпе хуласене каяр, Манӑн унта та вӗрентсе ҫӳрес: Эпӗ ҫавӑншӑн килнӗ, тет. 39Вӑл вара пӗтӗм Галилея тӑрӑх синагогӑсенче вӗрентсе ҫӳренӗ, усалсене хӑваласа кӑларнӑ.
40Ун патне тилҫеллӗ ҫын пырать, Ун умне чӗркуҫленсе ларса, Ӑна ҫапла тархаслать: тасатас тесессӗн Эсӗ мана тасатма пултаратӑн-ҫке, тет. 41Иисус, ӑна хӗрхенсе, аллине тӑснӑ та ӑна сӗртӗнсе ҫапла каланӑ: тасатас тетӗп, тасал, тенӗ. 42Ҫапла каласассӑнах, ун ҫинчи тилҫе пӗтнӗ, вӑл чиртен тасалнӑ. 43Иисус ӑна, ҫийӗнчех каялла ярса, хытарсах каланӑ: 44асту, никама та нимӗн те ан кала; ху чӑнласах сывалнине вӗсене ӗнентерме священника кайса курӑн та ху тасалнӑшӑн Моисей кӳме хушнине кӳр, тенӗ. 45Ҫынни вара унтан тухсассӑнах, мӗн пулса иртни ҫинчен пӗлтерсе, каласа ҫӳреме пуҫланӑ, ҫавӑнпа Иисус хулана уҫҫӑн кӗме пултарайман, хула тулашӗнче, ҫын ҫук ҫӗрте, ҫӳренӗ. Ун патне халӑх пур ҫӗртен те пынӑ.
Currently Selected:
Марк ҫырнӑ Евангели 1: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.