Матфей ҫырнӑ Евангели 24
24
1Турӑ Ҫуртӗнчен тухсан Иисус кайма тӑнӑ, ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем Ӑна Турӑ Ҫурчӗпе унӑн хуралтисене кӑтартас тесе Ун патне пынӑ. 2Иисус вӗсене каланӑ: ҫакна пурне те куратӑр-и? Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта чул ҫинче чул та юлмӗ; йӑлтах аркатӗҫ, тенӗ.
3Вӑл Елеон тӑвӗ ҫинче ларнӑ чухне Ун патне вӗренекенӗсем хӑйсем кӑна пынӑ та ҫапла ыйтнӑ: каласамччӗ пире, ку хӑҫан пулӗ? тата Эсӗ килессине, ҫак ӗмӗр вӗҫленессине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ? тенӗ. 4Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: сыхланӑр, сире кам та пулин илӗртсе ан улталатӑр: 5нумайӑшӗ Ман ятӑмпа килӗ те: «эпӗ — Христос» тесе чылайӑшне илӗртсе улталӗ. 6Тата эсир вӑрҫӑсем ҫинчен, вӑрҫӑ шӑв-шавӗ ҫинчен илтӗр. Астӑвӑр, ан сехӗрленӗр; ҫакӑ пурте пулмалла вӑл, анчах ку — вӗҫӗ мар-ха: 7халӑх ҫине халӑх, патшалӑх ҫине патшалӑх тапӑнӗ; выҫлӑхпа мур пулӗ, вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫӗр чӗтренӗ; 8ҫавах та ку — асапсен пуҫламӑшӗ кӑна-ха. 9Ун чухне сире асаплантарма тытса парӗҫ, сире вӗлерӗҫ; Мана пула сире пур халӑх та курайми пулӗ; 10ҫавӑн чухне нумайӑшӗ улталанӗ; пӗр-пӗрне сутӗҫ, пӗр-пӗрне курайми пулӗҫ; 11темӗн чухлӗ суя пророк килӗ, чылайӑшне илӗртсе улталӗҫ; 12йӗркесӗр ӗҫ хушӑнса пынине пула ҫынсем нумайӑшӗ пӗр-пӗринчен сивӗнӗҫ; 13вӗҫне ҫитичченех тӳсекен вара ҫӑлӑнӗ. 14Пур халӑха та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтермешкӗн ҫак Евангелие пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе тухӗҫ; вара пӗтес вӑхӑт ҫитӗ. 15Даниил пророк каланӑ пек, сӑваплӑ вырӑнта йӗрӗх ларнине курсассӑн, — вулакан ӑнлантӑр, — 16Иудейӑра пурӑнакансем тусем хушшине тарччӑр; 17ҫурт тӑрринче тӑракан хӑй килӗнчен пӗр-пӗр япала илес тесе ҫӗре ан антӑр; 18хирти ҫын та тумтирне илес тесе каялла ан таврӑнтӑр. 19Ҫийӗнче пур арӑмсене, ача ӗмӗртекеннисене ҫав кунсенче епле хӗн пулӗ! 20Эсир тарасси хӗллене е шӑматкуна ан килтӗрччӗ тесе кӗлтӑвӑр: 21ун чухне хӑрушла асап вӑхӑт пулӗ, ун евӗрли халиччен тӗнче пулнӑранпа та пулман, пулас та ҫук. 22Ҫав кунсен шучӗ чакман пулсассӑн, никам та ҫӑлӑнса юлаймӗччӗ; анчах ҫав кунсен шучӗ суйласа илнисемшӗн чакӗ. 23Ҫавӑн чухне сире: «Христос акӑ кунта» е «авӑ унта» тесессӗн — ан ӗненӗр: 24суя христоссем, суя пророксем килӗҫ; май пулсассӑн суйласа илнисене те илӗртсе улталасшӑн тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартӗҫ. 25Акӑ Эпӗ ӗнтӗ сире малтанах каласа хутӑм. 26Ҫавӑнпа та сире: «акӑ Вӑл пушхирте» тесессӗн — ан тухӑр унта; «акӑ Вӑл шалти пӳлӗмре» тесессӗн — ан ӗненӗр: || 27ҫиҫӗм тухӑҫра ҫиҫни анӑҫрах курӑнать, Этем Ывӑлӗ ҫавнашкал килӗ. 28Виле выртакан ҫӗре ӑмӑрткайӑксем пуҫтарӑнӗҫ. 29Ҫав асаплӑ кунсем хыҫҫӑн сасартӑк хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх хӑй ҫутине кӑтартмӗ, тӳперен ҫӑлтӑрсем тӑкӑнӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ; 30ҫавӑн чухне тӳпере Этем Ывӑлӗн палли курӑнӗ; ҫавӑн чухне ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ те пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑн, аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ; 31Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене вӑйлӑ сасӑллӑ трупасемпе ярӗ те, вӗсем тӗнченӗн тӑватӑ енчен — тӳпенӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех — Унӑн суйласа илнӗ ҫыннисене пуҫтарӗҫ. 32Эсир смоква йывӑҫӗнчен чухласа илӗр: унӑн турачӗсем ҫемҫелсе ҫулҫӑ кӑлара пуҫласан, эсир ҫу ҫывӑххине пӗлетӗр; 33ҫавӑн пек эсир те, мӗн калани пурӑнӑҫланнине курсассӑн, пӗлсех тӑрӑр: ҫывӑхрах, алӑк умӗнчех. 34Чӑн калатӑп сире: ку пӗтӗмпех ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗ; 35тӳпепе ҫӗр те ҫухалӗ, Манӑн сӑмахӑмсем вара нихӑҫан та ҫухалмӗҫ. 36Ҫав кун ҫинчен, ҫав сехет ҫинчен никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ, ӑна пӗртен-пӗр Манӑн Аттем ҫеҫ пӗлет; 37Ной вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килнӗ чухне те ҫаплах пулӗ: 38талай умӗнхи кунсенче, Ной карап ҫине ларас кун ҫитичченех, ҫынсем ӗҫнӗ, ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ, 39талай ҫитсе пурне те пӗтеричченех нимӗн те ӑнланман — Этем Ывӑлӗ килесси те ҫаплах пулӗ; 40ун чухне иккӗн хирте пулсассӑн, пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ; 41алӑ арманӗ авӑртакан икӗ хӗрарӑмран пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ. 42Ҫавӑнпа ӗнтӗ сыхӑ тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫӑр хӑш сехетре килессе пӗлместӗр. 43Анчах та эсир ҫакна пӗлетӗр: ҫурт хуҫи, вӑрӑ хӑш вӑхӑтра пырассине пӗлсен, сыхӑ тӑрӗччӗ, хӑй ҫуртне алтса кӗме памӗччӗ. 44Ҫавӑнпа эсир те хатӗр тӑрӑр: Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман сехетре килӗ. 45Апла хуҫа хӑйӗн тарҫисене пӑхма, вӗсене вӑхӑтра апат парса тӑма хушнӑ шанчӑклӑ та ӑслӑ чура кам-ха вӑл? 46Хуҫи пынӑ ҫӗре чури хӑйне хушнӑ пек туса тӑрать пулсассӑн, вӑл телейлӗ; 47чӑн калатӑп сире: хуҫи ӑна хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ тӑвӗ. 48Анчах та ҫав чура, усал пулса, хӑй ӑшӗнче: «хуҫам халех килмӗ-ха» тесе 49хӑйӗн юлташӗсене хӗнеме тытӑнсан, ӗҫкӗҫӗсемпе ӗҫсе ҫие пуҫласан, 50унӑн хуҫи вӑл кӗтмен кун, вӑл шухӑшламан сехетре килӗ те 51ӑна ҫурмаран касса пӑрахӗ, ҫапла икӗ питлисене айӑпланӑ пек хаяррӑн айӑплӗ; унта ӗнтӗ кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни илтӗнсе тӑрӗ.
Currently Selected:
Матфей ҫырнӑ Евангели 24: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.